Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çаклан пулă - пысăкки те, пĕчĕкки те

26 февраля 2014 г.

 

Чи пысăк тата чи пĕчĕк пулă тытакансене, пулă пуринчен ытларах тытакансене, чи аслипе чи кĕçĕннине те палăртрĕç Чуманкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ пулăçăсен ăмăртăвĕнче. Ăмăрту, кăçалхипе иккĕмĕш хут, уяв пекех иртрĕ. Шăмат кун, февралĕн 22-мĕшĕнче, 60 çынна яхăн - ку тăрăхри ялсенчен кăна мар, Йÿçкасси тата Муркаш ял тăрăхĕсенчи пулăçăсем те, Чуманкасси ялĕнчи Казанчăк пĕви çине пухăнчĕç. Хăшĕсем - ăмăртăва хутшăнас тĕллевпе, теприсем - хăйсене валли пулă тытма, виççĕмĕшĕсем - курма. Çапла вара палăртнă вăхăтра пулăçăсем пĕве çинче унта-кунта вырнаçса ĕçе пикенчĕç.

Ачасем те пурччĕ кунта. Акă Пачкасси ялĕнчен килнĕ Ксюша Васильева, алла вăлта тытман пулин те, пулăçăсене курма интереслине палăртрĕ. Çулла вара хĕр ача çемйипе пĕрле пулла çÿреме кăмăллать мĕн. Чуманкассинче пурăнакан ветеран педагог Людмила Михайлова та канăва активлă ирттерме шутланăран ывăлĕпе пĕрле пĕве çине килнĕ...

- Чуманкассисем эпир «сывă чирпе» чирлĕ, - тет кунта пурăнакан Владимир Иванов.

Ун пек опытлă пулăçă таврара çук та пулĕ, ытисене хĕллехи пулла явăçтаракансенчен пĕри - шăпах вăл.  Ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Белова ăмăртăва йĕркелесе пыма пулăшаканĕсенчен пĕри те вăлах пулни курăнчĕ.

Çак интереслĕ ăмăртуран вырăнти предпринимательсем айккинче тăрса юлманни лайăх. Шарпаш ялĕнчи Радислав Иванов уйрăмах пысăк пулăшу панă. Çавăн пекех Чуманкассинчи А. Кадыков, В. Вязов предпринимательсене тата вырăнти ял хуçалăхĕн председательне И. Захарова та ял тăрăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Ăмăртăвăн чи кăсăклă пайĕ пĕтĕмлетÿ пулчĕ. Кашни пулăçă хутаçа тултарнă пуллисене виçнĕ чух тараса йĕппи çине питĕ тимлĕн пăхрĕ, теприн хутаççи çăмăлрах пулсан савăннине пытармарĕ паллах. Чи пысăк пулла палăртнă чухне те, чи пĕчĕккине палăртнă чухне те пулăçăсене сăнама интереслĕ пулчĕ: кашни миллиметр пĕлтерĕшлĕ-çке-ха.  Пăрапа пуринчен васкавлăрах пăр шăтаракана та хăвăрт палăртрĕç.

Грамотăсемпе хаклă парнесем призлă вырăн йышăннисене  нумай кĕттермерĕç. Чи нумай пулă тытакан Отарккăри Андрей Аверкиев пулчĕ - 2750 г, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Евгений Павлов тытнă пулăсем пурĕ 2600 г тайрĕç, Отарккăри тепĕр пулăçă Николай Афанасьев 2050 г тытнă.

Çак кун Андрей Аверкиевăн кунĕ пулчĕ пулас: чи пысăк пулă та унăн, пăр шăтарассипе те вăл ыттисенчен мала тухрĕ.

Чи пĕчĕк пулă вара 4-мĕш класра вĕренекен Максим Васильевăн вăлтине çакланнă.

Ăмăрту вĕçленчĕ, хăйсен сезонĕ вĕçлениччен вара кунти пулăçăсене Казанчăк çинче кашни кунах курма май пулĕ.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика