07 марта 2014 г.
1530 çемье сертификат илнĕ
Саккун вăя кĕнĕренпе 7 çул хушшинче районти 1530 çемье ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Чăваш Енре кун пеккисем 50 пин ытла çемье.
Сертификат хуçисенчен ытларахăшĕ саккун паракан правăпа усă курма тăрăшать. Саккун йышăннăранпа хăйсен ача амăшĕн (çемье) капиталĕн укçи-тенкипе усă курма заявлени паракансем районĕпе 742 çын пулнă. Вăл шутран 200 заявлени 2013 çулта йышăннă.
Ытларахăшĕ сертификат укçи-тенкипе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курать. Республикипе 21 пин ытла çемье, районĕпе 522 çемье укçа-тенкĕне ипотека кредичĕсене саплаштарма уйăрнă. Кунсăр пуçне республикипе 5 пин çемье тата районĕпе 186 çемье суту-илÿ килĕшĕвĕ туса сертификат укçи-тенкипе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă, укçана çурт тума е реконструкцилеме, пая кĕрсе çурт тума уйăрнă е тунă тата реконструкциленĕ çуртшăн компенсаци шучĕпе илнĕ. Ачаллă çемьесене патшалăх паракан çак пулăшу мелĕ пĕтĕмĕшле 234,2 млн. тенкĕпе танлашнă. Республикипе вăл 8,7 млрд. тенкĕ.
Сертификат укçи-тенкине ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕшĕн тÿлеме уйăракансем районта 32 çемье, республикипе 653 çемье пулнă. Районти 2 çемье (республикипе 168) укçа-тенкĕне ачисене ача сачĕсенче тытса усранăшăн тÿлеме усă курать. Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ учрежденийĕсене капитал укçи-тенкине республикипе 24 млн. тенкĕ, районĕпе 1,2 млн. тенкĕ уйăрса панă.
Раççейĕпе илсен ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине амăшĕн пенсине ÿстерме уйăракансем 2 пин çын. Чăваш Енре кун пеккисем çук.
Инфляцие кура ача амăшĕн капиталĕн виçине çуллен ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал индексаци 5 процентпа танлашрĕ, капитал сумми 429 пин те 408 тенкĕне çитрĕ.
О. АЛЕКСЕЕВА,
Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.