15 марта 2014 г.
Пуш уйăхĕ вăй илнĕ май юр ирĕлес хăвăртлăх та ÿсрĕ. Çакă хăйне май кашниншĕнех яваплă тапхăр. Çурхи ейÿ - çулленех пулакан çут çанталăк пулăмĕ. Иртнĕ кунсенче çанталăк палăрмаллах ăшăтрĕ те хулăн çунă юр шывланчĕ, унăн йывăрăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çакă çурт-йĕрсен çивиттийĕсемшĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе вĕсем ишĕлес хăрушлăх пур. Çавăнпа та паян пурин те - килте-и е производство объекчĕсенче - çурт-йĕр çивиттийĕсем çинчен юра илсе пăрахассипе ĕçлемелле. Хăш-пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, килти хушма хуçалăхсенче ку ĕçе пуçларĕç те ĕнтĕ. Ку лайăх, анчах кам ĕлкĕреймен - асăннă ĕçе ыранхи куна хăвармалла мар.
Çурхи шыв çырмасене ансан унти плотинăсемшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсем татса каясран сыхланасси ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи хуçалăхсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ пулмалла. Çакна палăртатăп, район территорийĕнче тĕрлĕ çулсенче тунă шыв плотинисем 71 штук. Чи пысăкки - Турай плотини. Ун хыççăн - Анатри Панклири плотина. Ял тăрăхĕсенче пĕчĕк пĕвесем те йышлă. Иртнĕ çулсенче уйрăм çын харпăрлăхне илсе тунă ял пĕвисем те тимлĕх ыйтаççĕ.
Юр ирĕлнĕ май сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех кунти лару-тăрупа та тăтăш паллашса тăмалла.
Çÿлерех каланине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев «2014 çулхи çурхи ейĕве район территорийĕнче йĕркеллĕ ирттересси çинчен» йышăну кăларчĕ. Ăна пурнăçлама районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-капиталлă строительствăпа инфраструктура аталанăвĕн пайĕн ертÿçи В. Никитин. Кунпа пĕрлех çурхи шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ.
Г. ЛЮБИМОВ,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи.