Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕсем валли - меллĕрех майсем

12 марта 2014 г.

 

 



Пенсин çĕнĕ системи пирки иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă саккунсем ача амăшĕсене тата ачалăха хÿтĕлессипе улшăнусем пурнăçа кĕртеççĕ. Кун пирки эпир Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕпе Роза КОНДРАТЬЕВĂПА калаçса пăхас терĕмĕр.

- Роза Алексеевна, пенси формули еплерех улшăнни пирки кĕскен ăнлантарса парăр-ха тархасшăн.

- Çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн страхланă пенсие илме тытăнас тесен çыннăн пĕтĕм ĕç тапхăрĕнчи страховани стажĕ 15 çултан кая мар тата харпăр хăйĕн пĕтĕмĕшле пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар кирлĕ пулать. Апла пулсан çĕнĕ условисенче стаж пысăкрах пулни тата ĕç укçине официаллă майпа илсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен пенсие тухмалли ÿсĕм шайне улăштарман.

Ку требованисене ерипен, куçăмлă тапхăрта 2015 çултан пуçласа 10 çул хушшинче пурнăçа кĕртсе пырĕç. Пенсие тухма кирлĕ стаж виçине 6 çултан тытăнса çуллен 1 çулталăк хушса пыма палăртаççĕ. Харпăр хăйĕн пенси коэффициенчĕн чи пĕчĕк виçи 2015 çулта 6,6-пе танлашать. Кайран çуллен ку виçене 2,4 чухлĕ ÿстерсе пырĕç. Коэффициент виçине палăртма ĕçлекен çыншăн ĕç паракан тÿленĕ страховани взносĕсен суммине ĕç укçин чи пысăк виçинчен (халĕ вăл çулталăкне 624 пин тенкĕ) иртнинчен шутласа панă страховани взносĕсен сумми çине пайлаççĕ те пысăклатакан коэффициент çине хутлаççĕ. Пенси коэффициенчĕн хакне пĕлсен пенси виçине çăмăллăнах шутласа пĕлме пулать. Акă законодательствăпа 2015 çул валли пенси коэффициенчĕн хакне 64 тенкĕ те 10 пус палăртнă. Сăмахран, стаж 30 çулпа тата коэффициент 300-пе (çав тапхăрта ăна унран ытларах ĕçлесе илме май çук) танлашать пулсан, страхланă пенси уйăхне 19 пин тенкĕ пулмалла.

- Ача амăшĕсем коэффициентсем нумайрах ĕçлесе илме пултараймаççĕ-и? Ачасем çуралнине тата вĕсене пăхса пурăннине пула амăшĕсен хăйсен ĕçĕнчен чылай вăхăта уйрăлма лекет вĕт-ха?

- Çĕнĕ законодательствăра ачана пĕр çулталăк çурăна çитиччен пăхса пурăннă тапхăра страховани стажĕ шутне кĕртме йышăннă. Çитменнине ку тапхăршăн вĕсене çулленхи пенси коэффициентне уйрăм йĕркепе шутласа параççĕ. Çемьере миçе ача пулни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Акă 2-мĕш ачана пăхса пурăннă тапхăршăн коэффициент 2 хут, 3-мĕшпе 4-мĕшĕшĕн 4 хут пысăкрах пулать. Çемьере йĕкĕреш е виçĕ ача харăс çуралнă пулсан коэффициентсене пĕрле хушаççĕ.

Çапла вара патшалăх ача амăшĕсене паракан пулăшу витĕмлĕ. Сăмахран, амăшĕ 4 ача çуратса ÿстернĕ тата вĕсене пĕтĕмĕшле 6 çул (кашнине пĕр çулталăк çурă) пăхса пурăннă пулсан, ăна 24 коэффициент шутласа параççĕ. Кунсăр пуçне 3-мĕш тата 4-мĕш ачана пăхса пурăннă тапхăршăн пенсин пысăклатнă коэффициенчĕсене шутласа параççĕ. Вĕсем уйăхри вăтам ĕç укçи 28 пин тенкĕ пулнипе танлашаççĕ.

- Аса илтермелле, ку йĕрке 2015 çултан тытăнса вăя кĕрет. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канури нумай ачаллă амăшĕсем валли паянах лайăх хыпарсем çук-и? 2014 çултан тытăнса ĕç пенсийĕсене ачасене пăхса пурăннин тапхăрне пĕр çулталăк çурăна çитернине шута илсе çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ вĕт-ха?

- Çапла, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ача амăшĕсен пенси прависене çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Кашни ачана пăхса пурăннă пĕр çулталăк çурă вăхăта стажа кĕртсе шута илеççĕ, анчах та пĕтĕмĕшле 4 çулталăк çурăран ытла мар. Тепĕр майлă каласан 3 ачана пăхса пурăннине стажа кĕртеççĕ.

Нумай ачаллă амăшĕсен пенси виçине çĕнĕрен шутлаттарма Пенси фондне пыма кирлĕ мар. Ăна хăйсемсĕрех шутласа палăртĕç. Енчен те 3-мĕш ача çурални пирки вăхăтра документсем тăратман пулсан, ăна кирек хăçан та пырса пама пулать. Пенси виçине 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа парĕç.

Халĕ 3 ачана пăхса пурăннă тапхăр (4 çулталăк çурă) стажа кĕрет терĕмĕр пулсан, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 4 ачана пăхса пурăннине (пĕтĕмĕшле 6 çул) шута илме тытăнĕç.

- Асăннă çĕнĕлĕх пур амăшĕсене те пырса тивет-и?

- Ку вăл 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ачана пăхса пурăнмалли отпускра пулнисене пырса тивĕ. Ку тапхăршăн Пенси фондне страховни взносĕсем пырса тăмаççĕ, çавăнпа та ачасене пăхса пурăннă 3 çултан ытларах вăхăт пенси виçи çине ниепле те витĕм кÿреймен.

Ачасене 2002 çулччен пăхса пурăннисем тĕлĕшпе çавна каламалла. Вĕсен пенси виçине асăннă тапхăрсене унччен пенси шутласа панă чухне шута илмен пулсан кăна çĕнĕрен шутласа палăртĕç. Калăпăр, ку шута кил хуçи хĕрарăмĕсем, студентсем (тĕрлĕ сăлтава пула ачасене пăхса пурăннă чухне вĕсен ĕç вырăнĕ пулман пулсан) кĕме пултараççĕ. Енчен те вара вĕсем ачасене пĕр çулталăк çурăна çитиччен пăхса пурăннă тапхăрта ĕç хутшăнăвĕсенче тăнă пулсан, вĕсенне ку тапхăра пенси шутласа пама стажа кĕртнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та кун пеккисен Пенси фондне пыма кирлĕ мар.

- Кăçалхи татах тепĕр ырă хыпар -  ача амăшĕн капиталне индексацилени. Халĕ вăл 429408 тенкĕпе танлашать. Роза Алексеевна, республикипе ача амăшĕн капиталĕн сертификатне миçе çын тивĕçнĕ-ха?

- Саккун йышăннăранпа 7 çул хушшинче 50 пин ытла çемье сертификат илчĕ. Вĕсенчен çурри ытла пĕтĕмпе 9 млрд. тенкĕлĕх унпа усă курма ĕлкĕрчĕ те. Ытларахăшĕ вара унпа усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тăрăшать. Çавна та каласа хăварасшăн. Ача амăшĕн капиталĕпе хăйсен ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе колледжсенче вĕрентнĕшĕн, ача сачĕсене çÿретнĕшĕн (вăл шутра уйрăм çынсен ача сачĕсене те), вĕреннĕ чухне общежитисенче пурăннăшăн тÿлеме, çавăн пекех ача амăшĕн пулас пенсине ÿстерме те уйăрма пултараççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика