19 марта 2014 г.
Республикăра пыракан «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вăй илсех пырать. Мартăн 14-мĕшĕ тĕлне марафон счечĕ çине пурĕ 3 миллион та 036 пин тенкĕ ытла куçарнă. Пирĕн районăн тÿпи ку пухмачра пысăках мар-ха: 10 пин те 730 тенкĕ чухлĕ. Сăмахран, кÿршĕри Элĕк тата Красноармейски районĕсем марафон счечĕ çине 70-шер пин тенкĕ ытла куçарнă та ĕнтĕ.
Аса илтеретпĕр, пирĕн районти çынсем куçарнă укçа-тенкĕ каярах каялла таврăнать. Ăна хамăр районти йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пулăшма усă кураççĕ. Апла пирĕн те кашнинех пуçаруллă пулма тăрăшасчĕ.
Н. Николаева.