Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧНК районти уйрăмне йĕркелерĕç

15 марта 2014 г.

 

Çак кунах Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн йĕркелÿ ларăвĕ иртрĕ.

Регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» обществăлла организацие 1992 çулхи юпан 8-9-мĕшĕсенче иртнĕ учредительсен пухăвĕ йĕркеленĕ.

1992-1993 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккуна, 1993-2000 çулсенче тата каярах пурнăçламалли Чăваш Республикин Патшалăх программине хатĕрлес тата Патшалăх Канашĕнче йышăнас ĕçе хутшăннă.

1992 çулта ЧНК Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейине (АТН) кĕнĕ, 1993 çулта - тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацине (ОННН), 1994 çулта - Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен ассамблейине (АНПУ), 1995 çулта - Раççей халăхĕсен ассамблейине (АНР).

1994-2000 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Конституцине хатĕрлес ĕçе хутшăннă.

Иртнĕ çул вĕçĕнче унăн черетлĕ съезчĕ пулчĕ. ЧНКна Николай Угаслов паллă предприниматель ертсе пыма пуçларĕ.

ЧНК ĕçне палăрмаллах вăйлатма районсенче те унăн уйрăмĕсене йĕркелеме палăртнă.

Муркаш районĕн уйрăмне 18 çынран йĕркелерĕç. Ăна ертсе пыма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне В. Ананьева шанчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти уйрăма суйланисене тăван халăхшăн ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

А. Тихонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика