26 февраля 2014 г.
Февралĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта пирĕн район йĕлтĕрçисем те активлă хутшăннă.
Ярапайкасси, Муркаш, Калайкасси тата Çатракасси вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем - пурĕ 33 ача икĕ кун республикăри ытти районсенчи йĕлтĕрçĕсемпе вăй виçнĕ.
Команда кăтартăвĕсемпе пирĕн район иккĕмĕш вырăна тухнă. «Малта - Шупашкар районĕ, виççĕмĕш вырăнта – Вăрнар районĕ. Кăçал Канашсене çĕнтерме пултарни те пирĕншĕн питĕ лайăх. Вĕсем нумай чух пирĕнтен маларах тухатчĕç», - пĕлтерчĕ Ярапайкасси шкулĕнче вăй хуракан тренер преподаватель Эдуард Гордеев ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă май.
Ачасен уйрăм результачĕсем вара çапла: Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Светлана Иванова (тренерĕ Игорь Смирнов) 3-мĕш вырăн, Ярапайкассинчи вăтам шкулти Светлана Соколова (тренерĕ Эдуард Гордеев) 2-мĕш вырăн, Калайкассинчи вăтам шкулти Анастасия Ксенофонтова (тренерĕ В. Моисеев) 2-мĕш вырăн йышăннă. Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Стас Степанов (тренерĕ Н. Степанов) вара пĕрремĕш кунхине классика мелĕпе хăйĕнчен аслăрах йĕлтĕрçĕсене парăнтарса, Канаш районĕн йĕлтĕрçинчен финиша пĕр çеккунт кăна каярах çитсе 2-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш кунхине пултаруллă спортсмен ирĕклĕ майпа ăмăртса 3-мĕш вырăна тухнă.
Çакăн пек ăмăртусене хутшăнмасăр, паллах, пирĕн район йĕлтĕрçисем республикăра мĕнле шайрине палăртаймăн, анчах та нумай чух укçа-тенкĕ тата транспорт ыйтăвĕ тухса тăрать. Ку хутĕнче те тренерсемпе спортсменсен ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрне ăнланса тата çак ăмăрту ачасемшĕн пĕлтерĕшлине шута илсе Шупашкара хăйсен кĕсйинчи укçа-тенкĕпех çитсе килнĕ.
Н. Николаева.