22 января 2014 г.
Нумаях пулмасть Чуманкасси ял тăрăхĕнчи МБУКăн Анаткас Апашри клубĕнче Çурлатри клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Сеспель» ансамбль пысăк шайри кану каçĕ йĕркелесе пачĕ. Куракансене вĕсем илемлĕ тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Палăртса хăварас килет, асăннă ушкăн Аксендаровсен йăхĕнчен тухнă пултаруллă артистсене пĕрлештерет. Вĕсем пирĕн сцена çине тухсан залри халăх хавасланса-чĕрĕлсе кайрĕ, кунта кичеммĕн ларма майĕ те çук. Çавăнпа та залрипе сцена çинчи йыш пĕрлехи юрă-ташă юхăмне лекрĕ. Çакă, паллах, чи малтан пирĕн хăнасен ăсталăхĕнчен килет, Анаткас Апашра пурăнакансем те ку тĕлĕшри пысăк ăсталăхпа палăраççĕ.
Районти паллă ансамбле Раиса Аксендарова пуçласа ура çине тăратнă, унăн ертÿçи - Алена Аксендарова, кунти ĕç-хĕле йĕркелекенĕ - Лариса Аксендарова. Наталья Крючковăпа Алена Николаева вара илемлĕ тĕрлĕ ташăпа савăнтарчĕç. Чăннипех те пултаруллă ăстаçăсенчен пирĕн те вĕренмелли чылай пулчĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнни çак енĕпе паха вĕт. Çавăн пекех вĕсен илемлĕ тĕрлĕ тум пулнине те пăхма питĕ кăмăллă, çакăнта чăвашлăх та аван курăнать. Куракансем вĕсен ăсталăхне питĕ кăмăлланипе тепĕр хут та тĕл пулма ыйтрĕç. Çапла вара черетлĕ концерт Исетерккĕ ялĕнче пулĕ.
Вĕсен пултарулăхĕ тепĕр енĕпе те паха. Артистсем пĕр йăхран тухнине çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ. Апла пулсан вĕсем куракана тăванлăха хаклама, чăваш халăх йăли-йĕркине пĕлме-упрама вĕрентеççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пуçланчĕ, çавăнпа та çак пахалăхсем ытти чухнехинчен те малта кирлĕ. Пултаруллă ушкăна йĕркеленĕренпе вара мартра вунă çул çитет. Апла пулсан хисеплĕ артистсемпе тĕл пулма васкар.
«Сеспель» ансамблĕн ăстисем, тавах сире чун киленĕвĕ валли те вăхăт тупнăшăн, хăвăрăн ĕçĕре кăмăл-туйăм хушнă пек пурнăçланăшăн. Çемйĕрсенче, тус-юлташусем хушшинче килĕшÿпе юрату, тату пурнăç пултăр.
А. Семенова,
Анаткас Апаш клубĕн ертÿçи.