22 марта 2014 г.
Çар ретĕнче контрактпа пуласси - хисеплĕ, чыслă, усăллă ĕç. Енчен те эсир контракт мелĕпе çара каяс тетĕр пулсан, вĕсене суйласа илмелли пункта пыма пултаратăр.
Пур çар округĕн çар чаçĕсене те суйласа илме май пур.
Кандидатсем тĕлĕшпе требованисем çапла:
- ÿсĕм шайĕ - 19 - 35 çул*
- пĕлÿ - вăтам пĕлÿрен кая мар*
- ÿт-пÿ çирĕплĕхĕ, хăвăртлăх, вăй-хал*
- призывпа е контрактпа çарта пулни*
- сывлăх шайĕ «А» е «Б» ушкăнсене тивĕçтермелле*
- айăплав палăртнă приговор пулмалла мар.
Служба условийĕсем:
- хăш регионта тата çар чаçĕнче службăра пулнине, звание тата должноçа кура уйăхри вăтам шалу - 22500 - 50000 тенкĕ*
- куллен тÿлевсĕр 3 хут апатлану*
- контракт çырсан çар должноçĕн тата çар званийĕн пĕр оклачĕ чухлĕ пособи параççĕ*
- çуллен пĕр оклад чухлĕ укçа тÿлесе пулăшаççĕ*
- должноç тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçланăшăн оклад çумне уйăхсерен 25 процент хушса тÿлеççĕ*
- пурăнмалли служба хваттерĕпе тивĕçтереççĕ е урăх хваттерте пурăннăшăн уйăхсерен 3600 тенкĕ тÿлесе саплаштараççĕ*
- çăмăллатнă майпа шутласан выслуга 20 çулпа танлашсан пенсие тухма май пулать*
- çар çыннисем контрактпа салтак тата сержант должноçĕсенче службăра пулнă хыççăн иккĕмĕш хут контракт çыраççĕ пулсан, вĕсем çар çыннисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин ипотека системине хутшăнма пултараççĕ*
- контрактпа службăра тăракан çар çыннисене çар тивĕçне пурнăçланă тапхăртах граждан вĕренÿ учрежденийĕсенче тата аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен хатĕрленÿ курсĕсенче тÿлевсĕр вĕренме ирĕк параççĕ.
Контрактпа çара каяс шухăшлисем хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатне е тÿрех контрактниксене суйласа илмелли пункта пыма пултараççĕ. Асăннă пунктра кандидатсемпе çарпа професси консультацийĕ ирттереççĕ. Çыннăн вĕренÿ шайне, ĕç опытне кура контрактпа мĕнле çар должноçĕсене пурнăçлама май пурри пирки ăнлантараççĕ. Кандидат хăш регионта службăра пулассине хăй суйласа илет.
Тĕслĕх. Гражданин 20 çулта, 1 çул хушши призывпа службăра пулнă. Унăн 1 çулталăк выслуга пур. Вăл контрактпа ВДВ-ра службăра пуласшăн (унта 1 çулталăк службăшăн выслуга 1,5 çулталăкпа танлашать). Çапла вара 13 çул службăра пулнă хыççăн унăн пенсие тухма ирĕк пулать: 1 çулталăк (сроклă служба) Ç 13 çул (контракт служби) Ç 6,5 çул (выслуга) ç 20,5 çул, апла пулсан 33 çулта эсир - çар пенсионерĕ.
Тулли информацие контрактпа çар службине каякансене суйласа илмелли пунктра илме пултаратăр. Адресĕ: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 10 А çурт, тел.: 8 (8352) 45-20-97. Пункт куллен тунти кунран тытăнса эрне кунччен 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кану вăхăчĕсĕр ĕçлет.