07 марта 2014 г.
Район администрацийĕ 2014 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче «2014 çулта мелсĕр çанталăк условийĕсене кура вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе транспорт çÿретессине вăхăтлăх чакарасси çинчен» 188 № ятарлă йышăну тунă.
Йышăнупа килĕшÿллĕн 2014 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса 2014 çулхи майăн 6-мĕшĕччен транспорт хатĕрĕсене вĕсем тиевпе е тиевсĕр пулнине пăхмасăр транспортăн кашни тĕнĕлĕ (ось) çине тивекен йывăрăш виçине кура (переченьре палăртнă) вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе çÿреме вăхăтлăх чараççĕ.
2014 çулхи июнь - август уйăхĕсенче сывлăш температури кăнтăрла 32 градус ăшăран иртнĕ чухне те Муркаш районĕн территорийĕнчи пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе йывăр тиевлĕ груз турттармалли автотранспорт хатĕрĕсене çÿреме вăхăтлăх чараççĕ.