15 февраля 2014 г.
Çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси ларăвĕсенче ытларах чух ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхса тăманнипе, ачасен хулиганла ĕçĕсемпе, вĕсем обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма тивет. Ку хутĕнче вара сайра-хутра кăна тĕл пулакан лару-тăру пирки те калаçу тухрĕ - çул çитмен хĕр ачана пирус туртма явăçтарни пирки.
Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснин кодексĕн улттăмĕш пайĕ çыннăн сывлăхĕпе, халăхăн санитарипе эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тата обществăн кăмăл-сипечĕпе çыхăннă.
6.23 статья вара - çул çитменнисене пирус туртассине явăçтарни пирки:
1. Çул çитменнине пирус туртассине явăçтарнăшăн граждансене 1000-2000 тенкĕ административлă штраф параççĕ*
2. Çул çитменнине пирус туртма ашшĕ-амăшĕ е урăх саккунлă представителĕсем явăçтарнăшăн - 2000-3000 тенкĕ административлă штраф.
Пирус туртни пирки сăмах пуçарнă чух туртакансене пырса тивекен çĕнĕлĕхсем пирки те манса каймалла мар. Пирĕн пурнăçа улшăнусем пĕлтĕрхи ноябрьтех кĕчĕç, анчах та вĕсем пирки тепĕр хут аса илтерни те ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен обществăлла вырăнсенче çăвартан тĕтĕм кăларакансем сахалланниех курăнмасть.
Саккунта палăртнă тăрăх вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, çамрăксемпе ĕçлекен органсен, физкультурăпа спорт услугисемпе тивĕçтерекен учрежденисенче тата вĕсен территорийĕсенче, ача-пăча площадкисенче, пляжра, автозаправкăсенче пирус туртма юрамасть.
Социаллă службăсен çурчĕсенче, патшалăх влаç органĕсен çурчĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çуртĕнче те пирус туртма чарнă.
Транспортра пирус туртма юраманнине пурте пĕлеççĕ, анчах та вокзалсен территорийĕсенче те пирус туртаканăн çуртран 15 метртан çывăхра пулмалла мар.
Нумай хваттерлĕ çуртсен пурте усă куракан вырăнĕсенче пирус мăкăрлантарса тăни те штраф панипех вĕçленме пултарать.
Пирус туртма чаракан паллă ăçта пур - унта туртма юрамасть.
Обществăлла вырăнта пирус туртнăшăн паракан штраф 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таранах пулма пултарать. Ача-пăча площадкисенче пирус туртнăшăн 2000-3000 тенкĕ таран кăларса хума тивĕ.
Комисси ларăвĕ патне таврăнса калаçăва ашшĕ-амăшĕсем пиркиех тăсар-ха. Хăйсен тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламанран полицейскисем çырнă протоколти ăнлантарусене вĕсем мĕн тĕрлĕ кăна çавăрттарса çиеле тухма тăрăшмаççĕ пулĕ; Сăмахĕсене ăçтан тупса çитереççĕ-ши?
Акă Муркашра пурăнакан пĕр хĕрарăма каллех ларăва чĕнтернĕ: пурăнакан вырăнĕ ытла та тирпейсĕр те таса мар унăн, ачасем валли йĕркеллĕ условисем туса памасть вăл, икĕ хĕр ачи çакна курса ÿсет. Ĕç хучĕсемпе пĕрле пÿлĕмре тунă сăн ÿкерчĕксем те пурччĕ. «Халĕ ун пек мар», - тет хĕрарăм.
Нумай тăхтаса тăмасăр комисси членĕсемпе пĕрле тата, паллах, хĕрарăмпа пĕрле пÿлĕме çитсе килтĕмĕр. «Йĕркелĕхпе тирпейлĕхе» курсан тухса тарас килчĕ! Çил-тăвăл алхасса, пур-çук япалине пĕтĕмпех çавăрттарса хăварнă тейĕн. Хĕр ачасем те тирпейлĕхе çапла ăнланаççĕ ахăртнех. Амăшĕ вара, шел пулин те, улшăнма васкамасть пулас, лару-тăрăва вăхăт çуккипе ăнлантарать. Хĕрсене тирпейлĕхе кам вĕрентĕ-ши?
Тен хаçат вулакансем хушшинче çакăн пек хĕрарăмсене ăслă шухăш паракансем пур? Сирĕн шухăшăрсемпе сĕнÿсене хаваспах пичетлесе кăларăпăр.
Н. Николаева.