18 января 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăма тивĕçнĕ Юлия Петрова, Ирина Григорьева тата Анастасия Ефанова. Пултаруллă пикесем Муркашри вăтам шкулти 9 «а» класра вĕренеççĕ.
Юля район шайĕнчи олимпиадăра чылай предметпа призерсен шутне кĕме пултарнă, квилинг енĕпе тата сăн ÿкерчĕксем тăвассипе республикăпа Раççей шайĕнчи конкурссенче те малтисен йышне кĕме пултарнă. Кунсăр пуçне вăл Муркашри ача-пăча искусствин шкулĕнчи фортепиано тата хореографи уйрăмĕсене вĕренсе пĕтернĕ.
Иринăн палăрăмлă çитĕнĕвĕсем спортра. Ăна кашни кунах ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК-ра курма пулать. Ишессипе вăл районта кăна мар, республикăра та палăрса тăрать - чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçипе призерĕ, аслисен 1 разрядне пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Волейболла тата баскетболла аван вылять, çавăнпах ĕнтĕ районăн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçнĕ.
Настя та шкул ачисен олимпиадин район тата республика тапхăрĕсен призерĕ пĕрре мар пулнă, «EXCELSIOR» наукăпа практика конференцийĕн республикăри призерĕ пулма тивĕçнĕ. Вăл искусство шкулĕн хореографи тата художество уйрăмĕсене вĕренсе пĕтернĕ. Унăн çитĕнĕвĕсем хушшинче Раççей шайĕнчи художество пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерÿçипе призерĕ пулни те пур. Кăçалхи çула та Настя пысăк çитĕнÿрен пуçларĕ: иртнĕ кунсенче вăл МХК предмечĕпе иртнĕ олимпиадăн республика тапхăрĕнче çĕнтерчĕ.
Çĕр-шывра та, пирĕн республикăра та пултаруллă ачасемпе çамрăксене аталанма пулăшассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа та вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ятарлă проект та пур.
Унта палăртнă тăрăх Раççей тата тĕнче шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисене ятарлă преми параççĕ. Çапла вара пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿ тăрăх РФ Вĕренÿ министерствин хушăвĕпе пирĕн районти Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Николай Данилов тата Йÿçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă Екатерина Федорова çак премийĕн лауреачĕсем пулса тăнă, унпа пĕрлех 30-шар пин тенкĕ укçа хавхалантарăвне тивĕçнĕ.
Чăваш Республикинчи пултарулăхпа уйрăмах палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене - 14 çул тултарнисенчен пуçласа 30 çулчченхисене - ятарлă стипенди парса чыслаççĕ. Çак стипендие тивĕçекенсем хушшинче - вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансем, бизнес-проект хатĕрлессипе, наука, пултарулăх, производство, ертсе пырас ĕç енĕпе çитĕнÿ тăвакансем.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултарулăхпа палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене 2014 çулта стипенди парасси çинчен хушу кăларчĕ.
Кăçал пирĕн районти 17 çамрăк çак хавхалантарăва тивĕçрĕ, вĕсем уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç:
Андрей Александрович Арсентьев - «Муркашри кирпĕч завочĕ» хупă акционер обществин слесарь-ремонтникĕ*
Валентина Валерьевна Васильева - Муркашри вăтам шкулта вĕренекен*
Ирина Анатольевна Григорьева - «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципалитет автономи учрежденийĕн вĕренекенĕ*
Надежда Марсовна Димитриева - Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекен*
Сергей Петрович Димитриев - районти «Ача-пăча пултарулăх çурчĕ» хушма пĕлÿ паракан бюджет вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенĕ*
Анастасия Олеговна Ефанова - Муркашри вăтам шкулта вĕренекен*
Светлана Геннадьевна Кириллова - Муркашри тĕп больницăри медицина сестри*
Геннадий Юрьевич Любимов - Муркашри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн ертÿçи*
Марина Николаевна Онькова - Муркашри тĕп больницăри акушер*
Ксения Николаевна Петрова - Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕренекен*
Юлия Юрьевна Петрова - Муркашри вăтам шкулта вĕренекен*
Игорь Аркадьевич Смирнов - Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрĕн директорĕ*
Александр Анатольевич Степанов - «Муркашри кирпĕч завочĕ» хупă акционер обществин электросварщикĕ*
Павел Сергеевич Соколов - районти «Ача-пăча пултарулăх çурчĕ» хушма пĕлÿ паракан бюджет вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенĕ*
Мария Александровна Сытина - «Арçын ачасемпе хĕр ачасен союзĕ» районти ача-пăча обществăлла пĕрлешĕвĕн членĕ*
Лариса Всеволодовна Тойгильдина - «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешĕвĕн агрономĕ*
Елена Вячеславовна Шурнеева - «Рябинушка» ача сачĕн воспитателĕ.
Н. Николаева.