19 марта 2014 г.
Хресчен хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче пĕччен пулманнине ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ мĕн чухлĕ пулни те çирĕплетет. Пуш уйăхĕ пуçланнă тĕле Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне килнĕ патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ 1710,5 миллион тенкĕпе танлашнă. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх ку сумма иртнĕ çул пăхнă лимитăн 102 проценчĕ пулать.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсене 84,7 миллион тенкĕлĕх финансланă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен икĕ хут нумайрах. Çывăх кунсенчех ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем гектар пуçне паракан пулăшу субсидине пĕтĕмпе 58,2 миллион тенкĕ илĕç. Кунсăр пуçне пуш уйăхĕ вĕçлениччен субсиди илекенсене кредит проценчĕсене тÿлеме 295 миллион тенкĕ куçарса пама пăхаççĕ. Çак суммăн 170 миллион тенки - пĕчĕк хуçалăх формиллĕ заемщиксем валли.
Уйăх вĕçленнĕ тĕле республикăри ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем патне пĕтĕмпе ял хуçалăх министерстви 405, 9 миллион тенкĕ çитерме планлать.
В. КРЫЛОВ.