Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринари йĕркине пăссан

18 января 2014 г.

 

2013 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ветеринари енĕпе саккунсене пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен виçи ÿснине пур ял хуçалăхăн ертÿçи те пĕлет-ши; Сăмахран, патшалăх ветеринари надзорĕн органĕсене чĕр чунсем ăнсăртран вилни тата харăсах нумаййăн чирлесе ÿкни пирки каламаншăн, е вăхăтра пĕлтерменшĕн, çакна чарса лартмашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнманшăн ахаль çынсен 0,5 - 1 пин тенкĕ вырăнне 3 - 4 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ, должноçри çынсен 1 - 2 пин тенкĕ мар, 30 - 40 пин тенкĕ таранах, организацисен вара – 90-100 пин тенкĕ (унччен вĕсен 10-20 пин тенкĕ пулнă). Карантин тапхăрĕнче çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем палăрсан граждансене – 4 - 5 пин тенкĕлĕх, должноçри çынсене – 40 - 50 пин тенкĕлĕх, организацисене – 100 - 150 пин тенкĕлĕх административлă майпа явап тыттарĕç.

Çавăн пекех  выльăха вырăнтан вырăна куçарнă, унран продукци хатĕрленĕ чух ветеринарипе санитари правилисене пăснăшăн та административлă майпа айăплĕç. Кунта та айăплав виçи пĕчĕк мар. Ветеринари докуменчĕсĕр выльăх турттарнăшăн  çынсене унчченрех 500 - 1000 тенкĕлĕх явап тыттарнă пулсан, малашне вăл сумма – 3 - 5 пин тенкĕпе, должноçрисен 1 - 2 пин тенкĕ вырăнне  кĕсьесене 30 - 40 пин тенкĕ чухлĕ çÿхетме, организацисен вара çакнашкал йĕркесĕрлĕхшĕн малашне 300 - 500 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ.  Биологиллĕ каяша пуçтарассинчи тата утилизацилессинчи йĕркене пăхăнмасан вара юридици вăйĕнче тăраканран 500 - 700 пин тенкех шыраса илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне ĕç-хĕле 90 талăклăха чарса лартма та ирĕк пур.

Çак йышăнăва чĕр-чунсен чирĕсенчен сыхланассине вăйлатас тĕллевпе вăя кĕртни куç кĕрет. Хамăр регионах илер-ха. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх ветеринари саккунĕсене уяманни пирĕн енре тăтăшах тĕл пулать. Иртнĕ çул вырăнсене тухса нумай тĕрĕслев  ирттерсе йĕркене пăснă вуншар тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çĕр-шывра вара унта та кунта сыснасен Африка чумин, ящурăн тата ытти чирĕн "вучахĕсем ялкăшса илеççĕ", экономикăна миллион-миллион тенкĕлĕх тăкак кÿреççĕ.

Пĕлтĕр ирттернĕ тĕрĕслевсенче, тĕпрен илсен, йĕркене пăснă çак тĕслĕхсем ытларах куç умне пулнă: выльăх тытакан вырăнсене кĕнĕ чухне дезбарьерсем, ветсанпропускниксем çук, ферма тавра карта тытман, производство пÿлĕмĕсене кĕриччен дезоматсем вырнаçтарман. Выльăхсене ятарлă оборудованисĕр вырăнта пуснă, хăш-пĕр тĕлте çакна валли лапам (пункт)  та пулман. Биологиллĕ каяша тăкма контейнерсем вырнаçтарман. Выльăх-чĕрлĕхе çынсене ветеринари докуменчĕсемсĕр сутни те пĕрре мар тĕл пулнă. Пусиччен специалиста кăтартманни  тата обществăлла апатлану предприятийĕсене какая ветсанитари тĕпчевĕ ирттермесĕр ăсатни - саккуна сĕмсĕррĕн пăсни.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вырăнсенче ветеринари  докуменчĕсемсĕр сĕт те, какайпа пулă сутни те куç умне тухнă. Çак продукцисен пахалăхĕ тĕрĕслевçĕсемшĕн иккĕленÿ çуратнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.

Амакран хÿтĕленмелли чи ансат мел вăл – карантин правилисене пăхăнасси. Сăмахран, чирлĕ выльăха кĕтĕве ямалла маррине кашниех пĕлме тивĕçлĕ-ха, анчах... Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче лейкозпа чирлекен ĕнесене сыввисемпе пĕрлех кĕтĕве яни пĕрре мар çиеле тухрĕ. Çитменнине диагноза çирĕплетме вырăнсенче клиника-гематологи тĕпчевĕсем ирттермеççĕ.

Хăш-пĕр районта выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станцисенче те çитменлĕхсем палăрчĕç. Пăрачкав районĕнчи серологи тĕпчевĕ выльăхсен  30 проценчĕ лейкозпа чирлине çирĕплетнĕ. Кун хыççăн диагностика тĕпчевĕ ирттермелле. Анчах ирттернĕ-ши; Мĕншĕн тесен чире палăртиччен пулнă плана улшăнусем кĕртме «маннă».

Кунтах урни чирĕнчен тунă прививка хыççăн та йытта, йĕркепе килĕшÿллĕн, 30 кун хушши уйрăм тытман.

Çынсене çыртнă йытăсене карантинра уйрăм тытни çинчен хуçисем çырнă распискăсене Шупашкар районĕнче те кăтартайман.

Сыснасен Африка чуми юлашки вăхăтра чĕлхе çинчен каймасть. Хăрушлăхне кура ăна сарăлма парас мар тесе хуçалăхсенче мĕнле мерăсем йышăннине пĕлсе тăмаллах. Яланхи асăрхаттарусемех темелле. Анчах вĕсене те вырăнсенче ниепле те пурнăçа кĕртсе çитереймеççĕ. Сысна фермисене кĕриччен чылай фермăра  дезбарьер çук. Кун пеккисем фермăсенче дезинфекци ирттерме  те "маннă", шăшисемпе йĕке хÿререн хăтăлмалли ĕçсем те пурнăçламан. Сысна какайне те ветеринари докуменчĕсемсĕр сутни тĕл пулать.

Пĕтĕмĕшле илсен республикăра "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче сыснасен Африка чумин вирусне (АЧС) ура хурассипе тата пĕтерессипе çыхăннă мероприятисен планне" туллин пурнăçламанни палăрнă. Сăмахран, сысна вилнин сăлтавне (АЧС маррине çирĕплетме) пĕлес тесе лабораторире яланах тĕрĕслемеççĕ, АЧСа пула васкавлăн чĕр чунсене вĕлермешкĕн вырăн уйăрассипе тата йĕркелессипе мерăсем çителĕклĕ йышăнман, виллисене утилизацилемелли вырăнсем ăçта пулнине кăтартакан карта-схемăсене хатĕрлемен, сыснасене апат юлашкисене çитерес мар тесе йышăннă мерăсене çителĕксĕр тĕрĕслесе тăраççĕ тата ытти те.

Асăрхаттарусене шута хуманнипе  ветеринари надзорĕн инспекторĕсен çине-çинех кĕрешме тивет. Предписанире ыйтнисене пурнăçламаншăн вĕсен иртнĕ çул пĕрре çеç мар административлă ĕçсем пуçарма тивнĕ. Административлă айăплавсен виçи темиçе хут ÿсни выльăх-чĕрлĕх усрассинчи çитменлĕхсене пĕтерсе йĕркелĕхе мала кăларма пулăшасса шанаççĕ специалистсем. Йĕрке пулмасан шар курасси ансат пулнине кашниех ăнланмалла пек туйăнать.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика