Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика чысне хÿтĕлĕç

01 марта 2014 г.

 

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регион тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Тĕрлĕ предметпа иртнĕ олимпиадăсенче пирĕн районти шкул ачисем  те хăйсен пĕлĕвĕпе тавра курăмне лайăх кăтартса пама пултарнă.

Пирĕн районти 13 çамрăк республикăра малтисен йышне кĕнĕ. Вĕсем çаксем:  Муркашри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Елена Скворцова (ертÿçи  Е. Ефанова) - МХК предмечĕпе иртнĕ олимпиада призерĕ* Муркашри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Анастасия Ефанова (ертÿçисем Е. Ефановăпа О. Ефанов) - МХК предмечĕпе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçи* вăлах - вырăс литературипе иртнĕ олимпиада призерĕ (ертÿçисем çавсемех)* Муркашри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Анастасия Авдеева (ертÿçи Л. Волкова) тата Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекен Надежда Димитриева (ертÿçи Л. Никитина) вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиада призерĕсем* Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Карина Варюхина, 11 класра вĕренекен Павел Соколовпа Иван Бычков (ертÿçи И. Семенов) тата Муркашри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Алексей Романов (ертÿçи В. Львов) ОБЖ предмечĕпе иртнĕ олимпиада призерĕсем* Ярапайкассинчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Марина Платонова (ертÿçи А. Платонов) тата Йÿçкассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Эдуард Тихонов (ертÿçи В. Тихонов) право предмечĕпе иртнĕ олимпиада призерĕсем* Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Марина Цветкова (ертÿçи               Н. Андушкин) физкультурăпа иртнĕ олимпиада призерĕ* Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Елена Николаева (ертÿçи И. Матвеева) экологипе иртнĕ олимпиада призерĕ* Шатракассинчи тĕп шкулта 8 класра вĕренекен Ульяна Мокина (ертÿçи О. Вишнева) тăван ен историйĕпе тата культурипе иртнĕ олимпиада призерĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Муркаш шкулĕнче вĕренекен А. Ефанова, Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Н. Димитриева, Муркашри шкулта вĕренекен А. Романов, Йÿçкасси шкулĕнче вĕренекен Э. Тихонов тата Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕренекен Е. Николаева вара март уйăхĕнче пуçланакан Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче республика чысне хÿтĕлĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика