12 марта 2014 г.
Муркаш районĕнче экологи тĕлĕшпе ăнăçлă вырăнта вырнаçнă куçман пурлăх - яланах пысăк тимлĕхре. Çитменнине Муркаш районĕ тĕп хуларан инçере мар, йĕркеллĕ транспорт çыхăнăвĕ пур.
Çавăнпах ĕнтĕ Росреестрăн Муркаш районĕнчи пайĕ куçман пурлăх объекчĕсене регистрацилессин шучĕпе лидерсенчен пĕри пулса тăрать.
Çавна май çывăх вăхăтра куçман пурлăха регистрацилеме хатĕрленекенсене ырă хыпар пĕлтересшĕн. Кăçалхи февралĕн 13-мĕшĕнчен тытăнса Росреестр паракан услугăсене районти патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрта та илме май пур.
Унта пыракансен тивĕçтерекен услугăсен пахалăхĕшĕн пăшăрханма сăлтав çук. Услугăсемпе тивĕçтерме пуçăниччен специалистсене теори тата практика тĕлĕшпе тĕплĕ хатĕрленĕ. Нумай функциллĕ центрта документсене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче унччен ĕçленĕ сотрудниксем йышăнаççĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина КАРПЕЕВА:
- Росреестр хушăвĕпе килĕшÿллĕн эпир штатсене чакаратпăр. Анчах та регистраци сферинчи профессионалсене эпир çухатма пултараймастпăр. Çавăнпа та Росреестр услугисемпе тивĕçтерме документсем йышăнассине нумай функциллĕ центрсене шаннă май эпир хамăрăн специалистсене Чăваш Енри нумай функциллĕ центрсене ĕçлеме йышăнма сĕнетпĕр тата сĕнĕпĕр те. Çавна та палăртмалла. Росреестрăн çынсен пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан пурлăх интересĕсемпе çыхăннă услугисем чи нумаййисем тата кăткăссисем. Çавăнпа та ку услугăсемпе профессионалсем тивĕçтерни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Муркаш районĕнчи нумай функциллĕ центр хăйĕн клиенчĕсене çак адреспа кĕтет: Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 6-мĕш çурт. Ĕç кунĕсенче 8 сехетрен тытăнса 18 сехетчен, шăмат кунсенче 9 сехетрен тытăнса 13 сехетчен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(83541) 6-23-15.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн
пресс-служби.