Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр строительстви, вĕренÿ

19 марта 2014 г.

 

Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Кăçалхи январь - февраль уйăхĕсенче строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе тата çынсен социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнле шайра пулнипе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков паллаштарнă. Икĕ уйăхра республикăра 24 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çулталăк итогĕсемпе вара ку кăтарту 850 пин тăваткал метртан кая мар пулмалла.

Федерацин çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин программине пурнăçлама 2014 çул валли республика бюджетĕнчен 210 млн. тенкĕ, вырăнти бюджетсенчен 63 млн. тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 126 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хунă. Çакă 600-тен кая мар çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме май парĕ. 95 ветерана патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме кăçал 100 млн. тенкĕ килсе çитмелле. Ветерансене, инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерме 51 млн. тенкĕ уйăрĕç. Нумай ачаллă 34 çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 85,8 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă. 2014 çулта 253 тăлăх ача хваттерлĕ пулĕ, çавна валли 244 млн. тенкĕ уйăраççĕ.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов федерацин тата республикăн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕсене пурнăçа кĕртессипе тухса тăракан проблемăсене татса пама вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне задачăсем лартнă.

Видеоконференцире ытти ыйтусем пирки те сăмах пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика