Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану - анлă та çăмăл мар çулпа

22 февраля 2014 г.

 

ХисеплĔ сотрудниксем

тата ветерансем!

Муркаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа сире пурне те чĕререн саламлатăп. Çак тапхăр коллективăн ырми-канми ĕçĕпе, аталанăвăн çăмăл мар çулĕсемпе паллă.  Служба тивĕçне кашниех йĕркеллĕ пурнăçланипе тата пысăк ответлăха туйнипе пирĕн пай сотрудникĕсем йывăр задачăсене пурнăçлама пултарнине пĕрре мар кăтартса панă.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн аталану çулĕ кĕскех мар пулин те, хальхи вăхăтра çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни, гражданла общество туса хурассишĕн тăрăшни кирлĕ. Хальхи вăхăтра преступленисене асăрхаттарасси тата çынсенче право ăнлавне йĕркелесси йĕркелĕхе сыхлассин пĕлтерĕшлĕ енĕсем пулса тăмалла.

Пире Муркаш район çыннисен пурнăçĕпе лăпкăлăхне хÿтĕлеме шаннă. Ку вăл - питĕ ответлă та çав хушăрах хисеплĕ мисси. Сÿрĕклĕхпе ĕçе çиелтен пурнăçлани пирĕн ĕçре вырăнсăр, мĕншĕн тесен сотрудникăн професси йăнăшĕ çынсен шăпи çине витĕм кÿрет.

Сире пурне те тивĕçлĕ службăшăн, присягăна, тивĕçе асра тытса ĕçленĕшĕн тав тăватăп.

Пайри пур сотрудника тата ветерансене юбилейпа саламлатăп. Преступноçа хирĕç кĕрешессинче çĕнĕ ÿсĕмсем тума, ырă йăласене тытса пыма вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатăп.

 Е. Плечов,

пай пуçлăхĕ, полици подполковникĕ.

ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи Указĕпе Муркаш районне йĕркеленĕ. Çак çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче вара Муркаш районĕн милицине туса хунă. Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн районти пайĕн пуçлăхĕ пулма Андрей Алексеевич Ломоносова, Сĕнтĕрти пай пуçлăхĕ пулма Григорий Николаевич Кудряшова (Шалти ĕçсен министерствин 1944 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнчи 56 номерлĕ приказĕ) шанаççĕ.

Муркашри шалти  ĕçсен пайĕн 36 сотрудникĕ Тăван çĕр-шывăн  Аслă вăрçине хутшăннă. Р. Ботников участковăй 1943 çулта пуçне хунă. Шалти ĕçсен пайĕн секретарĕ  Алексей Романович Логинов вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă (СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи Указĕ).

1940-мĕш çулсен вĕçĕнче Патшалăх хăрушсăрлăх министерствин районти пайне йĕркелеççĕ. Ăна Алексей Николаевич Беляев ертсе пыма пуçлать, районти милици пайне - Василий Матвеевич  Матвеев. Вăл вăхăтра личнăй состав 16 çынран тăнă: уголовлă шыравра – пĕр сотрудник, унăн икĕ пулăшаканĕ ĕçленĕ, участок инспекторĕсем иккĕн, тăватă милиционер, секретарь, конюх, техничка. Сакăр лаша пулнă.

1962 çулта милици пуçлăхĕ пулса Роман Романович Романов вăй хума тытăнать, аслă оперуполномоченнăйра - Геннадий Иванович Смелов. Тĕп тытăмĕ вара малтанхиех юлать.

1964 çулта, района реорганизаци хыççăн тепре туса хурсан, районти милици пайне Яков Ивановч Атнашкин ертсе пыма пуçлать. Штатпа килĕшÿллĕн 1 оперуполномоченнăй, участковăйсем иккĕн, паспортистсем иккĕн, 5 милиционер, 1 водитель, юсану ĕçĕсен инспекторĕ, следователь (ШĔМ-рен) – малтан пĕччен, кайран иккĕн ĕçлеме тытăнаççĕ.  Каярах вара ГАИ инспекторĕ (1 çын), ДПС инспекторĕ тата ИДН инспекторĕ хушăнаççĕ.

1966 -1971 çулсенче районти милици пайне Иван Васильевич Сергеев (Хĕрлĕ Чутай районĕнче1931 çулта çуралнă) ертсе пырать. Ун хыççăн  1977 çулччен Муркаш ен милицине Красноармейски районĕнче 1924 çулта çуралнă (халĕ унтах пурăнать) Зиновий Тимофеевич Борисов ертсе пынă.

1977 çултан пуçласа 1988 çулчченех районти  пай пуçлăхĕнче 1941 çулта Очăкассинче çуралнă Юрий Григорьевич Соловьев - ЧАССР милицин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тăрăшать. Вăл ертсе пынипе районти шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕпе республикăра пĕрре мар мала тухать. Республикăри районсен пайĕсем хушшинчи социализмла ăмăртусенче Муркашри пай темиçе хутченех çĕнтерсе куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава çĕнсе илет.

1988 çулхи январьтен пуçласа 1995 çулччен Муркаш районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕнче Елшик ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Михайлович Тимофеев тимлет. Ку вăхăтра штат 149 çынран тăнă. Вăл шутра участковăйсем - 18-ăн, патрульпе пост служба милицийĕнче - 51 çын, вăхăтлăх тытмалли изоляторта 16 сотрудник тăрăшнă тата ыттисем те.

1995 çулхи октябрьтен пуçласа 2001 çулхи май уйăхĕччен пуçлăхра Александр Леонидович Бочкин вăй хурать. Вăл 1958 çулта Лантăшра çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. Ку тапхăрта та сотрудниксен йышĕ пĕчĕкех пулман - 118 çын.

2001-2004 çулсенче пай пуçлăхĕнче Эрнст Ксенофонтович Венедиктов тăрăшнă (Элĕк районĕнчен, халĕ Муркашра пурăнать). Вăл вăхăтра та  штатра 115 çын таранах вăй хунă: патрульпе пост служби, сăмахран, 38 сотрудникран тăнă, 14 участковăй пулнă.

2004 çулхи сентябрьтен пуçаса 2009 çулхи март уйăхĕччен районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕнче Шомикра çуралса ÿснĕ Евгений Дмитриевич Макаров ĕçлет. Вăл 112 çынран тăракан пая ÿсĕмлĕ ертсе пырать.

2009 çултан пуçласа паянхи кунччен çак ĕçе Евгений Иванович Плечов пурнăçлать. Вăл ертÿçĕре тимленĕ вăхăт шăпах Раççейри Шалти ĕçсен министерствинче пысăк реформа туса ирттернипе пĕр килет. Районти шалти ĕçсен пайĕ те хăйĕн ятне улăштарать - Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ ятлă пулса тăрать. Реформăпа килĕшÿллĕн вара штат самаях чакать - халĕ кунта 85 сотрудник.

Район территорийĕнче йĕркене сыхлас ĕçе пай çумĕнче йĕркеленĕ ветерансен канашĕ пысăк пулăшу кÿрет. Вăл паянхи кун 74 ветеранран тăрать. Ăна Юрий Григорьевич Соловьев ертсе пырать.

Пирĕн районти сотрудниксем Çурçĕр Кавказра контртеррорист операцийĕсене те хутшăннă. Пурнăçшăн хăрушă условисенче професси ăсталăхĕпе палăрнăшăн пай пуçлăхĕн çумĕ - полици пуçлăхĕ М. Мясников тата вăхăтлăх тытса тăмалли изолятор инспекторĕ, полицин аслă прапорщикĕ В. Семенов «За отличие в охране общественного порядка» медале тивĕçнĕ.

Служба тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуç хунă сотрудниксене шалти ĕçсен пайĕнче нихăçан та манмаççĕ. Вĕсем çаксем: Леонтий Разумов участковăй - 1946 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Шупуçĕнче преступник аллинчен вилнĕ* Владимир Князев милиционер 1947 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Ильинкăра хăрушă преступника тытса чарнă вăхăтра пуç хунă* Валерий Николаев участковăй - 1980 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче* Иван Илларионов ГАИ инспекторĕн должноçри стажерĕ - 1993 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче* Сергей Голубев участковăй - 1998 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче* пай пуçлăхĕн çумĕ Владимир Федоров - 2002 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Мăн Хураçкара* Сергей Архипов участковăй - 2002 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика