Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки çывхарать

12 марта 2014 г.

 

  Хальлĕхе ир-каç хĕл сивви самаях чĕпĕтет пулин те, сарă хĕвел кун тăршшĕне палăрмаллах вăрăмлатрĕ. Çавна май çур акиччен те вăхăт нумаях юлманни сисĕнет. Çĕр ĕçченĕ пуш уйăхĕ ака уйăхне алă панине туять. Çакна ăнланакан паянхи ĕçсене ырана хăвармасăр уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Паян çак хатĕрленÿ сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобрени, ака кондицине тивĕçлĕ паха вăрлăх янтăлассипе, уй-хире тухмалли ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе  çыхăннă.

Оперативлă кăтартусемпе пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче 64,7 тонна (19,4 процент) дизель топливи, 15,5 тонна (20,1 процент) бензин пулнă.

Çĕр пичĕ çине хĕвел кунсерен ăшшăнрах та ăшшăнрах  пăхса ытларах та ытларах хĕрÿлĕх валеçнине шута илсе çывхаракан çурхи ака-суха валли асăннă куна хуçалăхсем пĕтĕмпе 256,4 тонна минераллă удобрени турттарса килнĕ. Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ ку енĕпе хальлĕхе районти ытти хуçалăхсенчен мал туртăмлăрах ĕçленĕ. Уйкас Янасалсемпе Ваçкассисем çурхи уй-хир ĕçĕсем валли минераллă удобренисене пуринчен те ытларах янтăлама ĕлкĕрнĕ. Çуркунне çитнĕ тĕле вĕсем хуçалăхăн склачĕсенче 81,5 тонна пулнă. Çавăн пекех Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕпе (40 тонна) В. Бархаткин ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ (41 тонна), «Бездна» чикĕллĕ яваплăхлă общество (40 тонна), В. Горбунов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ (30 тонна) минераллă удобрени янтăланă.

Сĕрмелли-çунтармалли материалсем тĕлĕшпе вара кашни хуçалăхрах ырана хăвармасăр хатĕрленÿ ĕçĕсем çине тĕплĕнрех пăхма пуçламалла. Мĕншĕн тесен хальлĕхе кунта пысăк çитменлĕхсем куç умне пулаççĕ: дизель топливи тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ 12 хуçалăхра, бензин вара 7 хуçалăхра çеç малтанхи кунсенче ĕçлемелĕх пур.

Пĕтĕм тавралăх хĕл ыйхинчен вăраннă май кашни хуçалăхрах юсавçăсем ял хуçалăх техникине хире тухма хатĕрлессипе ĕçе кÿлĕнеççĕ. Кунпа пĕрлех уй-хир ĕçченĕсен вăрлăх аласа ăна ака кондицине лартассипе малалла тăрăшмалла.

Уй-хир ĕçĕсене явăçтарма хуçалăхсенче пурĕ 186 трактор, тиев турттармалли 127 автомашина, 90 культиватор, 89 сеялка, 81 плуг пур. Ял хуçалăх машинисем ĕçе хатĕрри пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтамран 72 - 80 процентпа танлашать. Кунта уйрăм тĕссемпе илсен лару-тăру питех те расна пулни курăнать. Тĕслĕхрен, «Восток», «Герой», «Путь Ильича», Суворов яч. хис., «ВаСем» хуçалăхсенчен тракторсем пĕтĕмпех юсавлă тесе пĕлтереççĕ пулсан, «Передовик», Чапаев яч. хис., «Ударник» хуçалăхсенче трактор паркĕн çуррине яхăн хальлĕхе ĕçе хатĕр мар. Кăкарса ĕçлемелли техника хатĕрĕсем те чылай хуçалăхра паянхи куна юр айĕнчех лараççĕ.

Çур акине хатĕрленес ыйту паян кашни хуçалăхрах куç умĕнче тăрать. Никам та ăна иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Тĕллевлĕ ĕçлекенсем кунран-кун хире тухма хатĕрленсе пыраççĕ. Малашлăха пăхакансем умĕнче çур акине хутшăнакансен ĕç условийĕсене туса хатĕрлесси те тăрать. Кунпа пĕрлех хатĕрленĕ техникăна техосмотр тăратасси те - яваплă ĕçсенчен пĕри. 

Урамра паян пуш уйăхĕ хуçаланать. Сисмĕпĕр те - çур акине тухма та вăхăт çитĕ. Хресченĕн çак ответлă тапхăрне районти пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем епле хатĕрленнине район хаçачĕн страницисенче çутатсах, лару-тăрупа паллаштарсах тăрăпăр.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика