15 марта 2014 г.
Пуш уйăхĕн çуррине çитнĕ май çĕр ĕçченĕ умри çур аки пирки шухăшламасăр пурăнаймасть. Мĕн тумаллине, хăш енпе ытларах ĕçлемеллине, мĕнле çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмеллине, производствăн çĕнĕ тĕллевĕсене палăртиччен вара йĕркеллĕ хуçа иртнĕ вăхăтри ĕçсене çиччĕ виçсе пĕтĕмлетет. Çакна шута илсе пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекен ытти харпăрлăх формиллĕ предприятисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕтĕмлетÿ канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ.
Ростислав Николаевич канашлу пуçламăшĕнчех ертÿçĕсем умне пысăк ыйтусем лартрĕ. Вĕсем паян кашнинех шухăшлаттарма тивĕç.
- Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче малалла туртăнса ĕçлениех курăнмасть. Пĕр вырăнта тăни вара аталанăва пулăшаймасть. Çапла «ĕçлесе» юлашки çулсенче мăйракаллă шултра выльăхсен, ĕнесен, сыснасен кĕтĕвĕсем палăрмаллах пĕчĕкленчĕç. Продуктивлă выльăхсемпе ĕçлесси манăçа тухма пуçларĕ. Юлашки 3-4 çул хушшинче районта çĕр улми туса илесси те каялла утăмларĕ. Çакă нумайăшĕ паян тырă-пулăпа ĕçлесси çине куçни пирки калать. Анчах кунта та ытларах фуражлă тырă-пулă çеç туса илни шухăшлаттарать. Выльăх йышĕ чакнине пула çак тырăна вырнаçтарасси те çывăх вăхăтрах ыйтуллă пулса тухма пултарать. Паянхи куна Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ кăна производствăна сарассипе ĕçлесе пырать. Çав вăхăтрах Чапаев ячĕпе хисепленекен тата «Передовик» хуçалăхсенче лару-тăру çултан-çул начартарах та начартарах. Вĕсен ертÿçисем, сăмахланисĕр пуçне, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртесси пирки шухăшлани курăнмасть. Чĕркуççи çинчен хамăр çĕкленмесен пире никам та ура çине тăратаймĕ, - терĕ хăйĕн ум сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ. Канашлура ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисем пурте пулманни, пĕтĕмлетÿ ĕçне отрасльсен специалисчĕсем хутшăнманни, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем активлăх кăтартманни Ростислав Тимофеевăн сăмахĕсем тÿрре килнине çирĕплетрĕç çеç.
Ĕçе тăтăшах пĕтĕмлетсе пыни, çĕнĕлĕхсене ырана хăвармасăр алла илни, наука вĕрентнĕ пек ĕçлесе пыни çеç паян ÿсĕмсен çулне уçни тата производство калăпăшне ÿстерме пулăшни пирки иккĕленÿ çук. Çак чăнлăха район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕ нихăш çул та иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Иртнĕ канашлура та çакă уçă калаçăвăн тĕп çул-йĕрĕ пулчĕ.
Пухăннисене районти ял хуçалăх отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономика тата АПК аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев паллаштарчĕ. Пĕтĕмлетÿсем тунипе пĕрлех Владислав Кириллович çывхаракан çур акине хатĕрленнĕ май мĕн çине ытларах пăхмаллине, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси çине тимлĕх ытларах уйăрма кирлине палăртрĕ.
- Пĕрешкел условисенчех пĕрисем ĕçлеме пултарни çывăракансене ыйхăран вăратасса шанатăп. Пĕр вырăнта тăрассинчен хăтăлсан, производствăна çĕнĕ шая çĕклессипе татăклă улшăнусем тусан çеç хуçалăхсен экономики тĕрекленĕ, район аталанăвĕ те малалла утăмлĕ, - терĕ пĕтĕмлетÿ калаçăвĕнче В. Ананьев.
Иртнĕ çул районта продукци 2208 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. Вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсен продукцийĕ - 667 миллион тенкĕлĕх. Танлаштаруллă хаксемпе пăхсан туса илнĕ продукци калăпăшĕн индексĕ 95 процентпа танлашать. Ку вăл Чăваш Республикинчи муниципаллă районсем хушшинчи чи лайăх кăтарту.
Пĕлтĕр районта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцине 3537 пин тенкĕлĕх туса илнĕ. Ку вăл - республикăн вăтам кăтартăвĕн 95,9 проценчĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине сутассине тата услугăсемпе тивĕçтерессине 449 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку вăл унчченхи çулхин 100, 2 проценчĕпе танлашать.
Бухгалтери отчечĕсемпе килĕшÿллĕн 2013 çула ял хуçалăх организацийĕсен 77 проценчĕ тупăшлă вĕçленĕ. Çулталăка пысăк тăкакпа вĕçленисен шутĕнче «Ударник», «Свобода», Чапаев яч. хис. хуçалăхсем. Ял хуçалăх предприятийĕсем тунă таса тупăш иртнĕ çул унчченхинчен 15 процент ÿснĕ те 14,6 миллион тенкĕпе танлашнă.
Паянхи куна ял хуçалăх предприятийĕсене куллен укçа-тенкĕ паракан отрасль вăл - сĕт сăвасси. Пĕлтĕртенпе сĕт хакĕ палăрмаллах ÿсни çĕр ĕçченне сумалли ĕнесен кĕтĕвне пысăклатасси пирки шухăшлама ыйтать. Иртнĕ çул сĕт сутса районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1,5 миллон тенкĕ тупăш тунă. Çав вăхăтрах ĕçсене кирлĕ пек йĕркелеменрен «Ударник», «Свобода», Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче сĕт сăвасси те пысăк тăкак панă.
Сутлăх хаксем пĕчĕкрен пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăх ашне туса илесси те хуçалăхсемшĕн тăкаклă çаврăнса тухнă, пĕтĕмĕшле 37,9 миллион тенкĕлĕх.
Тупăш çукран сысна отраслĕ те каялла тепĕр утăм тунă. Хуçалăхсенчи сыснасен йышĕ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 33 процент сахалланса çулталăк вĕçленнĕ тĕле виçĕ пин пуçран та сахалрах юлнă. Паян районта 6 хуçалăх çеç сысна ĕрчетессипе ĕçлет.
Çулталăк хушшинче пур харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче 4,7 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Ку кăтарту виçĕм çулхипе танлаштарсан 93,3 процент чухлĕ çеç пулать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе аш-какай туса илессипе тунă килĕшĕве район 91,6 процент кăна пурнăçлама хевте çитернĕ.
2013 çулта районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмĕшле вăй-халпа 23 пин тонна тырă-пулă туса илнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç районĕпе 15,9 центнерпа танлашнă. Кĕр кунĕсенче 42 пин тонна çĕр улми кăларса пуçтарса кĕртнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç районĕпе 181,3 центнер пулнă.
- Халĕ илсе кăтарнă кăтартусем пирĕн ĕçлемелли нумай пулни пирки калаççĕ. Çав вăхăтрах хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама та пирĕн вăй-хал çителĕкли курăнать. Унпа тĕллевлĕ усă курасси - пурсăмăр умĕнче те тăракан тĕп задача, - терĕ Владислав Кириллович калаçу йĕркине çур аки çине куçарнă май.
Çур аки яваплăхĕ вара кашниншĕнех паллă. 2014 çулхи тухăç валли иртнĕ кĕркунне районти çĕр ĕçченĕ кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 4881 гектар çинче акса хăварма пултарнă. Уйрăмах пысăк лаптăксем Суворов ячĕпе хисепленекен (840 гектар), Е. Андреев ячĕпе хисепленекен (400 гектар) хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирмăра (435 гектар). «Россельхозцентр» филиалăн Муркашри пайĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсем лайăх хĕл каçнă.
Çĕр ĕçченĕсен кăçалхи çур акире пĕтĕмпе 13,7 пин гектар çине çур аки ĕçĕсем пурнăçламалла. Уйрăммăн илсен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 10,1 пин гектар, çĕр улмине 482 гектар, пахча çимĕçе 28 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 1509 гектар, кукурузăна 316 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 973 гектар акса-лартса хăвармалла. Кунпа пĕрлех çур акире уй-хир ĕçченĕсен 4881 гектар кĕрхи культурăсене тата 5200 гектар нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе апатлантарса хăвармалла.
Ял хуçалăхĕнчи ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлас тесен энерги перекетлекен техникăпа усă курни пысăк усă панине нумай хуçалăхсенче ăнланса илчĕç ĕнтĕ. Çапла вара Муркаш енри ял хуçалăх предприятийĕсем иртнĕ çул çĕнĕ техника туянассипе активлă ĕçленĕ. Пĕтĕмпе района 15 трактор, 4 единица «хир карапĕ», 71 единица ытти çĕнĕ техника килсе çитнĕ. Туяннă техникăн пĕтĕмĕшле сумми 75,5 миллион тенкĕпе танлашать. Ял хуçалăх техникине çĕнетессипе пĕлтĕр «Путь Ильича» агрофирмăра, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, Е. Андреев яч. хис. тата «Свобода» хуçалăхсенче ытларах вăй хунă. Паянхи куна районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 186 трактор пур, вĕсенчен 141 единици юсавлисен шутĕнче. Вĕсене тата кăкарса ĕçлемелли техника хатĕрĕсене çур аки валли юсассипе паянах ĕçлеме пуçламалла.
Паян обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăр пырать. Çак вăхăтра районта пĕр ĕне пуçне 10,5 килограмм сĕт суни пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,2 килограмм сахалрах. 6 хуçалăхра çеç районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах сĕт сăваççĕ. Суворов яч. хис. хуçалăхра ĕне пуçне тивекен талăкри вăтам сăвăм 17,5 килогрампа танлашать пулсан, Чапаев яч. хис. хуçалăхра - 5,5 килогрампа.
Нумаях пулмасть фермăри хĕл кунĕсене тĕрĕслесе ирттернĕ рейдсем лару-тăру паянхи куна Суворов яч. хис., «Путь Ильича», «Оринино», «Герой», Чкалов яч. хис. хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ыррине çеç шантарнине кăтартса панă.
Хатĕрленĕ апатпа тухăçлă усă курса обществăлла выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерсен çеç хуçалăхсен экономики тĕрекленĕ, малашлăх аталанăвĕн çулĕсем уçăлĕç. Çакăнта кашни ыйтăвах пĕрле пулса татса парсан çеç продукци илесси çÿллĕ шайра пуласси пирки ĕмĕтленме пулĕ.
А. БЕЛОВ.