Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусран тенкĕ пухăнать

15 февраля 2014 г.

 

Уйрăм предприяти-организаци е район шайĕнчи производство, экономика, культурăпа социаллă пурнăç тата ытти сфера аталанăвĕ, çынсен пурнăç шайĕ пирки калаçатпăр пулсан укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăни пирки пурте лайăх пĕлетпĕр. Производство аталанăвĕсĕр вара укçи-тенки те пулаймĕ. Пурте пĕр сыпăкра. Районта производство ÿсĕмне тивĕçтерессипе райадминистрацин финанс пайĕ туса пыракан ĕç те пĕлтерĕшлĕ тата калăпăшлă.

Район хаçачĕн сотрудникĕ               В. ШАПОШНИКОВ район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕпе Рената АНАНЬЕВĂПА тĕл пулнă май иртнĕ çул асăннă пай мĕнле ыйтусене тĕпе хурса ĕçлесе пынă пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă:

- Финанс пайĕн тĕп задачисем чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Кусем вĕсем: район бюджечĕн проектне туса хатĕрлесси те, район, ял тăрăхĕсен тата районăн пĕрлехи бюджетне мĕнле пурнăçланă пирки отчет хатĕрлесси те, бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курнине тăтăш тĕрĕслесе тăрасси те, финанс тĕрĕслевне тивĕçтересси те.

Хăйсен хăш-пĕр полномочийĕсене район администрацине парасси пирки  16 ял тăрăхĕпе ятарлă килĕшÿ тунă май вĕсен бюджечĕсене йĕркелессипе, бюджетсене пурнăçласси мĕнле пулса пынине тĕрĕслесе тăрассипе те пирĕн специалистсенех ĕçлеме тивет.

Çапла вара иртнĕ çул Муркаш районĕн 17 бюджетне пурне те халăхпа сÿтсе явса финанс çулталăкĕ пуçăниччен йышăннă. Çулталăк пуçламăшĕнче район бюджечĕ тупăшсемпе 412,9 млн. тенкĕпе, расхутсем енĕпе 419,4 млн. тенкĕпе танлашрĕ.

Çулталăк хушшинче депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕсенче пăхса тухса бюджета пилĕк хутчен тÿрлетÿсем кĕртме тиврĕ. Палăртма кăмăллă: кусем вĕсем бюджета чакарассипе мар, тупăш виçисем унччен пăхса хунинчен ытларах пулнă май укçа-тенкĕне ăçта уйăрассипе çыхăннисем пулчĕç. 2013 çулта республикăран тата федераци шайĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрассипе улшăнусем пулчĕç, район вара хăй хушма тупăш илессипе уйрăмах ăнăçлă ĕçлерĕ. Кун пек улшăнусем ял тăрăхĕсен бюджечĕсене те пырса тиврĕç.

2013 çулта районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ тупăш енĕпе 544,4 млн. тенкĕпе, расхутсем енĕпе 530,8 млн. тенкĕпе танлашрĕ. Тупăшра каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа сумми 366,7 млн. тенкĕ, район хăй пухнă укçа 177,7 млн. тенкĕ.

Иртнĕ çул район хăй пухнă укçа-тенкĕ 177,7 млн. тенкĕпе танлашрĕ терĕм. Ку вăл пĕтĕм тупăшăн 32,6 проценчĕ пулать. Асăннă сумма 2012 çулхинчен 30 млн. тенкĕне яхăн ÿсрĕ е 119,6 процентпа танлашрĕ. 2013 çул планне 104,7 процент пурнăçларăмăр.

Çавна каласа хăварас пулать. Иртнĕ çул федерацирен тата республикăран каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрасси унчченхи çулхинчен 11,3 процент ÿсрĕ пулин те, планпа пăхнинчен 11,9 млн. тенкĕ сахалрах е пĕтĕмпе 96,8 процент уйăрнă. Çавăнпа та малашне тăнăçрах аталанас, пысăкрах чикĕсене çĕнсе илес тесе шутлатпăр пулсан хамăрăн майсемпе хамăрăн тăрăшулăх çине ытларах шанма тивет. Çав вăхăтрах района ытларах укçа-тенкĕ уйăрса пама майсем туса парас тĕллевпе республика влаç органĕсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлени, тĕрлĕ шайри программăсене активлăрах хутшăнни, пуçаруллăрах пулни кирлĕ.

Район хăй пухакан укçа-тенкĕ виçине 2012 çулхипе танлаштарсан ÿстерме çак çăл куçсемпе анлăн усă курни май пачĕ:

- уйрăм çынсенчен илекен налук пухасси 14,5 процент ÿсрĕ, 16,4 млн. тенкĕпе танлашрĕ*

- пĕтĕмĕшле тупăшран илекен налук пухасси 8,7 процент ÿсрĕ, 906,7 пин тенкĕпе танлашрĕ*

- çĕр налукĕ пухасси 3,9 процент ÿсрĕ, 210,6 пин тенкĕпе танлашрĕ*

- çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курнинчен илекен налук пухасси 6,3 хут ÿсрĕ, 981,1 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Налукпа çыхăнман тупăшсене район пĕлтĕр унчченхи çулхинчен çакăн чухлĕ ытларах илме пултарчĕ:

- муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курнинчен - 3,8 хут ытларах е 15,9 млн. тенкĕ*

- тавралăх çине япăх витĕм кÿнинчен - 64,7 процент ытларах е 450,2 пин тенкĕ*

- законодательствăна пăснăшăн штраф тÿленинчен - 18,7 процент ытларах е 529,3 пин тенкĕ.

Анчах та пурлăх тата çĕр участокĕсем сутнинчен укçа-тенкĕ илессин шайĕ 2012 çулхинчен чакрĕ, пĕтĕмпе те 5,7 млн. тенкĕпе танлашрĕ.

Районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕн укçин ытларах пайне ялсен социаллă аталанăвĕ валли, социаллă сфера учрежденийĕсен ĕçне тивĕçтерме тăкакланă. Вăл шутран вĕренÿ системи валли 333,8 млн. тенкĕ (пĕтĕм расхутсен 62,9 проценчĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 120,7 процент), культурăна аталантарма тата культура учрежденийĕсен ĕçне тивĕçтерме 37,8 млн. тенкĕ (пĕтĕм расхутсен 7,1 проценчĕ), çулсене тытса тăма тата капиталлă юсама, çул-йĕр хуçалăхĕ енĕпе строительствăпа проект ĕçĕсем пурнăçлама 48,7 млн. тенкĕ  (2012 çулхинчен 14,5 процент нумайрах), территорисене тирпей-илем кĕртессин мероприятийĕсене пурнăçлама тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе 25,6 млн. тенкĕ (пĕтĕм расхутсен 4,1 проценчĕ, унчченхи çулхинчен 22,1 процент нумайрах) тăкакланă.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртесси пысăк пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Бюджет сферинче ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен шалăвне ÿстерме иртнĕ çул тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 30 млн. тенкĕне яхăн хушма укçа-тенкĕ уйăрса патăмăр. Çавăн пекех çынсене социаллă хