01 марта 2014 г.
Пенси системинчи улшăнусем
Районта пĕрлехи информаци кунĕ февралĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе информаци кунĕн темисем шутне çĕнĕ пенси формули тата пенси законодательствинчи пĕлтерĕшлĕ ытти улшăнусем пирки ăнлантарса парассине те кĕртнĕччĕ. Çак ыйту районта пурăнакан ытларах çынна пырса тивнине шута илсе пенси системинче пулса иртекен улшăнусем пирки Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхне Алексей Витальевич КОНСТАНТИНОВА тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм:
- 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççейре граждансен пенси правине йĕркелемелли çĕнĕ тытăм пурнăçа кĕрет. Икĕ тĕрлĕ пенси йĕркеленме тытăнать - страхланă пенси тата пухăнакан пенси. Пенсие тухмалли вăхăта улăштарман: арçынсен вăл 60 çул тата хĕрарăмсен 55 çул. Пенсионерăн ĕç стажĕн тата официаллă майпа илнĕ ĕç укçи виçин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Страхланă пенсие страховани стажĕ 15 çултан кая мар тата харпăр хăйĕн пенси коэффициенчĕ 30-тан сахал мар пулсан параççĕ. Ку требованисене ерипен, куçăмлă тапхăрта 10 çул хушшинче пурнăçа кĕртсе пырĕç.
Çĕнĕ йĕркепе гражданин ĕçленĕ кашни çулталăка харпăр хăйĕн пенси коэффициенчĕпе палăртаççĕ. Расчет тунă чухне официаллă майпа илнĕ ĕç укçине кăна шута илеççĕ. Страхланă пенсие тивĕçес тесен (стаж 15 çул тата коэффициент 30) пенси фондне взноссем чи пĕчĕк ĕç укçи виçине икĕ хутран кая мар ÿстернĕ суммăран тÿлесе тăни кирлĕ. 2014 çулта чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 5554 тенкĕпе танлашать.
Страховани стажĕ шутне унчченхи пекех призывпа çарта пулнă вăхăта, ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнă тапхăра, инвалид ачана тата 1-мĕш ушкăн инвалидне, çавăн пекех 80 çул тултарнă ватă çынна пăхса пурăннă вăхăта та кĕртеççĕ. Ку тапхăршăн хăйне уйрăм пенси коэффициенчĕсем шутласа параççĕ. Нумай ачаллă амăшĕсене меллĕрех майсем туса панă - виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ачашăн коэффициентсем пĕрремĕш ачашăн шутласа панинчен 3 хут нумайрах пулĕç. Кăçалтан тытăнсах ĕнтĕ виçĕ ачаллă амăшĕсен пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ.
Страхланă пенси виçине çулталăкри мĕн пур пенси коэффициенчĕсене пенси коэффициенчĕн çулталăкри хакĕ çине хутласа палăртаççĕ. Ку виçене федерацин Пенси фончĕ çинчен калакан саккунĕпе çирĕплетеççĕ. 2015 çул валли вăл 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать.
Страхланă пенси виçи çине çирĕплетнĕ ятарлă тÿлев (фиксированная выплата) те витĕм кÿрет. Саккунпа килĕшÿллĕн малашне ĕçлемен пенсионерсенне (вĕсем ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ тата ялтах пурăнаççĕ пулсан) çирĕплетнĕ ятарлă тÿлев суммине 25 процент ÿстерме палăртнă. 2 çул хушшинче Раççей Правительстви 2016 çултан тытăнса ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ çынсен пенси виçисене ÿстерме тивĕç профессийĕсене, должноçĕсене тата ĕç вырăнĕсене çирĕплетме тивĕç.
Тепĕр çĕнĕлĕх. Енчен те гражданин пенсие тухма çул çитсен тÿрех мар, тепĕр тапхăртан кăна пенсие тухма килĕшет пулсан, унăн пенси виçи пысăкрах пулать. Кунта çăмăллатнă майпа пенсие тухмаллисем те кĕреççĕ. Пенсие каярах юлса тухнă кашни çулталăкшăн преми коэффициенчĕсем шутласа параççĕ.
Пулас пенсионерсен, вĕсен страховани стажĕ 2015 çулччен пур пулсан, унччен йĕркеленнĕ мĕн пур пенси прависем сыхланса юлаççĕ, вĕсене пенси коэффициенчĕсем çине куçараççĕ.
Çĕнĕ йĕркесене пула халĕ пенси илсе тăракансен пенси виçи улшăнмасть. Вĕсен пенси виçисене те коэффициентсем çине куçараççĕ. Пенси виçисене инфляцие пула тата РФ Пенси фончĕн тупăшĕ ÿснине кура çуллен индексацилессин йĕрки унчченхи пекех сыхланса юлать.
Ĕçлекен пенсионерсене пенси тулли виçепе тÿлесе тăрĕç. Пенси виçине çулсерен 3 коэффициент шучĕпе çĕнĕрен шутласа палăртĕç (2015 çулхи ĕç укçин 18 пин таран виçинчен).
Çул çитмесĕрех пенсие тухасси унчченхи йĕркепех пулса пырĕ. Çавна валли професси 1 № тата 2 № списоксенче тата ытти переченьсенче пулни, кирлĕ чухлĕ стаж çитни тата Пенси фондне страховани взносĕсем хушма тарифпа (4 процентран тытăнса 9 процент таран) тÿлесе тăни кирлĕ. Организацисенче сывлăхшăн сиенлĕ ĕç вырăнĕсем пур пулсан, вĕсен çулталăк вĕçлениччен ĕç вырăнĕсен ятарлă хаклавĕ (специальная оценка условий труда) витĕр тухмалла. Хаклав кăтартăвĕсене кура Пенси фондне тÿлесе тăмалли страховани взносĕсен хушма тарифне палăртĕç. Унăн виçи халĕ тÿлесе тăракан виçерен пĕчĕкрех те пулма пултарать.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсин пухăнакан пайĕнчен хăйне уйрăм пенси - пухăнакан пенси туса хураççĕ. Ăна гражданин хăйĕн ирĕкĕпе йĕркелет. Ăна Раççей Пенси фончĕ кăна мар, гражданин суйласа илнĕ патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕ те йĕркелеме пултарать. Пухăнакан пенсие йĕркелемелле е çук - ку ыйтăва 1967 çулта çуралнă тата çамрăкрах граждансен хăйсен татса памалла пулать. Йышăнăва вара 2 çул хушшинче - 2015 çул вĕçлениччен тумалла: е пĕтĕм взноссене страхланă пенси валли ямалла, е унчченхи пекех страховани взносĕсен 6 процентне пухăнакан пенси валли уйăрмалла.
2014 çулта пуçласа ĕçлеме тытăнакан çамрăксен 5 çул хушшинче (е 23 çул тултариччен) взноссен 6 процентне мĕнле пенси валли уйăрассине суйласа илме право пур. Вĕсем йышăну тăвиччен вара пур взноссене те страхланă пенси валли куçарса тăрĕç.
Хаксем хăпарнине тата Пенси фончĕн тупăшĕ ÿснине кура страхланă пенси виçине патшалăх çуллен ÿстерсе пырать. Пухăнакан пенси виçи инвестици кăтартăвĕсенчен килет.
Çакна та пĕлни кирлĕ. Енчен те гражданин пĕтĕм взноссене страхланă пенси валли уйăрма йышăну тăвать пулсан, унччен пухăнакан пенси валли куçарнă укçа-тенкĕне инвестицилесе тăрĕç тата пенсие тухнă чухне шута илĕç.
2015 çултан тытăнса граждансен 5 çулта пĕр хутчен инвестици портфельне (пухăнакан пенсие йĕркелекен пенси фондне) суйласа илме право пулать. Çавăн чухне пухăнакан пенси валли хывнă укçа-тенкĕ тата ăна инвестициленинчен илнĕ тупăш сыхланса юлĕç.
Пенси валли хывнă укçа-тенкĕн сыхлăхне тивĕçтерессипе граждансен прависене гарантилессин системине туса хураççĕ. Патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсен 2 çул хушшинче акционерланмалла, тĕрĕслев процедури витĕр тухмалла та страхланнă çынсен прависене гарантилессин реестрне кĕмелле. Тивĕçлĕ условисем туса хуриччен 2014 çулта пыракан взноссене страхланă пенси валли куçарса тăрĕç.
Обязательнăй пенси страхованийĕн страховани взносĕсене организацисем пĕр тÿлевпе, страхланă тата пухăнакан пайсем çине уйăрмасăр куçараççĕ. Пенси фончĕ хăех гражданин хăйне пенсипе тивĕçтермелли мĕнле варианта суйласа илнине кура страховани взносĕсене шута илсе пырĕ.
Харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакансен взносĕсене чи пĕчĕк ĕç укçи виçине кура палăртаççĕ. Çулталăкри тупăш 300 пин тенкĕрен иртет пулсан пенси страхованийĕн взносне пĕр уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен шутласа палăртаççĕ, кунсăр пуçне 300 пин тенкĕрен иртнĕ суммăран 1 процент. Пĕтĕмĕшле взнос сумми уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçи шайне 8 хут ÿстернĕ виçерен ытла пулма пултараймасть.
Законодательствăпа килĕшÿллĕн гражданинăн пенсие тухассин процедурине ĕç паракан урлă туса ирттерме те право пур. Кун пек чухне социаллă тата право тĕлĕшĕнчи кирлĕ документсене ĕç параканăн Пенси фондне электрон мелĕпе ярса парас пулать.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.