Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ

15 марта 2014 г.

 

Николай Валерианович Белов Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 2012 çулхи октябрь уйăхĕнченпе ĕçлет. Нумаях мар, иккĕмĕш çул кăна. Ял çыннисем иртнĕ суйлавра çак тилхепене ăна шанса парас тенĕ. Ăнсăртран мар. Николай Валериановичшăн ял пурнăçĕ пĕлмен-туман япала мар. Ял хуçалăхĕн аслă пĕлÿллĕ специалисчĕ хăйĕн ĕç биографине 1990 çулта Чапаев яч. хис. хуçалăхра трактор бригадин бригадирĕнче пуçланă. 1996 - 2002 çулсенче хуçалăхра тĕп инженерта тăрăшнă. Хыççăн 2003 çулта пĕр хушă Чкалов яч. хис. хуçалăха та ертсе пынă. Кайран виçĕ çула яхăн «Ударник» хуçалăхра инженер-механик пулнă. 2006 - 2012 çулсенче - Чкалов яч. хис. хуçалăхăн тĕп инженерĕ.

Николай Валериановичпа тĕл пулнă май иртнĕ çулхи ĕçсене хак пама, малашлăхри ĕçсемпе тĕллевсем пирки каласа пама ыйтрăм:

- Паллă ĕнтĕ, ял çыннисене хумхантаракан, канăç паман ыйтусем вĕсем яланах пулнă, пулĕç те. Унран ниепле те хăпма май çук. Çав вăхăтрах кулленхи ыйтусене, проблемăсене май килнипе татса пама тăрăшни, çынсен шухăш-кăмăлне шута илни, хамăрăн пĕрлехи ыйтусене татса пама ытларахăшне явăçтарма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлĕх вăл, чăннипех те, хăватлă вăй пулса тăрать.

Депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ пулма 10 çынна суйланă. Пурте вĕсем ялта ырă ятлă, çынсен шанăçне тивĕçлĕ çынсем. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пысăк вăй пулса тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕ ял çыннисем умĕнче курăмлă.

Ял тăрăхĕнчи пурнăç аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри вăл - çынсем пурăнмалли çурт-йĕр çавăрни. Енчен те ял çыннисем, ытларах çамрăксем çурт туса тĕпленсе пурăнма тытăнаççĕ пулсан, ялсен малашлăхĕ çук мар. Пирĕн патра та кун пеккисем сахал мар. Акă 2012 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмпе 402 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута янă пулсан, иртнĕ çул ку кăтарту 565 тăваткал метрпа танлашрĕ.

Çамрăксем хушшинче те ял пурнăçне суйласа илсе кунтах тĕпленсе пурăнас шухăшлисем сахал теместĕп. Акă патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ программисене хутшăнса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăракан çамрăк çемьесем çак вăхăта 12. Иртнĕ çул çамрăк специалист Надежда Федорова пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 885,5 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп тивĕçĕ вăл - çынсен пурнăç условийĕсене кирлĕ шайра тытса тăрасси тата лайăхлатса пырасси. Чи малтанах ялта пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессин ыйтăвĕ çинче чарăнса тăмалла. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ туса ял тăрăхĕнчи шывпа тивĕçтермелли системăна унăн аллине патăмăр. Çапла вара хальхи вăхăтра пирĕн патри шыв башнисемпе пăрăхсене асăннă предприяти специалисчĕсем пăхса тăраççĕ. 2013 çулта 4 ялта шыв пăрăхĕсене юсама тивнĕ. Çак ĕçсене Шарпаш ялĕнче 12432 тенкĕлĕх, Якаткассинче 13679 тенкĕлĕх, Çĕньял Апашра 14800 тенкĕлĕх, Отарккă ялĕнчи Садовая урамра 32600 тенкĕлĕх пурнăçланă.

Анчах та çав шыв башнисемпе пăрăхĕсем хальхи вăхăтра саккунпа пăхас пулсан хуçасăр шутланаççĕ. Вĕсене малтанах ял тăрăхĕн харпăрлăхĕ шутне илес пулать. Çавна шута илсе çак вăхăта вĕсене кадастр учетне тăратрăмăр. Халĕ вара регистраци учетне илес ĕç пырать.

Çулсен ыйтăвĕ кун йĕркинчех. Хĕллехи вăхăтра ялти çулсене тасатса тăрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул ку ĕçсене Чапаев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ пурнăçларĕ. Хамăрăн бюджетран çавна валли 296 пин тенкĕ расхутлама тиврĕ. Çу кунĕсенче вара чикĕллĕ яваплăхлă «ДЭП-146» обществăпа килĕшÿ туса Исетерккĕ ялĕнчи Алексеевсен урамĕнчи 150 метр тăршшĕ çула хăйăрпа вак чул сарса хытарса тухрăмăр. Юсав ĕçĕсем 365 пин тенкĕне кайса ларчĕç.

Каçхи вăхăтра урамсене çутатса тăмасăр май çук. Çавна валли иртнĕ çул 200 пин тенкĕ тăкакланчĕ. Асăннă тăкаксене чакарас шутпа çутăна хăй тĕллĕн сÿнтерме 8 урамра ятарлă релесем вырнаçтарса тухрăмăр. Кăçал ку ĕç перекетлĕрех пулма тивĕç.

Чуна ыраттаракан ыйтусенчен пĕри - çÿп-çап ыйтăвĕ. Ялсенчен йăла каяшĕсене полигона турттарса кайма 77 пин тенкĕне яхăн расхутлама лекрĕ. Вырăнсенчи тирпей-илемшĕн кашниех малашне ытларах çине тăни ытлашши пулас çук.

Шарпаш тата Исетерккĕ ялĕсенче уй хапхисене юсаса çĕнетрĕмĕр. Çавна валли 36 пин тенкĕ ытла кайрĕ. Палăксене юсаса çĕнетсе тăма тĕрлĕ материалсем 10 пин тенкĕлĕхе яхăн туяннă. Ку укçапах палăксен картисене те çĕнетсе тухрăмăр.

Çăлсене юсама 21 пин тенкĕ уйăртăмăр. Чуманкассинче вырнаçтарма çăл пури валли бетон ункăсем 13 туянса хутăмăр. Ку ялта пурăнакансем вĕсемпе кăçал тĕллевлĕ усă курасса шанас килет.

Нумай çула тăсăлнă хăш-пĕр ĕçсене вĕçлеме май килчĕ. Çĕнĕ икĕ урама электричествăпа тивĕçтерессин ыйтăвне татса пама пултартăмăр. Çав объектсен техника планĕсене тутарса кадастр учетне тăратнă ĕнтĕ. Халĕ вĕсене харпăрлăха çирĕплетсе пĕтеретпĕр.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Патшалăх Канашне яракан хăйĕн çулленхи çырăвĕнче: «Çĕр хăйне пĕлсе тата тăрăшса пăхнине кăмăллать. Çав хушăрах çакна та асăнса хăвармасăр пултараймастăп, туса ирттернĕ ĕçсене пăхмасăр, реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илсе тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитерейместпĕр... Çĕрĕн яланах хуçи пулмалла!», - терĕ. Хамăрăн ял тăрăхне илес пулсан та çĕрсĕр пуçне пирĕн урăх нимĕнле пуянлăх та çук. Пирĕн те унпа пĕлсе те тĕрĕс усă курас пулать. Шел пулин те вара ку ĕç тивĕçлĕ шайра пулса пыраймасть-ха.

1996 çулта ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене уйăрса панă. Чапаев яч. хис. хуçалăх территорийĕнче 940 пай, Чкалов яч. хис. хуçалăх территорийĕнче - 377. Иртнĕ 18 çул хушшинче çав çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарса пĕтернисем пĕтĕмпе те 350 çын. Кирлĕ мар тесе пĕлтерекеннисем 182 çын пулчĕ. 152 çыннăн çĕр участокне суд йышăнăвĕпе ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçартăмăр. 600 çĕр пайĕ паянхи куна хуçасăр шутланать. Çавна пула кăна ял тăрăхĕн бюджетне мĕн чухлĕ налук пуçтарăнса çитейменнине шутласа пăхма йывăр мар.

Ял тăрăхĕнче 1992 çулта килти хушма хуçалăхри çĕр участокĕсене 1-шер гектара çитерме 60 сотка шучĕпе çĕр участокĕсем уйăрса панăччĕ. Ытти çĕрте ку участоксене арендăна панă пулсан, пирĕн патра уйрăм çынсен харпăрлăхне уйăрнă. Анчах та çав участоксен харпăрлăх свидетельствисене илнисем питĕ сахал. Çакă та ял тăрăхĕн бюджет тупăшĕпе çыхăннă.

Çапла вара хамăр умри кăçалхи задачăсене ăнланатпăр. Чи малтанах çĕр участокĕсемпе пайĕсем тĕлĕшпе йĕрке тăвас пулать. Усă курман, хуçасăр çĕр пайĕсене, çĕр участокĕсене, куçман пурлăх объекчĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарса пĕтерес задачăна татса памаллах. Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле инвентаризаци туса ирттермелле. Икĕ ялта тĕрлĕ сăлтава пула шыв башнисемпе шыв пăрăхĕсем ĕçлемеççĕ. Ку ялсене таса шывпа тивĕçтерессипе строительство ĕçĕсен проекчĕсене туса çитерме планлатпăр. Çуллахи кунсем çитсе килнĕ май вара çул-йĕре юсассин ыйтăвне те манма юрамасть. Паллă ĕнтĕ, пур ĕçсене туса ирттерме укçа-тенкĕ çитеймĕ. Анчах та хамăр вăйпа туса ирттерме май пуррине вара хамăрăнах тума тивет.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика