22 февраля 2014 г.
Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ районта февралĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Унчченхи пекех ку хутĕнче те информаци кунĕпе çыхăннă тĕл пулусене пур ял тăрăхĕн территорийĕнче те йĕркелерĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пурте пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2013 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 375 № «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçласси çинчен*
- Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ çинчен тата республикăн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен*
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев республика Патшалăх Канашне 2014 çул валли янă Çырăва пурнăçлассипе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен пĕрлехи ĕçĕсен комплекслă планĕ çинчен*
- чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе, пушар хăрушсăрлăхне тата шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе туса ирттермелли ĕçсем çинчен. Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки каласа парасси*
- Раççей Федерацийĕн пенси системинче туса ирттерекен çĕнĕлĕхсем çинчен.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме района республикăран Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн йышĕнче çавăн пекех Çут çанталăк сыхлавĕн Атăл тăрăхĕнчи регионсем хушшинчи прокуратурин Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокурорĕ Дмитрий Викторов, акционерсен «Межрегиональная распределительная сетевая компания Волги» уçă обществин филиалĕн Çурçĕр производство уйрăмĕн генеральнăй директорĕ Алексей Герасимов, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕ Юрий Митрофанов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ирина Устенко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн общество хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕçле политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Чехов пулчĕç.
Çав кун район администрацийĕн ларусен залĕнче районти сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче вăй хуракансем пĕрлехи канашлăва пухăннăччĕ. Медицина ĕçченĕсем унта иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх задачисене палăртрĕç. Çавна май Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев малтанах медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулма кăмăл турĕç.
Тĕл пулу савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Ирина Николаевна тата Ростислав Николаевич сывлăх сыхлав ĕçĕнче тăрăшса вăй хуракансене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе Тав çырăвне, район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс турĕç.
- Çапла, иртнĕ çул районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче çитĕнÿсем пулмарĕç мар. Район малаллах аталаннă. Апла пулин те хамăрăн проблемăсемпе ыйтусем пирки те пĕлетпĕр. Анчах та çак çитĕнÿсене сирĕн пархатарлă ĕçĕрсĕр тума май пулмĕччĕ, - терĕ Ростислав Николаевич медицинăра вăй хуракансене çынсен сывлăхне сыхлассипе тата сиплессипе туса ирттерекен пысăк ĕçшĕн тав сăмахĕ каланă май.
Чăннипех те районта та юлашки вăхăтра сывлăха сыхлас ĕçре палăрăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсем ĕçе пуçăнаççĕ, ытти программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Медицина учрежденийĕсем хальхи çĕнĕ оборудованипе пуянланаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна районти тĕп больницăна 10 млн. тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани кÿрсе килнĕ. Шомикра иртнĕ çул çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Анчах та çак самантсене те манса каймалла мар. Хальхи вăхăтра ĕçлес ÿсĕмри çынсем вилнĕ тĕслĕх сахал мар. Кунпа пĕрлех кăкăр ачисем вилнĕ тĕслĕхсем те шухăшлаттарма тивĕç. Ытларах чухне вара кунта çынсем эрех ĕçнин тÿнтерле витĕмĕ сисĕнет. Эрех ĕçсе преступлени тунă тĕслĕх те сахал мар. Çавăнпа та вырăнсенче профилактика кунĕсене тăтăшах ирттерни, вĕсене медицина ĕçченĕсене те явăçтарни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Тĕл пулусенче ăнлантару ĕçне те анлăрах туса пымалла.
Ирина Кошкина та медицина ĕçченĕсене йывăр, анчах та питех те кирлĕ ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ те, республика Правительстви те медицинăна та, ытти отрасльсене те тăнăç аталантарса пыма пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Уйрăмах ялта ĕçлесе пурăнма тытăнакан çамрăк специалистсене, çамрăк çемьесене тивĕçтерекен пулăшу мелĕсем витĕмлĕ. Çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма пулăшаççĕ, ĕç укçине те ÿстерсе пыраççĕ.
Раççей Президенчĕн указĕпе 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май республикăра туса ирттермелли ĕçсен, пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Вĕсене пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче культурăпа кану учрежденийĕсем 786, библиотекăсем 645 тата ытти те. Вĕсен пурлăхпа техника бази пуянланса пырать. Çакă вăл пĕтĕмпех çынсен кулленхи ыйтăвĕсене туллин те пахалăхлă тивĕçтерме май парать. Юсав, строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Мăн Сĕнтĕрте те иртнĕ çул çĕнĕ информаципе культура центрĕ хута кайрĕ.
Кăçал республика бюджетĕнчен культура сфери валли 711 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Кунсăр пуçне тĕрлĕрен фестивальсемпе конкурссем, ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттерме 89 млн. тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç. Ачасен пултарулăх çурчĕсемпе искусство шкулĕсене те пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерĕç.
Ирина Николаевна республикăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн, 2013 çулхи бюджета пурнăçланин кăтартăвĕсем çинче чарăнчĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн республика Патшалăх Канашне янă Çырăвне çынсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленине палăртрĕ, çавна май унта палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каларĕ. Министр çумĕ информаци кунĕн ытти ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ.
Тĕл пулура районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов Муркашсене тахçантанпах канăç паман пысăк ыйтăвне хускатмасăр пултараймарĕ. Сăмах кунта районти тĕп больницăн поликлиникине анлăлатасси пирки пырать. Кун пек пĕчĕк поликлиника республикăри ытти нихăш районта та çук ĕнтĕ. Строительство ĕçĕсен проекчĕ те хатĕр. Анчах та укçа-тенкĕ çитменнин ыйтăвĕ ура хурать. Владислав Григорьевич епле пулсан та çак ыйтăва татса парассине республика шайĕнче тимлĕхрех тытма ыйтрĕ.
Муркашсене тепĕр ыйту та канăç памасть. Çитменнине медицина ĕçченĕсене кăна мар. Район администрацийĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем çине тăнипе почта çыхăнăвĕн районти узелĕнче, больницăпа райпо аптекисенче спиртлă тĕрлĕрен шĕвек сутма чарнă. Анчах та харпăр хăйсен аптекисенче вĕсемпе сутă тума ниепле те чарма май килмест. Ун пек саккун çук. Асăннă ыйтупа республика шайне тухни те пулăшман. Ыйтăвне вара татса памаллах. Мĕншĕн тесен çакă çынсен пурнăçĕпе çыхăннă. Ку шĕвексемпе наркăмăшланса вилекенсем те çук мар.
Информаци ушкăнĕ çавăн пекех акционерсен «Вăрнарти çусăр сĕт завочĕ» уçă обществин Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх территорийĕнче вырнаçнă филиалĕнче, чикĕллĕ яваплăхлă «Моргаушский» сĕт завочĕ» обществăра, Хорнуй ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă «Путь Ильича» агрофирмăра пулса курчĕ. Агрофирма управляющийĕ Алексей Воробьев каласа панă тăрăх «Моргаушский» сĕт завочĕн продукци хăй хаклăхĕ пысăк. Çавна май предприяти тулли хăватпа ĕçлеймест, пĕтĕмĕшле илсен кунта паянхи куна çу кăна хатĕрлеççĕ. Сĕте сивĕтсе Мускава ăсатаççĕ. Çав вăхăтрах Вăрнарсен филиалĕ тулли хăватпа ĕçлет. 4 çын вăй хуракан филиалта çынсенчен сĕте пĕр килограмне 21 тенкĕпе пуçтараççĕ, сивĕтсе Вăрнара ăсатаççĕ.
«Путь Ильича» агрофирмăри ĕçсемпе паллашнă хыççăн информаци ушкăнĕ кунта вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ. Алексей Воробьев управляющи каласа панă тăрăх хальхи вăхăта тивĕçтерекен производство комплексĕнче 60 çын вăй хурать. Дисциплина çирĕп. Эрех ĕçекенсене кунта тытмаççĕ. Нумай пулмасть кăна 8 çынна ĕçрен хăтарма тивнĕ. Ĕç укçи япăх мар, ăна вăхăтра тÿлеççĕ. Çамрăксем те хаваспах ĕçе пыраççĕ. Çур аки ĕçĕсене пахалăхлă ирттерме техника хатĕр ĕнтĕ. Предприятире иртнĕ çул кашни ĕнерен 5300 килограмм сĕт суса илнĕ.
Ирина Кошкина информаци кунĕн темисене çутатнă май ял çыннисене паян канăç паман ыйтусене те хускатрĕ. Акă март уйăхĕнче килти хушма хуçалăхсене аталантарма илнĕ кредитсен процент ставкисене саплаштарма тытăнаççĕ.
Тĕл пулура коллектив членĕсем ыйтусем те хускатрĕç. Акă предприятире пушар машини пур. Ăна хута ярса пушар деповне йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ял тăрăхĕн укçи-тенки вара çакна валли çителĕксĕр. Йÿнĕрех хакпа топливо туянма май пулассин, элита вăрлăх туяннăшăн тăкаксене саплаштарассин ыйтăвĕсем вара çитес çурхи уй-хир ĕçĕсемпе çыхăннă.
Фермер ĕçне тытăнакансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те çирĕп йĕрке кирли паллă. Хăш чухне кун пеккисен шутне тивĕçсĕррисем те çакланаççĕ. Çавăнпа та Ростислав Николаевич малашне уйрăм çынсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине район администрацийĕпе çыхăнса татса пама сĕнчĕ. Пулăшу укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курнине те çирĕп тĕрĕслесе тăни кирлĕ. Кунпа пĕрлех фермер ĕçĕпе çыхăннисем çĕр хутшăнăвĕсене право нормисене тĕпе хурса йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Вĕсене хутшăнакансем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хуравсем илме пултарчĕç.
«Çĕрĕн хуçа пулмалла. Çĕр çинче хуçалла ĕçлес пулать. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Ял хуçалăхĕнче пилĕк авмасăрах пысăк тупăш илме май çук. Апла пулин те малалла пăхма пĕлсен, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тĕллев лартсан ăнăçусем пулаççех. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх, «Путь Ильича» агрофирма - çак сăмахсен курăмлă тĕрĕслĕхĕ», - палăртрĕ Ростислав Николаевич информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май.
В. ШАПОШНИКОВ.