Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текен пулăшăва тивĕçет

26 марта 2014 г.

 

Муркаш енре ял хуçалăх производствине аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси тата çак ене аталантарасси - район администрацийĕн кулленхи ĕçĕ. Çĕр ĕçченĕсем черетлĕ çур акине хатĕрленнĕ вăхăтра тин кăна хресчен (фермер) ĕçне кÿлĕнекен хуçалăхсем тĕлĕшпе патшалăх енчен мĕнле тимлĕх пуррипе кăсăкланса район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пай пуçлăхĕпе Н. КОСТИНĂПА çыхăнтăмăр.

- Районта юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕр шайрах хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанма пуçларĕç. Çакă пирĕн çынсем çĕр-аннемĕре пушă вырттарассинчен асăрханнине, çĕрпе туллин усă курма тăрăшнине кăтартса парать. Иккĕмĕшсен тÿпи ял хуçалăх продукцине туса илес ĕçре куç умĕнчех ÿссе пынине пытарма çук. Çавна май патшалăх енчен хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тĕкĕ парасси те çĕр-шывра вăй илсех пырать.

Ял хуçалăх продукцине туса илес ĕçре пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен тÿпи пысăккине шута илсе Чăваш Республики виççĕмĕш çул ĕнтĕ фермер ĕçне кÿлĕнекенсене тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисем уçакансене пулăшакан программăсене хутшăнать.

Пуçăннă ĕç кăçал малалла аталанать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Фермер ĕçне кÿлĕнекенсене пулăшасси» тата «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене аталантарасси» конкурссем пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Çак хыпар яллă вырăнсенче пурăнакан инициативлă граждансемшĕн  вырăнлă пуласса шанатăп.

Асăннă конкурссене хутшăнас текенсен çакна манмалла мар. «Фермер ĕçне кÿлĕнекенсене пулăшасси» программăна хутшăнакансен документсене ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен кая юлмасăр ЧР Ял хуçалăх министерствине тăратмалла. «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене аталантарасси» программăна хутшăнас текенсен документсене конкурс йĕркелекен патне ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен çитермелле.

Конкурссене хутшăнас текенсен алăра ытти документпа пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сĕнĕвĕсем пулмалла, - терĕ Н. Костина.

КĔСКЕ СПРАВКА. Иртнĕ çулсенче асăннă конкурссене пирĕн районти фермерсем активлă хутшăнчĕç. 2012 çулта грантсене Р. Грачевпа П. Толикин тивĕçнĕччĕ. Пĕлтĕр вара çĕнтерÿçĕсен йышĕнче хамăрăн виçĕ ентеше курма май килчĕ. Вĕсем: А. Петров, Д. Смирнов, А. Афанасьева.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика