05 марта 2014 г.
Муркаш районĕнче право йĕркине пăсассинчен асăрхаттаракан комиссин анлă ларăвĕнче сÿтсе явма кун йĕркине пысăк пĕлтерĕшлĕ тăватă ыйту кĕртнĕччĕ: районта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине мĕнле пурнăçлани, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене ÿсĕрле тăвассине асăрхаттарасси, çул çитменнисене преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси тата вĕсене пăхса тăрасси пирки, юсану учрежденийĕсенчен таврăннисен социаллă хăнăхăвĕ çинчен. Ларăва вара йĕркелĕхшĕн яваплă пулса тăракан пур сфера представителĕ те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Канаш районĕнчи Шăхасанта пулса иртнĕ инкек пирки аса илтернинчен пуçларĕ: кунта çулăмра амăшĕпе унăн виçĕ ачи - пĕр çулхи, икĕ çулхи тата виçĕ çулхи ачасем вилнĕ. Çулăм хыççăн кĕл тата фанфурик кĕленчисен купи кăна юлнă. Мĕн тери пысăк инкек тата хуйхă!
Пушар хăрушсăрлăхĕ чăнах та çивĕч тăнине шута илсе Етĕрне районĕнче акă кашни кил хуçалăхрах огнетушитель илесси пирки йышăну тунă: пушар тухас пулсан çулăма малтанах пилĕк-ултă çын та пулин огнетушительпе сÿнтерме пуçлани те кăшт пулăшмалла. Патăрьелсем вара хальлĕхе килсенчи электричество пралукĕсене тĕрĕслеме йышăннă, мĕншĕн тесен нумайăшĕ малтан карнисем, халĕ вара кашнийĕнех йăлари техника та чылай - чăтмасан та пултараççĕ.
Пирĕн районти пушар лару-тăрăвĕ пирки каланă чух район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Г. Любимов çулталăк пуçланнăранпа 8 пушар тухнине пĕлтерчĕ, çулăмра пĕр çын вилнĕ. Пушарсен хисепĕ те пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан нумайрах. Тĕп сăлтавĕсем - электричество пралукĕсем юсавсăр тата çынсем çулăмпа асăрханусăр пулни. Çавăнпа та вăл ял тăрăхĕсенче обществăлла комиссисем йĕркелеме сĕнчĕ. Çак комисси ялсенчи кил хуçалăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайрине тĕрĕслесе граждансемпе инструктаж ирттерме тивĕç. Кун пек ĕçе пур предприяти-организацире те ирттерме, шкул ачисемпе те асăрхаттару ĕçне ятарлă планпа йĕркелеме çирĕплетрĕç.
Вăхăта вăраха тăсмасăр мартăн 10-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ комиссисене йĕркелесе вĕсен ĕçе пуçăнмаллине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти кашни яла пушар машинисен 20 минутран кая юлмасăр çитмеллине аса илтерчĕ, çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçне апрелĕн 1-мĕшĕччен кирлĕ шая çитермеллине палăртса каларĕ.
Пушарсем кăна мар, эрех ĕçсен йывăр преступлени тăвасси те (вăл шутра çынна вĕлерни) районта пĕрре мар пулнă. Район прокурорĕн çумĕ Ю. Семенов каланă тăрăх полици пайĕпе ял тăрăхĕсем хушшинчи çыхăну лайăхах мар иккен, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕç планĕнче конкретлă мероприятисем те палăртман. Малашне вара профилактика ĕçне ял тăрăхĕсенче тимлĕх ытларах пулĕ - район прокурорĕ С. Павлов ку тĕлĕшпе çирĕп контроль пуласса пĕлтерчĕ. Апла вырăнсенчи профилактика канашĕсем хăйсен обществăлла тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласса шанмалла. «Чăваш Республикинче право йĕркине пăсассине асăрхаттарасси çинчен» ЧР саккунĕ вара профилактика ĕçне туллин пурнăçлама май парать.
Эрех ĕçни преступленисем тăвассин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ĕçекенсем вара сахалланмаççĕ-ха. Акă районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов пĕр эрнере васкавлă пулăшу бригадисем пурĕ 105 чĕнĕве тухнă пулсан, вĕсенчен 10 хутĕнче эрехпе наркăмăшланнисем патне çитме тивнине пĕлтерчĕ, ку вăл эрех ĕçнĕрен ытти чирсемпе аптăранисемсĕр пуçне. Хăш-пĕр уйрăм предпринимательсем вара хăйсен укçа енчĕкĕсене тултарас тĕллевпе халăха йÿнĕ, анчах та питĕ сиенлĕ спирт пур шĕвексем (фанфуриксем) сутаççĕ - хальлĕхе вĕсене нимĕнле сăмахпа та (шел пулин те, чаракан саккун çук) ÿкĕте кĕртме май çук-ха. Тĕрĕс калать В. Данилов: «Фанфуриксем сутнипе кăна хăйсен бизнесне тытса тăма пултараççĕ пулсан вĕсем - бизнесменсем мар, ултавçăсем кăна».
Çын йĕркеллĕ пуласси çемьерен ытларах килет, анчах та ачан пурнăçĕнче шкул та пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа та çул çитменнисене преступленисем тăвассинчен асăрхаттарас тĕллевпе районти шкулсенче тĕрлĕ секци-кружоксене çÿреме, апла пулсан вăхăта усăллă ирттерме май туса параççĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова каланă тăрăх йĕркене пăсма пултаракан 105 ачаран акă 65-шне унта явăçтарнă. Çуллахи вăхăтра йĕркелекен лагерьсене вара пурне те йышăнса вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшаççĕ. Ачасене аталанма пĕтĕмпех пур темелле, анчах та пур ашшĕ-амăшĕ те ачисене тимлĕх çителĕклĕ уйăрманнине те манмалла мар. Çавăнпа та Р. Тимофеев педагогсен инкексене асăрхаттарма тăрăшмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.
Юсану учрежденийĕсенчен таврăннисен социаллă хăнăхăвĕ йĕркеллĕ иртни те - обществăлла лăпкăлăх çине витĕм кÿрекен пулăм. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе ĕç тăвакан уголовлă инспекципе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата профилактика субъекчĕсем хушшинчи çыхăнăва тачăрах йĕркелесси пирки те йышăну турĕç.
Н. Димитриева.