Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Агрономсем, зоотехниксем, ветеринарсем кирлĕ»

26 февраля 2014 г.

 

Районта февралĕн                19-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртни, асăннă мероприятие ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина ертсе пыракан ушкăн килни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Ирина Николаевна информаци кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май ĕç коллективĕсенче тĕл пулусем тивĕçлĕ шайра, пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕ.

Эпĕ вара Ирина Николаевнăшăн та, ял çыннишĕн те питех те çывăх ял хуçалăх, çурхи уй-хир ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе калаçу пуçарас терĕм.

- Ирина Николаевна, юлашки вăхăтри, иртнĕ çулхи кăтартусене тишкерсе хак панă май ял хуçалăхĕнчи хальхи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва мĕнле хак пама пултаратăр?

- Лару-тăру чаплă тесе калама пултараймастăп. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕлĕшпе татса памалли ыйтусем пур. Выльăхсен йышнех илер. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăхсен йышĕ чаксах кайни палăрмасть пулсан, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче тытса усракан мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ чакнин тенденцийĕ уçăмлăнах палăрать. Кун пек лару-тăрупа лăпланса ларма юрамасть. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Ку вăл пĕтĕмпех продукци туса илессипе çыхăннă. Республика Пуçлăхĕ те, Правительство шайĕнче те выльăхсен йышне чакарма парас мар тесе конкретлă мерăсем палăртаççĕ. Çитменнине хальхи вăхăтра ял çыннисенчен сĕте пĕр килограмне 20 тенкĕрен кая мар тÿлесе туяннине япăх темелле мар. Ку вăл паян ял çыннишĕн - хушма тупăш çăл куçĕ.

- Çĕр ĕçĕ, ÿсен-тăран продукцийĕ туса илес тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр?

- Пур чухне те хамăрăн ÿрĕк-сÿрĕклĕхе çанталăк çине йăвантарма кирлĕ мар. Çапах та çакна йышăнмах тивет. Иртнĕ çулталăк пирĕн тăрăхри çĕр ĕçченĕшĕн ăнăçлах пулаймарĕ. Çу кунĕсем çумăрсăр килчĕç. Çавна май республикипе 35,6 пин гектар çинчи тĕш тырă культурисем шар курчĕç. Кĕркунне ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртнĕ чухне вара çумăр тăтăш çуса тăчĕ, çухатусем сахал мар пулчĕç. Апла пулин те пур ĕçе те тĕплĕ хатĕрленсе, васкаварлă туса ирттерекенсем мĕн акса-лартса хăварнине хăй вăхăтĕнче тата çухатусемсĕр пуçтарса кĕртме пултарчĕç.

Тепĕр ыйту çинче те чарăнса тăмалла. Çĕр лаптăкĕсемпе туллин, тĕллевлĕ усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пачах усă курмасăр выртакан хуçасăр çĕр лаптăкĕсем те çук мар. Вĕсене пурне те муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетмелле, пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем республика территорийĕнче пулмалла мар. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ку ыйтăва çивĕч лартать.

- Ирина Николаевна, хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ ăста çамрăк кадрсем çитменни пысăк проблемăсенчен пĕри пулса тăчĕ.

- Ку чăнах çапла. Кадрсем сахал. Хуçалăхсенче уйрăмах агрономсем, зоотехниксем, ветеринарсем, механизаторсем çитмеççĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл чи малтанах ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçи шайĕ пĕчĕккипе те çыхăннă. Акă халĕ вăл вăтам шутпа уйăхне 10737 тенкĕпе танлашать. Хăш-пĕр çĕрте унран та сахалрах. Кунта тĕп принцип çапла пулмалла тесе шутлатăп: тивĕçлĕ дисциплина, тивĕçлĕ ĕç, уншăн вара тивĕçлĕ ĕç укçи те.

Акă курăмлă тĕслĕх. Паян кăна «Путь Ильича» агрофирмăра пултăмăр. Çынсем дисциплинăна пăхăнса ответлăха туйса ĕçлеççĕ, вăхăтра тата йĕркеллĕ ĕç укçи илеççĕ, кадрсем енĕпе те ыйту тăмасть кунта.

Ял хуçалăхне çамрăк специалистсемпе тивĕçтерес, çамрăк çемьесене ялта тĕпленсе пурăнма майсем туса парас тесе çĕр-шыв, республика шайĕнче тĕрлĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Кусем чи малтанах çамрăксене çурт-йĕр çавăрма пулăшассипе çыхăннă. Федерацин «Социальное развитие села до 2013 года» тĕллевлĕ программипе, Федерацин «Жилище» тĕллевлĕ программин «Обеспечение жильем молодых семей» подпрограммипе патшалăх пулăшăвне тивĕçнисем сахал мар. Кун пек программăсем те, патшалăх пулăшăвĕ те малашне те пулĕç. Çавăнпа та çамрăксене пуçаруллăрах, хăюллăрах пулма, ял хуçалăхĕнче харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелессипе те çивĕчрех пулма сĕннĕ пулăттăм.

