15 февраля 2014 г.
Çăмăл автомашинăпа такси услугисемпе тивĕçтерекенсен ответлăхне пысăклатассипе Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснин кодексне кĕртнĕ улшăнусем 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăйра тăма пуçларĕç. Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене те пассажирсемпе тиев турттарассипе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Кодексри положенисемпе вара çак тĕслĕхсемпе административлă наказани пама пăхнă:
- транспорт хатĕрĕпе пассажирсене тата багаж турттарма юранине çирĕплетекен ирĕк пулмасăрах çăмăл автомашина таксипе çак ĕç-хĕле пурнăçланăшăн (РФ КоАП-ĕн 12.3 статйин 2.1 пайĕ)*
- транспорт хатĕрĕ çине çăмăл автомашина такси пулнине палăртакан хунара саккунсăр майпа вырнаçтарнăшăн (РФ КоАП-ĕн 12.4 статйин 2 пайĕ)*
- транспорт хатĕрĕ çине тулашĕнчен цветографи схемине саккунсăр майпа ÿкерсе (çыпăçтарса) хунăшăн (РФ КоАП-ĕн 12.4 статйин 3 пайĕ)*
- çăмăл автомашина такси пулнине палăртакан саккунсăр майпа вырнаçтарнă хунарлă транспорт хатĕрĕпе саккунсăр майпа çÿренĕшĕн (РФ КоАП-ĕн 12.5 статйин 4.1 пайĕ)*
- тулашĕнчен саккунсăр майпа цветографи схемине çыпăçтарса хунă транспорт хатĕрĕпе саккунсăр майпа çÿренĕшĕн (РФ КоАП-ĕн 12.5 статйин 7 пайĕ).
Такси «статусне» саккунлă майпа (ятарлă ирĕкпе килĕшÿллĕн) илнĕ транспорт çинче вара маларах асăннă ятарлă хунар та, цветографи схеми те пулмалла.
Пирĕн республикăра пĕлтĕр РФ КоАП-ĕн 12.5 статйин 4.1 пайĕпе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртнă хыççăн 43 водителе административлă явап тыттарнă, РФ КоАП-ĕн 12.4 статйин 2 пайĕпе çыхăннă тĕслĕхсемпе 23 административлă производство пуçланă. Пирĕн район территорийĕнче РФ КоАП-ĕн 12.3 статйин 2.1 пайĕпе çыхăннă 3 факт пулнă.
Транспорт хатĕрĕпе пассажирсене тата багаж турттарассинчи йĕркелĕхе ГИБДД районти уйрăмĕ хальхи вăхăтра та тĕрĕслесе тăрать.
С. Иванов,
ГИБДД районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.