22 января 2014 г.
Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2013 çулхи декабрь уйăхĕнче ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнăвĕн системи (СМЭВ) урлă 3,7 пин ытла ыйтăм ярса панă. Ку вăл пĕтĕм ыйтăмсен 77 процентне яхăн. 2013 çулта вара республикăри ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем федераци органĕсене 94 пин ытла ыйтăм ярса панă. Кун пирки январĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Информполитика министерствин информаци технологийĕсене ĕçе кĕртекен пайĕн пуçлăхĕ Ирина Никонорова СМЭВ енĕпе ирттернĕ вĕренÿ семинарĕнче пĕлтернĕ. Унта хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем, СМЭВ енĕпе ответлисем хутшăннă.
Аса илтеретпĕр. 2012 çулхи июль уйăхĕнчен тытăнса ытти органсенче пур сведенисене влаç органĕсен çынсенчен ыйтмалла мар. Ку информацие регион, федераци тата вырăнти влаç органĕсен пĕр-пĕринчен СМЭВ-па усă курса ыйтса илмелле.