05 марта 2014 г.
Наркотика хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвне хутшăнакансем паянхи çивĕч ыйтусене палăртса вĕсене татса памалли майсене сÿтсе яврĕç.
Малтанах район прокурорĕн çумĕ Юрий Семенов районти сывлăх сыхлавĕпе, вĕренÿ учрежденийĕсем, йĕркене сыхлакан органсем тата обществăлла организацисем наркомание тата наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне асăрхаттарассипе мĕнле ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Юрий Мефодьевичăн сăмахĕнчен кашни орган хăйĕн ĕçне епле туса пыни, анчах та вĕсем хушшинче çыхăну япăхрах пулни курăнчĕ. Çавăнпа та малашне пурте пĕрле ĕçлесе пымалли утăмсене палăртрĕç, ачасемпе çамрăксене тимлĕх ытларах уйăрмаллине каларĕç. Вĕсемшĕн ытларах пăшăрханма тивет, мĕншĕн тесен пирĕн район урлă федераци пĕлтерĕшлĕ автоçул та иртет, Шупашкар та инçе мар.
Муркашри тĕп больницăри нарколог врач Александр Строганов наркотик йышăнакансем больницăна хăй тĕллĕн килменнине калать. «Çынсен çак категорине эпир ытларах чухне вĕсем йĕркене пăсса полицейскисен аллине çаклансан тин пĕлетпĕр, хамăр патра учета илетпĕр. Муркаш районĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта вĕренекенсем е ĕçлекенсем пирки вĕсем наркотик е ытти психотроплă хутăшсене йышăннăран наркологи диспансерне лексен кăна пĕлме пултаратпăр, çитменнине ку сведенисем те пирĕн пата тÿрех çитмеççĕ», - тет Александр Андреевич. Апла пулсан профилактика ĕçĕ самай хавшать. Наркотик йышăнакан çын пирки тепĕр çулталăкран кăна пĕлсессĕн, унччен вăл çак ĕçе кама явăçтарма пултарнине те чылай кая юлса шутласа кăларма пулать. Çавăнпа та комисси членĕсем çак даннăйсене çийĕнчех тата тăтăш илсе тăрас тĕллевпе çырупа тухма йышăнчĕç.
Наркотикăн сиенĕ пирки калаçнă чух халĕ ытти тĕрлĕ сиенлĕ хутăшсене туртни пирки те каламасăр иртме çук - ку та питĕ пысăк хăрушлăх. Уйрăмах çамрăксене асăрхаттармалла тата вĕсене асăрхаса тăмалла. Туртмалли хутăшсемпе усă куракансем сÿрĕк, пусăрăнчăк, хусканăвĕсем те пур чухне шайлашуллă мар, куç шăрçи пысăк, çутăпа вылятса тĕрĕслесен те вăл улшăнмасть. Çак паллăсем майĕпен чир патнех илсе пыраççĕ. Ун чух лару-тăру вара тата хăрушăрах - ача е çамрăк ют çынсенчен пăрăнать кăна мар, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе те хутшăнма пăрахать. Килтен япаласем çухалма пуçлани те çак чирпех çыхăнма пултарать - укçа кирлĕрен çамрăксем вĕсене çав сиенлĕ хутăшсемпе ылмаштарма та тăхтаса тăмаççĕ. Хăйсен усал та хăрушă чирне пулах тантăшĕсенчен е кĕçĕнреххисенчен укçа тапăнса ыйтма та пултараççĕ.
Çакăн пек паллăсене асăрхасан ашшĕ-амăшĕн, учительсен е аслисен ачана врачпа канашласа илме ÿкĕте кĕртмелле - вĕсем хăйсем тĕллĕн çак авăртан тухаймаççĕ, вĕсене пулăшу кирлĕ. Кун пек тĕслĕхе тупса палăртсан, уйрăмах çамрăка ÿкĕте кĕртме йывăр пулсан, психолога е нарколога пĕлтерни ытлашши пулмĕ. Тен вĕсем «ăнсăртран» çак ачапа тĕл пулса калаçĕç.
Çак чир çыннăн кăмăл-сипечĕпе çыхăннăран Православи Чиркĕвĕ те ку тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçне пурнăçлать, çынна йывăрлăхра пулăшассинчен ку таранччен вăл нихăçан та пăрăнман. Пирĕн районти чиркÿ настоятелĕсем те йывăр самантсенче пулăшу кÿме хатĕррине палăртрĕç.
Наркомание хирĕç кĕрешес тĕллевпе ларура каçхи-çĕрлехи рейдсене йĕркелесси пирки, 8-11 классенче ятарлă ыйтăмсем ирттересси пирки, ачасемпе çамрăксене наркоманин социаллă хăрушлăхĕ пирки тата унпа саккунсăр усă курнăшăн уголовлă яваплăх пăхса хунине ăнлантармалли пирки те йышăнусем турĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ларăва пĕтĕмлетсе каланă сăмахсене: «Наркоманин социаллă хăрушлăхĕ пысăк, çавăнпа та профилактика ĕçне пурин те пĕрле туса пымалла тата çак йышăнусене пирĕн пурин те асра тытмалла, вĕсене пурнăçламалла», - тенине кашниех ăса хыврĕ пулĕ. Апла пулсан асăрхаттару ĕçĕ чăнах та пурнăçланмалла.
Н. Николаева.