07 марта 2014 г.
Общество пурнăçĕнче те, политикăра та, экономикăпа культура сферинче те паян хĕрарăмăн тÿпи пысăк, çапах та хĕрарăм хăйĕн çут çанталăкри пĕлтерĕшĕпе чи малтанах çемьепе çыхăннă. Кĕскен каласан, хĕрарăмсен пултарулăхĕ пур çĕрте те кирлĕ. Пирĕн районти хĕрарăмсен хастарлăхне вара чăнах та ăмсанма пулать - вĕсем чăннипех те маттур, питĕ пуçаруллă, обществăлла ĕçе те чунпа парăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçипе Лилия Тарасовăпа паян шăпах вĕсем пирки калаçатпăр та.
- Пирĕн районти хĕрарăмсен канашĕ вырăнсенчи канашсемпе пĕрле хĕрарăмăн пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкне йĕркелет пек туйăнать: çут çанталăк хĕрарăма панă пур паха ене те вĕсем хăйсенче пухнă. Лилия Юрьевна, Эсир мĕнле шутлатăр?
- Çаплах. Пирĕн хĕрарăмсем кирек мĕнле ĕçре те пултаруллă - пĕр-пĕр должноçри ĕç-и вăл е пушă вăхăтра пурнăçлакан ĕç. Çавăнпа та районти хĕрарăмсен канашĕ хĕрарăмсене пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма кăна мар, тĕрлĕ сферăра вĕсен тÿпи курăмлă пултăр тесе те тăрăшать. Эпир çемьепе, ачалăхпа çыхăннă ыйтусене питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр, çавăнпах ачасем йĕркеллĕ ÿсчĕр тесе нумай тăрăшатпăр: сывă пурнăç йĕркине тытма хистекен ĕçсенчен пуçласа йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшасси таранах. Хĕрарăмсем пирĕн питĕ çирĕп, çав вăхăтрах черчен, хăйсен ĕçĕнче маттур, çав вăхăтрах ыттисен кун-çулĕшĕн те пăшăрханаççĕ - пысăк чĕреллĕ вĕсем.
- Районти хĕрарăмсен канашĕ пĕлтĕр калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар туса ирттерме пултарни те çавнах кăтартса парать пулĕ.
- Чăнах та çулталăк хушшинче тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр, мероприятисем усăллă иртчĕр тесе тăрăшрăмăр. Депутатсен районти Пухăвĕпе район администрацийĕн предпринимательсен канашĕ хăйсем хушшинче килĕшÿ тăвасси çинче çине тăтăмăр. Çак килĕшÿ пире районти социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшса тата ку ĕçе пурне те - влаç органĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, бизнеса, обществăлла структурăсене, граждансене явăçтарма май парать.
Шупашкарти Перинатал центрне çитсе килтĕмĕр эпир. Унта пирĕн хĕрарăмсене ача çуратма лайăх условисем пуррине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Ку вăл районти больницăра ача çуратмалли уйрăм хупăннă хыççăн пулчĕ.
Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин представителĕсене, республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçине Ольга Зайцевăна хамăр пата чĕнсе «çавра сĕтел» йĕркелерĕмĕр. Калаçу тата йышăнусем пĕтĕмпех амăшлăх тата ачалăх тавра пулчĕç.
Пĕлтĕр пĕрремĕш хут районти хĕрарăмсен «Успех» конкурсне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Çак конкурс пирĕн хĕрарăмсем питĕ маттуррине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Конкурса ирттерме пире предпринимательсен канашĕ пысăк пулăшу кÿчĕ.
Пĕлтĕр эпир хамăр ума тĕллев лартнăччĕ - районти хĕрарăмсем çинчен сăн ÿкерчĕксен архивне пухма тытăнасси. Çак тĕллевпе «В объективе - женщина села!» сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттертĕмĕр. Ку ĕçе пурнăçлама депутатсен районти Пухăвĕ пулăшрĕ.
Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем вăрçă ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене те тăтăшах тимлĕх уйраççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе акă кашни çулах спорт ăмăртăвĕсем ирттерме тăрăшатпăр - çемьесем валли те, хĕрарăмсем валли уйрăм та, ачасем валли те.
- Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем районта сахал мар, вĕсенче ÿсекен ачасене пулăшма мĕнле майсем тупатăр;
- Нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, чи малтанах унти ачасене пулăшу кÿрес тĕллевпе вĕсене шкул хатĕрĕсем, çи-пуç парса пулăшатпăр. Ку ĕçе районти депутатсене те, предпринимательсене те явăçтартăмăр. Муркашри ача-пăча тĕп библиотекипе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр, кунти «Надежда» центр ĕçĕ-хĕлĕ те ачасене тата ашшĕ-амăшĕсене психологи пулăшăвĕ парассипе çыхăннă. Муркашри чиркÿ настоятелĕ Федор атте тата Муркаш райповĕ пулăшнипе çак ачасем валли елка та ирттертĕмĕр.
- Пурнăç тĕшшине ăнланакан, пурнăçра хăй вырăнне тупма тăрăшакан хĕрарăм яланах активлă ĕçпе палăрса тăрать. Кун пеккисем районта чылай, анчах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн чи маттуррисене ятран палăртăр-ха, тархасшăн. Камсенчен тĕслĕх илмеллине пĕлесчĕ пирĕн.
- Чăнах та, хĕрарăм яланах ĕçре. Ĕçе юратать - пурнăç хисепне курать, тесе ваттисем ахаль каламан. Ĕç вара тĕллевсене пурнăçлама пулăшать. Акă «Солнышко» ача садĕнче тăрăшакан воспитатель Ольга Петрова пĕлтĕр республикăри «Восславим женщину» конкурсри уйрăм номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çавăн пекех Лилия Николаева предпринимателе пултарулăхпа палăртмалла. Ял тăрăхĕсенче хастар хĕрарăмсем нумай. Акă Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Т. Степанова, Москакассинчи Г. Голубева, Мăн Сĕнтĕрти И. Матвеева, Муркашри Р. Аксендарова, Шетмĕпуçĕнчи В. Никитина, Хорнуйĕнчи З. Купцова, Оринин ял тăрăхĕнчи В. Васильева - тăрăшуллă, ĕçчен, активлă хĕрарăмсем. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пур пирĕн хушăра – С. Никифорова (Уйкас Янасал) тата М. Колесникова (Хорнуй).
Районти тĕрлĕ сферăра ертÿçĕ хĕрарăмсем хăйсен хастар ĕçĕпе палăрса тăраççĕ: Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Л. Майкова, «Россельхозбанкăн» вырăнти хушма офисĕн ертÿçи И. Павлова, «Герой» хуçалăх ертÿçи Г. Никитина, Муркаш район сучĕн председателĕ Э. Тарасова. Шкул директорĕнче вăй хуракан И. Федотова (Сосновка шкулĕ), Л. Кудашова (Шурча), Н. Иванова (Ильинка), А. Степанова (Шетмĕпуç) ырă сăмахсене тивĕç. Нумаях пулмасть «Сундырь-Хлеб» пĕрлешĕве ертсе пыма пуçланă Н. Дмитриевăна та çирĕплĕх, ăнăçусем сунатпăр.
Обществăлла политика сферине тишкерсен Ф. Григорьева, В. Любимова тата Л. Сергеева - район депутачĕсем лайăхпа палăрса тăраççĕ. Кунпа пĕрлех вырăнти депутатсем: И. Леонтьева (Муркаш ял тăрăхĕ), В. Ипатьева (Уйкас Янасал), А. Илугина (Юнкă), В. Волкова (Катькас), Т. Александрова (Хорнуй) питĕ хастар.
Пур сферăра та пултаруллисем пур. «Свобода» хуçалăхри Э. Замятина зоотехник, «ВаСем» пĕрлешури агроном Л. Тойгильдина, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри В. Печкова доярка - яланах малтисен ретĕнче. Райпо тытăмĕнче вăй хуракан Т. Якушкина, А. Онькова, З. Краснова, Н. Колбасова, Е. Одинцова, С. Степанова ĕçре те, обществăлла пурнăçра та активлă. «Газпром газораспределиние Чебоксары» пĕрлешÿре ĕçлекен Л. Шадрина, «Сеспельте» вăй хуракан Л. Апроськина, кирпĕч заводĕнче тăрăшакан Г. Ершова, Г. Нодыкова, «Сундырь-Хлеб» ĕçченĕсем Л. Пинарина, Э. Еремеева, А. Трофимова, В. Шачкова паян ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пурне асăнса пĕтереес те çук.
Самантпа усă курса вара пур хĕрарăма та Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, иксĕлми вăй-хал, юрату, çемьере килĕшÿ сунатăп.
Н. Николаева.