12 марта 2014 г.
Малашне предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем пенсие тухма документсем хатĕрлесе парассине ĕç паракана шанма пултараççĕ. Федерацин кун пирки калакан 400-ФЗ № Саккунне 2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче йышăннă. Вăл 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕрет.
Ĕçлекен çын алăпа çырса ирĕк пачĕ пулсан ĕç паракан Пенси фондне гражданинăн сканерпа пичетленĕ докуменчĕсене çыхăнăвăн хÿтĕленĕ каналĕсемпе ярса пама пултарать. Кун пек чухне харпăр хăйĕн даннăйĕсем хÿтлĕхре юлаççĕ. Кунпа пĕрлех çитес 12 уйăх хушшинче пенсие тухма хатĕрленекен сотрудниксен электрон списокĕсене, ватлăха пула паракан ĕç пенсине вăхăт тухмасăрах илме тытăнма право паракан ĕç вырăнĕсен переченьне те çапла майпа Пенси фондне тăратма май пур.
Пенсие тухма кирлĕ документсене маларах хатĕрлесе пани сведенисен тĕрĕслĕхне тивĕçтерме май парать, çынсене кирлĕ документсене пуçтарса вăхăта çухатассинчен хăтарать, пенси правипе туллин усă курма пулăшать. Кирлех пулсан Пенси фончĕн специалисчĕсем граждансен стажне тата ытти даннăйсене çирĕплетме архивсене ыйтăмсем (запросы) ярса пама пулăшма пултараççĕ.
Чăваш Республикинче паянхи куна информацисемпе электрон мелĕпе ылмашăнас тĕлĕшпе ĕç паракансемпе 15 килĕшÿ тунă. Вĕсем хушшинче республика тĕп хулинчи, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкар тата Канаш районĕсенчи промышленноç предприятийĕсемпе организацисем, медицина тата вĕренÿ учрежденийĕсем. 2013 çулта вĕсем 206 сотрудникăн пенсие тухма кирлĕ докуменчĕсене электрон мелĕпе тăратнă.
Пенси фончĕ ку практикăна анлă сарма тĕллев лартать.Чăваш Енре ĕç паракансем 16 пин ытла. Çуллен 25 пин çынна яхăн пенсие тухать. Отчет докуменчĕсене контактсăр мелпе тăратакан ĕç паракансен 98 проценчĕ документсен электрон çаврăнăшĕн системипе усă курать. Апла пулсан электрон хутшăнăвне йĕркелеме норматив базипе пĕрлех техника майĕсем те çук мар.
Информацисемпе электрон мелĕпе ылмашăнассине йĕркелеме килĕшÿ тăвас текенсем Пенси фончĕн районти управленине пыма пултараççĕ. Тел.: (83541) 63-8-91. Килĕшÿ формине РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн сайтĕнче «Работодателям и предпринимателям региона» пайра вырнаçтарнă.