- Чăннипех те ĕнтĕ паян ÿсен-тăран продукцийĕ акса-лартса ÿстерес, çемье фермисем йĕркелесе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес шухăшлисене патшалăх пулăшусăр хăвармасть, миллионшар тенкĕ уйăрса парать. Çуллен республикăри вун-вун çын тивĕçет çак пулăшăва. Пирĕн районта та кун пеккисем пур. Анчах та вĕсем пурте уйăрса панă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ-и-ха?

- Ыйтăвĕ тĕрĕсех. Малашне уйăрса панă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине çирĕпрех тĕрĕслесе тăма палăртатпăр. Кунпа пĕрлех тĕрĕслесе тăрассипе кăна мар, укçа-тенкĕне кама уйăрса парассипе те тĕрĕслев витĕмлĕхĕ çирĕпрех пулмалла тесе шутлатпăр. Патшалăх хывнă укçа-тенкĕ чăннипех те усă кÿтĕр.

- Ирина Николаевна, çурхи кунсем çитсе килеççĕ. Сисмĕпĕр те, хирсенче ака агрегачĕсен сасси те янăрама пуçăнĕ. Çавăнпа та кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтнă пулăттăм.

- Малтанах çавна палăртса хăварас тетĕп. Ака ĕçĕсен калăпăшне иртнĕ çулхинчен самай анлăлатма палăртатпăр. Пĕтĕмĕшле илсен ака лаптăкĕ 570 пин гектарпа танлашмалла. Пĕлтĕрхинчен ку вăл 20,7 пин гектар нумайрах. Вăл шутран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 276,5 пин гектар, çĕр улми 41,5 пин гектар, пахча çимĕç 4,6 пин гектар, выльăх апачлĕх культурăсем 237 пин гектар йышăнмалла. Кусем вĕсем пурте 2013 çулхинчен нумайрах.

Çак вăхăта çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ кирлин 97 проценчĕ чухлĕ пур. Кондицие ларакан вăрлăх 56 процент. Минераллă удобренисем 20,2 процент, дизель топливи 32,2 процент, бензин 26,2 процент янтăланă. Кăтартусем иртнĕ çулхинчен самай пысăкрах. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхне туянас, минераллă удобренисем кÿрсе килес ĕçсем пыраççĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме (запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, хими им-çамĕ, удобренисем, вăрлăх туянма ) пĕтĕмпе 1 млрд. та 466,2 млн. тенкĕ кирлĕ пулать. Вăл шутран кредит укçи-тенки 902,2 млн. тенкĕ. Республикăри ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме 2013 çулхи октябрьтен тытăнса 2014 çулхи январь уйăхĕччен илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсен калăпăшĕ 142 млн. тенкĕпе танлашрĕ.

Февраль уйăхĕ вĕçлениччен субсиди илекенсене 34 млн. тенкĕ ытла уйăрса пама пăхнă. Вăл шутран çĕрсен пахалăх шайне тĕпрен лайăхлатма - 23,6 млн тенкĕ, инвестици кредичĕсем - 6,5 млн. тенкĕ. Февраль уйăхĕнче субсидисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 40 млн. тенкĕне яхăн, март уйăхĕнче 145 млн. тенкĕ пулĕ.

Апла пулсан никам та пулăшусăр юлмасть. Пулăшу майĕсемпе туллин усă курса çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме май пулĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

 

Сăмах май. 2014 çулта пирĕн районта ака лаптăкĕсем кĕрхи культурăсене те шутласан пĕтĕмпе 25,7 пин гектар йышăнмалла. Кĕрхи тĕш тырă культурисене иртнĕ кĕркунне 4881 гектар акса хăварнă. Ку вăл - республикăри чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Малтанласа палăртнă тăрăх кĕрхи культурăсен калчисем аванах хĕл каçаççĕ, вĕсенчен япăх мар тухăç илме шанăç пур. Хуçалăхсенче çур аки ирттерме вăрлăх 2966 тонна е 100 процент хатĕрленĕ. Ăна пĕтĕмпех тĕрĕслеттернĕ. Вăрлăхăн 41 проценчĕ ака кондицине ларать. Халĕ хуçалăхсенче вăрлăха тасатса кондицие çитерес, минераллă удобренисем кÿрсе килес ĕçсем пыраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика