Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртăва хаваспах хутшăнчĕç

19 марта 2014 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртупа мартăн 15-мĕшĕнче хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленчĕ.

Йĕлтĕрçĕсен эстафетине 40 ытла команда хутшăнчĕ. Ырă йăлапа чи малтан старта район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа пĕрле районти ытти ертÿçĕсем тухрĕç. Ăмăртура вĕрентекенсен командисем нумайччĕ, вĕсен уйрăм старт пулчĕ. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК команди - çак йышри çĕнтерÿçĕ.      

- «Сывлăхсен» пĕрремĕш тухмалла та, маттур», - терĕ нумайăшĕ финишра. Чăнах та, ыттисенчен чылай малтан çитрĕç вĕсем кунта. Шетмĕпуç шкулĕнчи вĕрентекенсен команди 2-мĕш, Нискасси шкулĕнчи вĕрентекенсен команди 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Малтанах йĕлтĕр йĕрĕ хытăччĕ, каярах ăмăртакансем вара çемçе юр çинче йĕлтĕрпе чупма йывăртараххине те каларĕç. Йĕлтĕр йĕрĕн вăрманта иртекен çулĕ уйрăмах кăпăшка пулнă-мĕн. Анчах темĕнле пулсан та финиша пурте хавас кăмăлпа çитрĕç.

Ял тăрăхĕсен командисенчен Катькассене çитекенсем пулмарĕç. Хыççăнхи вырăнсене Çатракасси тата Муркаш ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç.

Ĕç коллективĕсем те ăмăртăва хаваспах килнĕ. «Ăмăртусене яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Паян вара медале те тивĕçесшĕн», - шÿтлесерех палăртрĕ «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн команди. Калани ума килчĕ темелле - вĕсем 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Предприятисемпе организацисенчен  1-мĕш вырăна «Свобода» хуçалăхăн, 2-мĕш вырăна шалти ĕçсен пайĕн командисем тухрĕç.

Малти вырăнсене тухнă командăсене кашнинех хаклă парнесемпе чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕсене тивĕçрĕç. Депутатсен районти Пухăвĕ хăйĕн парнине Хорнуй ял тăрăхĕн командине парса хавхалантарчĕ. Командăри Т. Александровăна та ятарлă парнепе савăнтарчĕç - хастар ветерансăр пĕр ăмăрту та иртмест.

Ăмăртăва килсе çитнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин та, Муркашсен ентешлĕхĕн ертÿçи А. Федотов та, район пуçлăхĕ И. Николаев та, йĕлтĕр спорчĕн районти федерацийĕн ертÿçи П. Вязов та хăйсен салам сăмахĕнче çакăн пек активлă çынсем, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăванĕсемпе юлташĕсене илсе тухакансем çамрăксене чăнах та ырă тĕслĕх кăтартнине каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вара Муркашсем спорта килĕштернине, вĕсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырасса шаннине телевидение панă интервьюра та палăртрĕ.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика