07 марта 2014 г.
Федерацин «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-мĕш номерлĕ саккунне йышăннăранпа 10 çул иртрĕ ĕнтĕ. Çав тапхăрта саккуна улшăнусем те, тÿрлетÿсем те сахал мар кĕртрĕç. Вырăнти пурнăçшăн, лару-тăрушăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ответлăхĕ самай ÿснине палăртмалла.
Апла пулин те ял тăрăхĕсенче пулнă май ытларах чухне çынсене пĕр йышши ыйтусемех канăç паманнине куратăн. Кусем вĕсем ял урамĕсенчи çулсем, ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, тирпей-илем, йăла каяшне турттарасси, хĕллехи вăхăтра çулсене тасатса тăрасси т. ыт. те. Чи пĕлтерĕшли вара - ку ĕçсене тума укçа-тенкĕ çитменни.
Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр ВОЛКОВПА тĕл пулнă май иртнĕ çулталăк кăтартăвĕсем пирки калаçу пуçартăм.
- Александр Сергеевич, 2013 çул итогĕсене эсир мĕнлерех хак панă пулăттăр?
- Ял тăрăхĕн территорийĕ пĕчĕк мар, 4038 гектарпа танлашать. 14 ялта 2400 çын пурăнать. Çавна май ыйтăвĕсем те сахал мар. Апла пулин те 2013 çула япăх мар вĕçлеме пултартăмăр.
Хальхи вăхăтра пур ĕç те тенĕ пекех укçа-тенкĕпе çыхăннă. 2013 çул валли эпир ял тăрăхĕн бюджетне тупăшсем енĕпе 6445,2 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ. Тĕрĕссипе вара ку кăтартăва 6937 пин тенкĕне çитерме пултартăмăр. Çакă вăл хамăр вăйпа тупăш тăвассипе çине тăрса ĕçленипе май килчĕ. Унччен бюджетра хамăрăн тупăшсене 2938,1 пин тенкĕ палăртнă пулсан, çулталăк итогĕсемпе ăна 3429,9 пин тенкĕне çитерме пултартăмăр. Çапла вара унччен палăртман ĕçсене пурнăçлама та майсем пулчĕç.
- Паллă ĕнтĕ, ял тăрăхĕн тупăшĕн тĕп çăл куçĕ вăл çĕр пулса тăрать.
- Кунта çĕнĕлĕх çук. Муниципалитет территорийĕнчи çĕрсемпе усă курассинче вара çирĕп йĕрке кирли куç кĕрет. Арендăри çĕр участокĕсемшĕн тата çĕр налукĕ тÿленинчен иртнĕ çул пĕтĕмпе 2597,4 пин тенкĕ пухăнчĕ. Пирĕн тĕп задача - кашни çĕр участокĕн хуçи пулмалла, вăл унпа йĕркеллĕ усă курса вăхăтра налук тÿлесе тăмалла.
Апла пулин те ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕнĕ урамсенче çак вăхăта 130 арендатор шутланать. 540 арендаторăн 60-шар сотка çĕр участокĕ пур. Кунсăр пуçне сад юлташлăхĕсенче 995 участок. «Оринино» тата «Восток» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пай çĕрĕсем 986. Вăл шутран ыйтман пай çĕрĕсем 680 (336 пай çĕрĕн хуçи çĕре кĕнĕ).
2013 çулта 416 çĕр участокне патшалăх регистрацийĕ туса ирттертĕмĕр. Вăл шутран 209 участока муниципалитет харпăрлăхне, 207 участока пайтаçăсен харпăрлăхне çирĕплетрĕмĕр. Пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетес ĕç халĕ те пырать.
Çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе татса памалли ыйтусем те пур-ха. Хăшĕсем аренда харпăрлăхĕнчи 60 сотка çĕр участокĕ кирлĕ марри пирки пĕлтереççĕ. Кун пеккисем çак вăхăта 12 çын. Дача участокĕсен хуçисем Росреестр урлă хăйсен участокĕсене харпăрлăхран кăлараççĕ. Çĕр вара ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçать. Ялсенче пурăнакансен те харпăрлăха çирĕплетмен çĕр участокĕсем пур. Çапла вара ĕçлемелли сахал мар.
- Ял тăрăхĕн территорийĕнче 14 ял пулнине асăнтăр. Апла пулсан ялсенчи çулсем тĕлĕшпе те ыйтусем сахал мар пулĕ-ха?
- Ку тĕрĕсех. Çак вăхăта ялсенчи 21 километр çулсенчен 5,5 километрне кăна асфальт е вак чул сарса хытарнисем. Çавна май çулсен ыйтăвĕ кун йĕркинчех тăрать. Апла пулин те иртнĕ çул çулсене йĕркене кĕртессипе чылай ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Мулкачкасси ялĕнчи Уралекки урамĕнчи çула пĕтĕмпех юсаса пĕтертĕмĕр. Укçа-тенкĕ тăкакламасăр пулмасть. Çавна валли 1 млн. тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Вăрманкасси ялĕнчи Северная тата Сентимĕрти Сендимирская урамсенче те çулсене юсассипе ĕçсем пурнăçланă. Ял урамĕсенчен чылайăшĕ çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле илсен кун пек проблемăллă урамсенчи çул-йĕр ыйтăвне татса пама май килчĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та малашне ку ялсенче пурăнакансенчен ÿпкелешÿсемпе çăхавсем пулма кирлĕ мар.
Çулсене юсас ĕçсене кăçал та туса ирттерме палăртатпăр. 2014 çулта çав ĕçсене пурнăçлассипе иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче электрон аукционĕ ирттертĕмĕр. Çак вăхăта торгисем пулнă, ĕçсене тума подрядчиксемпе килĕшÿсем тунă ĕнтĕ.
- Ялсенчи тирпей-илем, санитари тĕлĕшĕнчи тасалăх ыйтăвĕ те яланах вырăнсенче пĕлтерĕшлисем шутĕнче. Александр Сергеевич, ку енĕпе лару-тăру еплерех сирĕн патра?
- Бюджет укçи-тенкине ку тĕллевпе 754 пин тенкĕ уйăртăмăр. Ытларах ăна ялсенчен йăлари хытă каяша полигона туррттарса кайма усă курнă. Пĕтĕмпе 238 кубла метр каяш тиесе ăсатнă.
Ялсенчи тасалăхпа тирпейлĕхе тивĕçтерессипе депутатсемпе старостăсем пысăк тÿпе хывнине палăртнă пулăттăм. Кусем вĕсем Тереç ялĕнчен М. Просовпа В. Шишокин, Мулкачкассинчен А. Бычковпа В. Калинин, Патаккассинчен С. Вязовăпа Б. Мокшанов, Çеменькассинчен В. Вязовпа Р. Быкова тата ыттисем те. Вĕсем ку тĕлĕшпе хăйсем те тĕслĕх кăтартаççĕ, ыттисене те пĕлтерĕшлĕ ĕçе явăçтарма пултараççĕ.
Çапах та çакна та асăнмасăр май çук. Тасалăхпа йĕркелĕх хамăршăнах. Çакна валли укçа-тенкĕ кирлĕ мар. Кашнин тăван çĕре, тăван тавралăха, яла юратни тата хисеплени кирлĕ. Кашнийĕнех хăйсен ялĕпе, урамĕпе ыттисем умĕнче мухтанмалла тата хăпартланмалла пултăр.
- Хальхи вăхăтра чăвашсен авалхи ырă йăли-йĕркине çĕнĕрен тавăрма тăрăшатпăр. Ĕлĕкрех укçасăр, нимелле ĕçлесси пысăк вырăнта тăнă. Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать тени ăнсăртран мар. Пĕрле пулсан темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама çăмăлрах.
- Ку ырă йăла-йĕрке пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Акă иртнĕ çул çапла майпа Тереç ялĕнчи Новая, Сентимĕр ялĕнчи Сендимирская, Вăрманкасси ялĕнчи Южная урамсенчи çулсене юсама май килчĕ. Паллă ĕнтĕ, ял тăрăхĕн пулăшăвĕсĕр мар. Пĕрлехи вăйпах Мулкачкасси ялĕнче Центральная тата Эремекки урамĕсене сыпăнтаракан кĕпере юсаса йĕркене кĕртме май пулчĕ.
Ялсенче кун пек мероприятисене йĕркелесе туса ирттерессипе ветерансен вырăнти канашĕ сумлă тÿпе хывать. Асăннă канаша В. Вязов ертсе пырать. Унăн йышне кашни ялтанах пĕрер представитель суйласа хăварнă. Пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та малтанах асăннă канашра сÿтсе явасси йăлана кĕнĕ.
Иртнĕ вăхăтри ырă йăласенченех ял уявĕсене йĕркелесе ирттерессине ырăпа палăртнă пулăттăм. Çуллен кашни ялта тенĕ пекех ку уявсене ирттеретпĕр. Çынсем кăмăллă юлаççĕ. Ку уяв мероприятийĕсенче ял çыннисем пĕрле пулса савăнаççĕ, ветерансене, ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ, ташă-юрăпа савăнтараççĕ, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ.
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн указĕпе 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Оринин енче культура ыйтăвĕ çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă пек туйăнать.
- Ку чăнах çапла. Пирĕн енче пурăнакансем ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур. Художество пултарулăх коллективĕсем кăна мĕне тăраççĕ. Вĕсен ячĕсем республика тулашĕнче те паллă.
Иртнĕ çул Оринин халăх театрĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Кунпа пĕрлех Орининти информаципе культура центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, ветерансен «Оринен» халăх хорĕ, Мулкачкасси клубĕ çумĕнчи «Пучах» фольклор ансамблĕ, Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» ансамбль аван ĕçлесе пыраççĕ. Пĕрлехи уяв мероприятийĕсене вĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ.
Иртнĕ çул культура учрежденийĕсене тытса тăма пĕтĕмпе 2,1 млн. тенкĕ ытла уйăртăмăр. Малашне те культура ыйтăвĕсем тимлĕхре пулĕç. Культурăллă канупа тухăçлă ĕç яланах пĕр сыпăкра пулнине манма кирлĕ мар.
- Александр Сергеевич, хамăр калаçăва вĕçленĕ май юлашкинчен мĕн каласа хăварас кăмăл пур?
- Ыран Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне паллă тăватпăр. Май килнипе усă курса çурхи çак уяв ячĕпе ял тăрăхĕн территорийĕнче, районта пурăнакан мĕн пур хĕрарăма чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп, малашне те сирĕн хитрелĕхпе, çепĕçлĕхпе, ăнланулăхпа палăрса тăмалла пултăр, пирĕншĕн, арçынсемшĕн, йывăрлăхра яланах шанчăклă юлташ та çирĕп тĕкĕ пулăр.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.