15 марта 2014 г.
Потребительсен прависем хÿтлĕхре пулнине палăртса ăна пĕтĕм тĕнчипе мартăн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси Дж. Ф. Кеннедипе çыхăннă. 1962 çулта Конгресра тухса калаçнă май вăл тĕп правасене палăртнă - хăрушсăрлăх, информаци илме тата суйласа илме май пурри, çавăн пекех çынна итлеме тивĕççи.
Тĕнче обществи уява 1983 çултан тытăнса паллă тума пуçăннă. Украина унăн шалти статусне ятарлă саккунпа 1991 çулта, Раççей 1992 çулта çирĕплетнĕ. Ку саккунсем потребительсемпе ĕç тăвакансем, продукци хатĕрлекенсемпе сутуçăсем хушшинчи хутшăнусен тĕрлĕ ыйтăвĕсене йĕркелеççĕ. Тĕп принцип кунта - услугăсемпе таварсем çын сывлăхне сиен кÿмелле марри.
1994 çултан тытăнса Раççейре çуллен Потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çакă ООН ертсе пынипе пулса пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх Потребительсен организацийĕн пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ (CL) кашни çулах мартăн 15-мĕшĕнче паллă тăвакан Потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунăн тематикине палăртать. 2014 çулта вăл «FixOurPhoneRights! Justice for mobile consumers» девизпа иртет. Вырăсла куçарсан ку «Справедливость для мобильных потребителей» тени пулать.
Çапла вара 2014 çулта мобильнăй çыхăну услугисемпе усă куракан потребительсен прависене хÿтĕлесси тĕп вырăнта пулĕ. Çакна ăнланмалла та. Хальхи вăхăтра тĕнчере çак услугăпа усă куракансен шучĕ 7 млрд. çын патне çывхарать. Ку рынок хăй вара телерадиокоммуникаци услугисен анлăшĕ тĕлĕшпе те, телефон çыхăнăвĕн çĕнĕрен çĕнĕ техника устройствисемпе усă курасси пурнăçа кĕрсе пыни енĕпе те питĕ хăвăрт аталанать.
Кăçал Потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунăн темине çакна суйласа илни потребительсене ку сферăри проблемăсем пирки асăрхаттарма, граждансене потребительсен прависене патшалăх тата общество шайĕнче хÿтĕлемелли тĕп механизмсем пирки, çынсене хăйсен прависене хÿтĕлемелли анлă майсем пирки пĕлтерме тивĕç.
Потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тунă май Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕсенче çавра сĕтелсем, семинарсем йĕркелеме, потребительсене массăллă информаци хатĕрĕсем тата ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсенче Интернет урлă хăйсен прависем пирки пур енлĕн ăнлантарса пама пăхнă.
Кун пек мероприятисем Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти территори пайĕн тата федерацин «Центр гигиены и эпидемиологии в Чувашской Республике-Чувашии в г. Новочебоксарск» сывлăха сыхлас ĕç бюджет учрежденийĕн филиалĕн консультаци пункчĕн пуçарăвĕпе республикăра та иртеççĕ. Адресĕ: Çĕнĕ Шупашкар хули, Строительсен урамĕ, 56 а çурт.
2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 20-мĕшĕччен 14 сехетрен тытăнса 16 сехетчен Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн территори пайĕ потребительсен прависене хÿтĕлессин ыйтăвĕсемпе «хĕрÿ лини» йĕркелет. Ыйтса пĕлмелли телефон: 78-44-19.
Н. ПЕТРОВА,
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти территори пайĕн эксперт специалисчĕ.