Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти влаç ĕçне хаклатпăр

26 марта 2014 г.

 

Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче «Оценка эффективности органов местного самоуправления» сасăлав хута янă. Мартăн 21-мĕшĕнче ирхине сасăлава хутшăнакансем 60 çын ытла пулнă та ĕнтĕ.

Аса илтеретпĕр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче «Об оценке населением эффективности деятельности руководителей органов местного самоуправления, унитарных предпрятий и учреждений, действующих на республиканском и муниципальном уровнях, акционерных обществ, контрольный пакет акций которых находится в государственной собственности Чувашской Республики или в муниципальной собственности, осуществляющих оказание услуг населению муниципальных образований» Указа алă пуснăччĕ. Асăннă документпа килĕшÿллĕн 2014 çултан тытăнса çулталăкра пĕр хутчен çынсенчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен, çынсене транспорт, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемпе (ăшăпа, шывпа), топливăпа, электричествăпа, газпа тивĕçтерекен организацисен ертÿçисен ĕçĕ тивĕçтерни е тивĕçтерменни пирки ыйтса тĕпчеме палăртаççĕ.

Ыйтăма Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче интерактивлă формăпа усă курса тата «Интернетăн» информаципе телекоммуникаци сечĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен официаллă сайчĕсенче ирттереççĕ. Халăх хаклавĕн кăтартăвĕсене эксперт комиссийĕ пĕтĕмлетĕ. Енчен те транспортпа тивĕçтерессин, çулсен пахалăхĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисен шайĕпе ыйтăма хутшăннисен 30 проценчĕ ытла кăмăлсăр пулсан, ку услугăсемпе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисен ĕçне япăх хак парĕç.

Халăх ертÿçĕсен ĕçне мĕнле хак панине ку ертÿçĕсемпе малаллахи тапхăр валли ĕç килĕшĕвĕ тунă чухне шута илĕç.

Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви хăйне май Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче интерактивлă формăпа усă курса тата «Интернетăн» информаципе телекоммуникаци сечĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен официаллă сайчĕсенче сасăламалли веб-формăсене, çавăн пекех анкета ирттернин кăтартăвĕсене тĕпчессин механизмне туса хатĕрленĕ. Ыйтăм листи çинче респондент арçын е хĕрарăм пулнине, миçе çултине, вĕренÿ шайне, социаллă мĕнле категорие кĕнине кăтартмалла. Сасăлава хутшăнакансен муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕн, депутатсен муниципалитет Пухăвĕн председателĕн ĕçне-хĕлне хак парас пулать. Кунсăр пуçне гражданинăн транспорт пулăшăвĕпе тивĕçтересси, автомобиль çулĕсен пахалăх шайĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен пахалăхĕ пирки хăйĕн кăмăлне палăртмалла.

Чăваш Республикин Информаци

политикипе массăллă коммуникацисен министерстви.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика