Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăкĕ уяв валлиех

01 марта 2014 г.

 

Ĕнер, февралĕн 28-мĕшĕнче, хĕлĕн юлашки кунĕнче, Муркаш салинчи «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче пысăк йыш пухăнчĕ. Çакăнти тĕп лаптăкра Хĕл ăсатăвĕн уявĕ иртрĕ. Ирĕн-каçăн çанталăк сивĕ-ха, апла пулин те янкăр хĕвелĕ çуркунне çитнине систерет. Çак кун та вăл пурне те  уява йыхравларĕ. Тепĕр тесен çуркунне хăйĕн саккунлă правипе хуçаланма пуçларĕ вĕт паян. Çавна тĕпе хурса çак тапхăрта хĕле ăсатасси тата çуркуннене кĕтсе илесси пирĕн районта ырă йăлара ĕнтĕ.

Хĕл ăставĕн уявне Ярапайкассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ «Çăварни çитрĕ, çуркунне, уç алăкна!» ятлă савăнăçлă программăпа пĕтĕм халăха тĕп тÿреме йыхравларĕ. Ача-пăча та аякра юлмарĕ вĕсене курсан.

Уява официаллă майпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ.

- Хисеплĕ çыннăмăрсем, кăçал пирĕншĕн чăннипех та паллă çул пулчĕ. Тăван районăмăрăн  çитмĕл çулхи юбилейĕ уяв кăна мар - вăл  ку таранчченхи ĕç-хĕле хакламалли, çавăн пекех малашлăхри пысăк тĕллевсене палăртмалли тапхăр. Республика шайĕнче Муркаш районĕн аталанăвĕ курăмлă. Çакă ахаль сăмах кăна мар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район уявне хутшăнчĕ, çавна май вăл пире, Муркашсене, шаннине тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Çакă малашне татах та хавхалануллăрах  тăрăшма хистемелле. Хамăр пĕрлехи тăван районшăн пĕрлех вăй хурар, хамăр ята татах та çÿле çĕклеме вăй-хăват тупар. Ентешĕмсем, эсир ĕçре те маттур, уявра та пит сатур,  - терĕ Ростислав Николаевич уява пухăннисене саламланă май.

Савăнăçлă саманта тăснă май кунта пухăннисене район пуçлăхĕ Игорь Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатчĕ Владимир Мидуков саламларĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Юрă-ташă, шÿт-такмак - уявăн чăн-чăн палли тата илемĕ. Çапла вара ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Уяв, паллах, тутлă апат-çимĕçсĕр иртмест. Кунтах вĕри икерчĕпе, чейпе тата ытти техĕмлĕхпе сăйланма май килчĕ. Ырă кăмăллă та капăр тумлă сутуçăсем  тĕрлĕ тавар сĕнчĕç туянакана. Çавăн пекех хыçлă çунапа та ярăнма май килчĕ.

Р. Илларионова.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика