Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир тăтăшах çул çÿревре»

01 марта 2014 г.

 

Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамбльне пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе районпа республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те тăтăш паллаштарать.

Кунти юрă-кĕвĕ ăстисем пĕрлехи тăрăшулăхпа ансамбле çÿллĕ шая çитерме пултарнă.

Ансамбль йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ ĕнтĕ, çавна май эпĕ унăн илемлĕх ертÿçине, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членне Владимир  Александрова хаçат тĕпелне хăнана чĕнтĕм:

- Ансамбль йĕркелес шухăш самай малтан пулнă ĕнтĕ. Эпĕ юрă-кĕвĕ тĕнчипе питĕ çывăх пулнăран  мана Орининти Культура çуртне чĕнчĕç. Кунта калаçу пуçарнă хыççăн юрăпа ташă ансамбльне йĕркелес пăр тапранчĕ темелле, шухăшĕ ырă, вăй хумалла кăна.

Ырă пуçарăва ыттисем те хапăл турĕç. Кунта хутшăнма кăмăл тăвакансемпе тĕл пултăмăр. Çапла вара пĕрремĕш репетицие 20 хĕрарăмпа 15 арçын килчĕ. Хамăра хорта тĕрĕслесе пăхрăмăр. Сцена çине тухма пултарасси аванах курăнчĕ. Людмила Кроликова балетмейстер ĕçне пикенчĕ. Çынсем кунта пысăк хавхаланупа çÿреме пуçларĕç, ÿрĕк-сÿрĕк пулман. Çапла вара пирĕн пĕрремĕш концерт ăнăçлă иртрĕ, куракан хапăл туса йышăнчĕ, сцена çине тухаканшăн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕт.

Вăхăт иртнĕ май пирĕн артистсен пултарулăхĕ ытларах та ытларах палăрма пуçларĕ. Районти клубсене тухса çÿреттĕмĕр. Каярах вара республика шайне те тухма пуçларăмăр.

Вăхăт ыйтнине кура Валерий Ильдяков баяниста, Анатолий Музыкантов балетмейстера «Шуракăш» ансамбле чĕнтĕмĕр. Пĕлетĕр ĕнтĕ, вĕсем ку тĕлĕшпе паллă та пултаруллă çынсем. Ансамбль йĕркеленнĕренпе çулĕ нумаях та иртмерĕ, çапах та хамăра çÿллĕрех шайра кăтартма пултарассине сисрĕмĕр. Тĕплĕн хатĕрленсе çитрĕмĕр темелле. Çапла вара 1992 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче «халăх» ятне тивĕçрĕмĕр. Паллах, çакă  пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ, çавăнпа пĕрлех малашнехи хавхалантару пулса тăчĕ. Тивĕçнĕ ята çÿллĕ шайрах тытса тăрасси - пирĕн пĕрлехи  тĕллев.

Халĕ вара хамăрăн тĕп ушкăн валли илемлĕ ят суйламалла. Кунта тĕрлĕ сĕнÿ пулчĕ.   Ансамбль ятне суйлассипе конкурс ирттертĕмĕр,  З. Константинова шухăшĕ пурне те килĕшрĕ. Çапла вара «Шуракăш» ята суйласа илтĕмĕр, вăл илемлĕхпе çепĕçлĕхе, шанăçлăха палăртать, çавăнпа та вăл пире çывăхрах пулчĕ. Апла пулсан  ансамбль яланах çак паха енсемпе сăнарлантăр терĕмĕр.

Куçăхтарас мар та хамăрăн пĕрлехи кăтартуллă ĕçе -  телевидени передачисене хутшăнма, Кремльти  Колонна залĕнче пулма та тивĕçрĕ  пирĕн тăрăшуллă коллектив. Çакăн пек пысăк ĕçсене пурне те чĕнмеççĕ тесен йăнăшмăп пулĕ.  

«Шуракăш» çул çÿревĕпе Липецк, Мускав, Гродно  тата ытти хулапа республикăна çитрĕмĕр эпир. Турцин сакăр хулинче, Калмыкинче, Дагестанра пулни уйрăмах паллă йĕр хăварчĕ.  Малашнехи ĕмĕт-шухăш та пĕчĕкех мар. «Шуракăш» ансамблĕн çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен Хисеп грамоти тата  ытти  чыслава чăн та асăнса пĕтерме те йывăр - нумай вĕсем. 

Çак сумлă тапхăрта ансамбле çĕр çын ытла хутшăнчĕ. Н. Иванова, Р. Мокшанова, Т. Горшкова, Т. Алексеева, Ф. Александрова, Г. Елизарова чи малтанхи тапхăртан пуçласа паянхи кунчченех пуçарулăхпа палăраççĕ.

«Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамбльне йĕркелеме пулăшнă тата халĕ унта хутшăнакан  ырă çыннăмăрсене тав тăватăп. Пĕлетĕп, çакă пĕчĕк йышпа тумалли ĕç мар, çавăнпа та малашне те пĕрлех тăрăшар, ăна татах та ытларах аталантарар.

Иртнĕ эрнере «Шуракăш» ансамбле йĕркеленĕренпе 25 çул çитнĕ ятпа Орининти Культура çуртĕнче пысăк уяв каçĕ иртрĕ. Юбилейпе район администрацийĕн пуçлăхĕ           Р. Тимофеев тата ыттисем саламларĕç.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика