26 марта 2014 г.
Мартăн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Татьяна Казакова ертсе пыракан ушкăн килнĕччĕ. Татьяна Васильевнăпа тĕл пулнă май Культура çулталăкĕпе çыхăннă республика шайĕнчи çывăх вăхăтри пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пирки сăмах пуçарма сĕнтĕм:
- Кăçалхи çулталăка Культура çулталăкĕ тесе ăнсăртран палăртман. Культура ыйтăвĕсем çине пирĕн пурин те, çĕр-шыв шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Ансат ăнланма кирлĕ мар. Культура культура учрежденийĕсенчен мар, чи малтанах хамăрăн кашнин чун-чĕринчен пуçланмалла. Кăмăл-туйăм, ăс-хакăл тĕлĕшпе таса пулни кирлĕ. Культура ĕçченĕсем вара хальхи вăхăтра шăпах ĕнтĕ çынсен чун тĕнчине тасарах та илемлĕрех, анлăрах та пуянрах тăвас тесе тимлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче Чăваш Республикин хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси пулса тăни пирки тĕрĕсех калать. Апла пулсан культура учрежденийĕсем, культура ĕçченĕсем çине пысăк ответлăх тиенет.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикипе муниципалитетсенчи культурăпа кану учрежденийĕсем 785 шутланнă. Вĕсенчен чылайăшĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. 2008 çулта Кашмашри информаципе культура центрне хута янăранпа республикăна культура учрежденийĕсене тытса тăма федераци шайĕнчен укçа-тенкĕ пачах уйăрман.
Апла пулин те 2008 - 2013 çулсенче 159 клуб учрежденийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килчĕ. Çав тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 107,7 млн. тенкĕ е пĕр клуб пуçне вăтам шутпа 677 пин тенкĕ уйăрнă. 159 клубран 84-шне çутă, сасă, видеопроекци, компьютер оборудованийĕпе, сцена костюмĕсемпе вăтам шутпа кашнине 450-шар пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ.
Юлашки çулсенче Муркаш районĕнче кăна Мăн Сĕнтĕрти, Кашмашри, Ваçкассинчи тата Чуманкассинчи культурăпа кану учрежденийĕсене модернизацилеме май килчĕ. Вĕсем хăйсен хăтне лайăхлатрĕç, тĕрлĕ техника хатĕрĕпе пуянланчĕç.
Библиотекăсем çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçăнтăмăр. Ытти регионсемпе танлаштарсан республикăра чи малтанхисенчен пĕри эпир библиотекăсене модернизацилесе халăха çывăхрах тăвас тĕллеве пурнăçлама тытăнтăмăр. «Эпир мар пулсан тата кам;». Çак тĕллеве тĕп вырăна хума тăрăшрăмăр. Çапла вара библиотекăсене компьютерсемпе, ытти техника хатĕрĕпе тивĕçтертĕмĕр, вĕсенче çынсене «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессине йĕркелерĕмĕр. Çакă эпир тĕрĕс çул суйласа илнине кăтартса пачĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн опытпа ытти регионсенче те усă курма пуçăнни ăна лайăх çирĕплетсе парать.
Ыйтусем çук теместĕп. Хăш-пĕр çĕрте компьютер оборудованийĕ кивелнĕ, ытти хăш-пĕр техника ыйтăвне татса пани те кирлĕ. Апла пулин те эпир ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, ыйтусене татса паратпăрах. Хамăр ĕçре республикăн «Чăваш Ен культури: 2010 - 2020 çулсем» тĕллевлĕ программине тата 2012 - 2020 çулсем валли палăртнă «Чăваш Ен культури» патшалăх программине тĕп вырăна хуратпăр.
Федерацин «Раççей культури» программи вăйра. Унпа килĕшÿллĕн республикăна та укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Культура учрежденийĕсем валли автобуссем уйăрма, аппаратура туянма та палăртатпăр.
Культура çулталăкĕнче муниципалитетсен шайĕнче тĕрлĕрен конкурспа фестиваль сахал мар иртет. 50 млн. тенкĕлĕхе яхăн пирĕн проектсене федераци шайĕнче йышăннă.
Акă муниципалитетсен культура учрежденийĕсенчи библиотекăсем хушшинче конкурс иртрĕ. Конкурса республикăри 20 районтан 75 заявка тăратнăччĕ. Муркаш районĕнчен конкурса Кашмаш, Йÿçкасси тата Чуманкасси библиотекисем хутшăнчĕç. Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнчи библиотека ытти библиотекăсем хушшинче чи лайăххин ятне тата 100 пин тенкĕ парнене тивĕçрĕ.
Çĕр-шывра Культура çулталăкне ирттернĕ май пурнăçлакан мероприятисен шутĕнче кăçалхи март - апрель уйăхĕсенче Атăлçи федераци округĕн территорийĕнче Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе «Раççей юррисем» ятпа Пĕтĕм Раççейри фестиваль-марафон иртет. Асăннă акци республика территорийĕнче мартăн 23 - 29-мĕшĕсенче пулать, ыр кăмăллăх концерчĕсене 5 ирттерме пăхнă. Концертсене «Русская песня» театр артисчĕсем хутшăнаççĕ: Надежда Бабкина тата «Русская песня» ансамбль, «Живая планета» шоу-балет, «После XI» ушкăн, «UNITEIT» ушкăнпа Евгений Гор, казахсен «Криница» патшалăх юрă ансамблĕ (Краснодар хули), Удмуртинчи халăх юррисен «Айкай» (Ижевск хули) патшалăх фольклор театрĕ, «Сказатели Алтая» (Горно-Алтайск хули) ансамбль, доулистсен «Ритмы гор» (Владикавказ хули) ансамблĕ, «Владимирские рожечники» (Владимир хули) ансамбль.
Апрель уйăхĕнче вара республикăра балет фестивалĕ ирттерме палăртатпăр. Май уйăхĕнче Шупашкарта кинофестиваль йĕркелеме пăхса хунă.
Республика кунĕччен те вăхăт нумаях юлмасть. Йăлана кĕнĕ тăрăх унпа çыхăнтарса тĕрлĕ мероприяти сахал мар ирттерме палăртатпăр. Çĕнĕлĕхсем те çук мар. Кăçал пуçласа халăхсен йăли-йĕркипе традицийĕсен фестивальне ирттерĕпĕр. Йăла-йĕркесене театрализациленĕ майпа кăтартма палăртатпăр. Пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявĕ те манăçми самантсемпе пуян пулĕ.
Раççей кунĕнче - июнĕн 12-мĕшĕнче - 12 сехет те 12 минутра патриотла флеш-моб пулать. Пĕтĕм Раççейĕпех çав вăхăтра Раççей Гимне юрлĕç.
Пĕр сăмахпа - республикăн культура пурнăçĕ пуян. Республикăра пурăнакан кашни çыншăнах Культура çулталăкĕнче хăйĕншĕн усăлли, кирли, интересли сахал мар пулĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.