Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитес çук

15 марта 2014 г.

 

Раççейре 193 наци çынни пурăнать, вĕсем 277 чĕлхепе тата диалектпа калаçаççĕ. Епле пуянлăх! Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăран Тăван çĕр-шыв хăватлă та.

Пирĕн халăхсем хушшинчи туслăх нумай тĕрĕслев витĕр тухнă. Пăлхавсем те, вăрçăсем те çĕнтереймен ăна. Апла пулсан пирĕн малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Кунран лайăххи мĕн пултăр! Акă, Украинăра пулса иртнине курсан чун çÿçенет.

Пирĕн районта паян тĕпрен илсен чăвашсем (97,1 процент) пурăнаççĕ. Пирĕн, чăвашсен, пĕр-пĕринпе те, ытти халăх çыннисемпе те килĕштермелле.

Районта нацисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш йĕркелени те ăнсăртран мар. Вырăнти пурнăçшăн эпир хамăрах ответлă пулса тăратпăр.

Кĕçнерни кун çак канаш хăйĕн ларăвне пуçтарăнчĕ. Вăл 2014 – 2020 çулсенче тумалли ĕçсен планĕн проектне район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетме сĕнчĕ.

Тумалли ĕçсем пирки асăннă канаш ертÿçи Лилия Тарасова тĕплĕ каласа пачĕ.

Планра: наци политикине çĕнетсе пырасси, граждансене тан правасемпе тивĕçтересси, тĕрлĕ халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетесси, халăхсен чĕлхисене, хăй евĕрлĕхне упрасси, çĕр-шыва юратакан, килĕштерсе пурăнма пĕлекен çамрăк ăру ÿстересси... Вĕсем пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн патшалăх наци политикин 2025 çулчченхи тапхăр валли йышăннă стратегийĕнчен тухаççĕ. Тĕрĕсипе каласан, çак ĕçсене тума пурнăç хăй хистет.

Иккĕмĕш ыйтупа районти вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова каларĕ. Вăл тĕрлĕ халăх çыннисемпе тата тĕрлĕ тĕне тытса пыракан çынсемпе килĕштерсе пурăнма пĕлекен çамрăксене пăхса ÿстересси çинче чарăнчĕ.

Ларура тăван чĕлхене хисеплесси, упрасси, аталантарасси пирки те сăмах тапратрĕç. Муркаш шкулĕнчи Людмила Игнатьева, Юнкă шкулĕнчи Надежда Шандимирова учительсем тата Ильинка шкулĕн директорĕ Надежда Иванова уйрăмах çивĕчлетрĕç çак шухăша. Информаци пайĕн ертÿçи Валерий Лаврентьев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов тата ыттисем тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерессипе ытларах ĕçлеме кирлине каларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ума лартнă задачĕсемпе тĕллевсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Хут çине çырса хунине ответлăха туйса пурнăçламалла терĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика