05 марта 2014 г.
2013 çулта Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Федерацийĕн тата республикăн патшалăх влаç ертÿçисене шанассин шайĕ ÿсни палăрать. Раççей Президентне Владимир Путина Чăваш Республикин çыннисен 66 проценчĕ шанать. Ку вăл çĕр-шыв ертÿçине шанманнисенчен (26 процент) 2,5 хут нумайрах. Премьер-министра Дмитрий Медведева шанасси 55 процента çитнĕ, шанманнисем - ыйтăма хутшăннисен 34 проценчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăра пурăнакансен 57 проценчĕ шанать, 29 проценчĕ шанмасть. REGNUM информаци агентствине «Социс-М» тĕпчев компанийĕнче çакăн пек даннăйсем панă.
«Социс-М» директорĕ Дмитрий Борцов çавна палăртнă. Шанаслăх шайĕ ÿсни унччен шанманнисем сахалланнипе çыхăннă. Хурав пама тытăнса тăракансен проценчĕ улшăнман: Путин тĕлĕшпе ыйтăма хутшăннисен 8 проценчĕ, Медведев тĕлĕшпе - 11 проценчĕ, Игнатьев тĕлĕшпе - 14 проценчĕ татăклă хурав парайман.
Ыйтăма 2013 çулхи октябрь - ноябрь уйăхĕсенче социологсен Чăваш Республикинчи «Социс-М» общество организацийĕ ирттернĕ.18 çултан аслăрах ÿсĕмри 16350 респондента ыйтса тĕпченĕ.
Аса илтеретпĕр. Общество шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççей центрĕн даннăйĕсем тăрăх Раççей Президенчĕн ĕçне-хĕлне хак парассин рейтингĕ юлашки икĕ çулта çакăн пек пысăк ÿсĕме çитме пултарнă: юлашки эрнере унăн позицине ырлакансем 67,7 процент пулнă. Çакă Олимп вăййисен кăтартăвĕсемпе, çавăн пекех Украинăри политика тĕлĕшĕнчи йĕркесĕрлĕхсемпе тата граждан вăрçи тухас хăрушлăхпа танлаштарнин эффекчĕпе çыхăннă.