Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула кайма хатĕрленĕр

05 марта 2014 г.

 

Ашшĕ-амăшĕн ачине пĕрремĕш класа ярас умĕн ăна шкула илме йытса заявлени çырмалла. Çак заявленисене йышăнас тапхăр мартăн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх Федерацин «Вĕренÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ачасене шкула илес йĕркене пирĕн районта та ятарлă постановленипе çирĕплетнĕ. Шкула вĕренме йышăнас йĕрке вĕренÿ учрежденийĕ çумне çирĕплетнĕ урамсенче тата ялсенче  пурăнакансене ыттисенчен малтан йышăнма ирĕк парать. Шкулти пĕрремĕш класс палăртнă чухлĕ (25 ача) тулмасть пулсан унта ытти вырăнта пурăнакансене те (прописка тăрăх) йышăнма право пур. Çапла вара шкул администрацийĕн официаллă сайтра, массăллă информаци хатĕрĕсенче 1-мĕш класа миçе ача йышăнасси пирки, пушă вырăнсем пуррипе çукки çинчен информаци вырнаçтармалла.

Территорие пăхса çирĕплетнĕ ялсенчен çывăхри шкула 1-мĕш класа каяс текенсенчен заявленисене июлĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ачана шкула вĕренме илни çинчен çакăн хыççăн 7 кун хушшинче хушу кăлармалла. Çывăхри мар, урăх вырăнти шкула ачана 1-мĕш класа ярас тесен заявление çав шкулта пушă вырăнсем пуррине кура августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа класс туличченхи тапхăрта çырма юрать, анчах та сентябрĕн 5-мĕшĕнчен кая юлмасăр.

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ачасене шкула 6 çул çурăра вĕренме илме юрать. Паллах, вĕсен сывлăхĕ енчен хирĕçлевсем çук пулсан.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика