Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Малашлăха шанăçпа пăхатпăр»

26 марта 2014 г.

 

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ыйтусене ăнăçлă татса парасси ытларах ял çыннисемпе, халăх шанăçне тивĕçнĕ депутатсемпе, ял старостисемпе, обществăлла организацисемпе тачăрах çыхăнса ĕçлесе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çапла шутлать Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Николаевич Матросов. Ял тăрăхĕн администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май вăл çавна палăртрĕ:

- Москакасси ял тăрăхĕн бюджетне 7972751 тенкĕ çирĕплетнĕ пулнă. Тупăшсем енĕпе вара ăна 9031890 тенкĕ, расхутсем енĕпе 9345465 тенкĕ чухлĕ пурнăçлама пултарнă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук виçи 4756901 тенкĕпе, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ 9222 тенкĕпе, пурлăх налукĕ 69985 тенкĕпе, çĕр налукĕ 794049 тенкĕпе, çĕр участокĕсен аренда тÿлевĕ 482375 тенкĕпе танлашнă, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме тата нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене юсама субсидие 900 пин тенкĕ, ял тăрăхĕсен бюджечĕсене паракан тĕрлĕ субсидие 1474076 тенкĕ тивĕçнĕ.

Бюджет расхучĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсем 2151498 тенкĕ шутланаççĕ, тирпей-илем валли 1308105 тенкĕ, культура сфери валли 1606300 тенкĕ уйăрнă.

Ял тăрăхĕнчи демографи лару-тăрăвĕ япăх темелле мар. Территорире çак вăхăта 2725 çын пурăнать. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсем 1205. Иртнĕ çул вилекенсем 40 çын пулнă пулсан, 53 ача çут тĕнчене килнĕ. Москакассисем 2012 çул итогĕсемпе 1300 çынран тытăнса 3000 çын таран пурăнакан ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче ял тăрăхĕсен республикăри экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă.

«Çамрăк çемье» программăна хутшăнса иртнĕ çул ял тăрăхĕнчи 4 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Черетре вара кун пеккисем татах 54 çемье. Çемьери 5 е ытларах çул çитмен ачаллисен черетĕнче 2 çемье. Вĕсем те хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕç.

Иртнĕ çул туса ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал темелле мар. Акă Москакассинче шыв пăрăхĕн системине юсама май килнĕ. Кунта пĕтĕмпе 214 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çавăн пекех шыв уçламалли башня валли автомат туянса хунă. Ăна кăçал Мăрсакасси ялĕн шыв башнинче вырнаçтарма пăхнă. Халĕ вара Рыккакасси ялĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтерессин ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе строительство ĕçĕсене туса ирттерме укçа-тенкĕ уйăрас ыйтупа министерствăпа калаçса татăлас ĕçсем пыраççĕ.

Çул-йĕр ыйтăвĕ кун йĕркинчен тухмасть. 2013 çулта çулсене юсама 740 пин тенкĕ ытла, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене йĕркене кĕртме 1 млн. тенкĕ ытла уйăрнă. Ситуккасси ялĕнчи Сидуковская урамри çула тунăшăн тÿлесе çитермен 500 пин тенкĕне яхăн парăма та парса татма май килнĕ.

Сергеевка ялĕнче çул тăвас тата плотинăна юсас енĕпе документсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Ку ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вара Пожедановка ялĕнче çул тăвас енĕпе те ыйтăва татса пама палăртаççĕ.

Уйкас Хачăк ялĕнче çула хăпартса хытарас ĕçсене иртнĕ çул çуррине яхăн пурнăçланă. Ку ĕçе кăçал вĕçлемелле пулать. Кунти ĕçсен тата Ахманепе Вăрманкас Хачăк ялĕсенчи çулсене тăвассипе проектсене хатĕрлеме пуçăннă ĕнтĕ.

2014 çулта территорири çулсене пăхса тăма 405 пин тенкĕ ытла уйăрма контракт тунă.

Çĕлеменкасси, Эхветкасси, Рыккакасси, Ахмане ялĕсенче пурăнакан ачасемшĕн Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун  - июнĕн 1-мĕшĕ - тĕлне парне туса пама хатĕрленеççĕ. Асăннă ялсенче ача-пăча площадкисем йĕркелеме оборудовани туянса хунă. Калмăккассинче ачасене хоккейла выляма ятарлă площадка тума пулăшнă, ĕçсем 100 пин тенкĕлĕх пурнăçланă.

Кăçалхи задачăсемпе тĕллевсем те пĕчĕкех мар. Ял урамĕсенче çулсем тăвассипе проектсем хатĕрлес ĕçсене малалла та туса пыма палăртаççĕ. Анаткас Хачăк ялĕнче шыв уçламалли çĕнĕ башня вырнаçтармалла, татах тепĕр яла шыв парса тăрассине йĕркелеме проект докуменчĕсене хатĕрлесе çитермелле.

Ялсенчи çулсем пирки малашне те çине тăма палăртаççĕ. Ку ĕçсене малалла та туса пыма пăхнă. Çавăн пекех ялсенче ача-пăча площадкисене йĕркелессипе те ĕçсем чарăнса лармалла мар.

Калмăккасси ялĕнчи Кооперативная тата Уйкас Хачăкри Новая урамсем - çĕнĕ урамсем. Вĕсенче çут çанталăк газĕ кĕртессипе ĕçлеме палăртаççĕ. Çавăн пекех Эхветкассипе Ситуккассинче электричество кĕртсе пĕтерме пăхнă.

Кăçалхи тепĕр пысăк ĕç вăл - ялсенчи çĕр участокĕсен инвентаризацине туса ирттересси. Ялти кашни çын çак ĕçе активлă хутшăнма тивĕç. Çитменнине çакă вăл ял тăрăхĕн бюджет тупăшне те ÿстерме пулăшĕ.

Масарсен территорийĕсене тирпейлесе тăрасси, хăт кĕртесси те манăçмалла мар. Масарсен территорийĕсенчи çуртсене юсамалла, Сергеевкăри масар çинче асăну площадки тумалла. Çавăн пекех май килсен кунти масар патне çити çула вак чул сарса юсаса тухма пăхнă.

Иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар пулин те, малашлăхра татса памалли ыйтусемпе ĕçсем те пур-ха. Çапах та депутатсем, ял старостисем, ял çыннисем пĕрле пулсан, пĕрлехи ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшсан ÿсĕмсем пулаççех.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика