Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйхă тата унăн пĕлтерĕшĕ

22 марта 2014 г.

 

Ыйхă çыннăн сывлăхĕшĕн тата пĕтĕмĕшле обществăшăн та пĕлте-рĕшлĕ пулнине шута илсе Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ (ВОЗ) 2008 çулта Пĕтĕм тĕнчери ыйхă кунне (World Sleep Day) паллă тума йышăннă. Ăна çуллен мартăн виççĕмĕш эрне кунĕнче палăртаççĕ. Кăçал вăл мартăн 21-мĕшне тивет.

Çынсенчен кашниех тĕрлĕ вăхăт çывăрать пулин те, ыйхă пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăтамран кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕн виççĕмĕш пайне çывăрса ирттерет.

Ыйхă - организм пурăнассин хăйне евĕр форми. Ыйхă йĕркеллĕ иртнĕ чухне организм кăнтăр кунĕнче тăкакланă вăй-хала пухать, хăйне «йĕркене кĕртет» - ытлашшинчен тасалать. Çавăнпа та сывă çын ыйхăран вăрансан хăйне чĕрĕ, кĕлеткере вăй-хал туять. Çывăрнă вăхăтра çыннăн пуç мимин активлăхĕ пĕчĕк, реакцисем чакаççĕ. Çавна палăртнă: нумай вăхăт çывăрса çитерейменни пирĕн пурнăç çинче палăрмасăр пултараймасть. Çын шÿте йышăнма пăрахать, кăмăлĕ çиллесленет. 4 сехет çывăрса çитереймен пулсан та реакци 45 процент чакать, асра тытасси япăхланать, вăраха пыракан чирсем аталанма пултараççĕ. Инсульт, инфаркт, гипертони тата ытти хăш-пĕр чирсене те çакăнпа çыхăнтармалла.

Çывăрас умĕн эрех е кофеин пур продуктсем ĕçме-çиме кирлĕ мар - вĕсем нерв системи çине япăх витĕм кÿреççĕ. Выçăлла е лайăх апатланнă хыççăн тÿрех çывăрма выртни те ыйхă пахалăхĕ çинче палăрать. Каçхи апатланупа çывăрма  выртасси хушшинчи вăхăт 4 сехете яхăн пулмалла. Ытлашши  çывăрнинчен те уссинчен ытларах сиенĕ кăна. Ученăйсем палăртнă тăрăх çитĕннĕ çыннăн ыйхи талăкра 7 - 8 сехет пулмалла. Çие юлнă хĕрарăмсен ыйхи пĕр сехет вăрăмрах кирлĕ. Ачасен талăкра 10 сехетрен кая мар çывăрас пулать. Медик ученăйсем çавна çирĕплетеççĕ: çывăрнă чухне çыннăн организмĕнче сывлăхшăн усăллă 1000 ытла хими çыхăнăвĕ йĕркеленет.

Çывăрнă вăхăтра пирĕн миме тĕрлĕ гормон кăларать. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - мелатонин - ватлăхпа кĕрешме пулăшакан гормон. Мелатонин - ыйхăпа вăрăм пурнăç гормонĕ. Шăпах çĕрле çывăрнă вăхăтра мелатонинăн талăкри нормин 70 проценчĕ йĕркеленет. Организм ку гормона тĕттĕмре кăна туса кăларайрать. Çавăнпа та çывăракан пÿлĕмри чÿречене  шторăпа картлас пулать. Мелатонин çĕрлехи 12 сехетрен тытăнса ирхи 4 сехетчен ытларах йĕркеленет, каярахпа пĕчĕкленет. Медиксем шутланă тăрăх çĕрлехи 12 сехетчен 2 сехет хушши çывăрни çĕрлехи 12 сехет хыççăн 4 сехет хушши çывăрнипе танлашать. Çавăнпа 22 сехетрен кая юлмасăр çывăрма выртмалла.

Организм мелатонин туса кăлартăр тесен юнра триптофан аминокислотисем пулни кирлĕ. Хĕвел çутинче триптофан серотонина куçать. Серотонин вара çĕрле мелатонина куçать. Çавăнпа кашни кун çутă чухне 1 сехете яхăн урамра пулма тăрăшмалла, ытларах уçă сывлăшра уçăлса çÿремелле.

Мĕн çини те пĕлтерĕшлĕ. Эсир пулă, чăх е кăркка ашĕ, банан, çĕр улми çиетĕр пулсан, организм мелатонин туса кăларасси ÿсет. Çавăн пекех сĕлĕ, куккурус, рис, урпа, помидор та мелатонинпа пуян çăл куç пулса тăраççĕ. Апат рационĕ тĕрлĕ, кирлĕ микроэлементсемпе тата витаминсемпе пуян пулмалла. Углеводсемпе пуян апат-çимĕçе пахча çимĕçпе тата белоксемпе шайлаштарас пулать.

Çывăрас умĕн çăра кофе е чей, эрех ытларах ĕçни, пирус туртни мелатонин гормонĕсене лайăх йĕркеленме чăрмантараççĕ. Шел пулин те, организмра мелатонин пухăнса пымасть. Анчах та 1 сехет спорт занятийĕсене хутшăнни кăна гормонсем йĕркеленессине 2 - 3 хут ÿстерет.

Çапла вара шайлашуллă апатлану, ĕç кунĕн режимне пĕлсе йĕркелени, ыйхă валли кирлĕ чухлĕ вăхăт уйăрни çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул валли кирлĕ условисем пулса тăраççĕ. Апла пулсан сывлăхшăн çывăрăр.

Галина ТЮРИНА,

республикăри сывлăха çирĕплетмелли медицинăпа реабилитаци центрĕн медицина профилактикин пайĕн методист врачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика