Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сенкер экран» çинче - пирĕн ентеш

08 февраля 2014 г.

 

«Сенкер экран» халĕ тĕрлĕ программăпа, передачăпа пуян. Мĕн йышши кăна çук пулĕ унта: ăс-тăна çивĕчлетме,  ăна тĕрĕслеме май параканни тата ытти те.  Чылайăшне сивлетпĕр пулин те, хăшĕ-пĕри пĕлÿ шайне ÿстерме, тавра курăма аталантарма пулăшнине палăртмалла. Шел пулин те, чăваш тăрăхĕнчи çынсене унта питĕ сайра тĕл пулатпăр.

Д. Дибров ертсе пыракан «Кто хочет стать миллионером!»  передачăра вара пирĕн тăрăхри çынсем ăмăртни-выляни пирки  илтменччĕ. Акă нумаях пулмасть ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслекен интеллектуаллă  вăйăра Муркашра пурăнакан Олег Тарасова курма тата унпа пĕрле шутлама-пăлханма тÿр килчĕ. Çапла вара вăл хăйне çирĕп тĕрĕслерĕ, икçĕр пин  тенкĕ выляса илчĕ. Ĕçĕ кунта укçара мар,  учитель хăй пултарулăхне çÿллĕ шайра тĕрĕслес тенинче. Олег Иосифович Москакассинчи вăтам шкулта истори,  обществоведени урокĕсене ертсе пырать. Унăн пултарулăхĕпе хаçат вулакансем иртнĕ эрнери пĕр номерте паллашрĕç, çавăнпа та ун çинче чарăнса тăмăп. Эпĕ вара Олег Иосифовича вăрăм çул хыççăн хаçат редакцийĕн тĕпелне йыхравларăм.

- Олег Иосифович, вăрăм çул хыççăнхи шухăш-кăмăл еплерех сирĕн?

- Вăрăм çулĕ халь мар, сентябрĕн 18-мĕшĕнчех пулнă. Халĕ вара хама пăхса ун чухнехине тепĕр хут аса илтĕм.  Çак передачăна эпĕ тахçантанпах кăмăллатăп, çавăнпа та ăна пăхманни сайра-хутра кăна пулать. Килте ларнă чухне вара унти мĕн пур  ыйтăва тăтăшах тĕрĕс хуравлатăп. Çапла вара хамăн ăс-тăна шанса пĕррехинче унта хутшăнас шухăш çуралчĕ, пĕлĕшĕм те çине тăрсах çапла сĕнчĕ. Çакна ытла кая хăвармарăм, сайт урлă заявка тăратрăм. Кĕтмен çĕртен темиçе кунранах передача ертÿçи Д.  Дибров шăнкăравларĕ. Вăл  мана вунă ыйту пачĕ, улттăшне хуравларăм, ку унта хутшăнассин пĕрремĕш тапхăрĕ пулчĕ. Вăтăр çеккунтлăх видео ÿкерсе, хам пирки çырса  ярса патăм. Эпĕ «Кто хочет стать миллионером» передачăна хутшăнма тивĕçлине пĕлтерчĕç.  Д. Дибров телефонпа иккĕмĕш тапхăр ирттерчĕ, унăн вунă ыйтăвĕ çине тĕрĕс  сакăр хурав патăм. Çапла вара сентябрь уйăхĕнче пĕлĕшпе Мускав хулине хама тĕрĕслес тесе вăрăм çула тухрăм.

Останкинăри VIP-залри ÿкерĕнÿ пĕр сехет çурăна тăсăлчĕ, çавăнтан куракан валли вун пилĕк минут суйласа илеççĕ. Ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслекен вăйăна хутшăннишĕн тата пур ыйту çине хуравлайманнишĕн пачах та ÿкĕнместĕп, йăлтах пĕлсе çитерме май çук вĕт. Интеллектуаллă вăйăра   эпĕ 200 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илтĕм. Паллах, пысăк укçашăн çунса вăрăм çула тухман эпĕ, хам пĕлÿ шайне тĕрĕслес килчĕ. Шутласа пăхăр-ха, кайса курни мĕнле паха вĕт. Çавăн йышши ÿкерĕнÿ залĕсене ăçта курма пултарăпăр-ха тата? Çавăнпа та ыттисене те хутшăнма сĕнетĕп. 

- Унта кашниех хутшăнаймасть ĕнтĕ. Тĕрĕссипе  чăваш халăхĕ ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе аптăрамасть-ха, тен хăюлăхĕ çителĕксĕр.

- Çак вăййа кашниех хутшăнма пултарать, никамшăн та чару çук, хăрамалла мар кăна тата харпăр хăйне шанмалла.  Çыннăн йывăр ĕçре алă вăйĕпе кăна мар, ăс-тăнпа вăй хурса та ĕçлесе илме тăрăшмалла. Ĕненĕр - чăваш  чăннипех те ăслă-тăнлă халăх. Çакна чылай кăтарту çирĕплетет. Эсир каланă пек тен хăюлăхĕ çителĕксĕр.  Эпир хăнăхнă «чăваш вăл айван» текен каларăша манмалла, ку пачах та тĕрĕс мар. Аслă пĕлÿ илнисен шучĕпе те пирĕн халăх вырăссем хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Апла пулсан хамăр ăс-тăна кăтартма вĕренмеллех пирĕн.

- Эсир передачăна хутшăнма мĕн вăхăт хатĕрлентĕр, тен эсир алла тытман энциклопеди те юлман?

- Эпĕ «Кто хочет стать миллионером;» вăййа хутшăнма ятарласа пачах та хатĕрленмен. Д. Дибров шăнкăравланă чухнехи ыйтусем те ăнсăртран пулчĕç. Мĕн пĕлни - хам пуçра. Паллах, тепĕр чухне пĕлнине хуравлама та иккĕленетпĕр. Ача чухне вара эпĕ питĕ нумай кĕнеке вуланă.  Халĕ те информаци уçлăхĕнче ĕнтĕ эпир.           

- Палăртса хăварас килет, Олег Иосифович - «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн çывăх тусĕ. Уйрăмах малтанхи çулсенче унран çивĕч шухăшлă çырусем питĕ йышлă килетчĕç, вăл ятарлă рубрика тытса пыратчĕ. Халĕ те вăл пирĕн пата çырма вăхăт тупать. Çак кунсенче вара унăн юбилей пулчĕ. Эпир ăста вĕрентекене, хаçатăн çывăх тусне, пултаруллă çыракана сумлă уявпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх та ăнăçу сунатпăр. Малашне те редакципе тачă çыхăнура пуласса шанатпăр.

Р. МАКАРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика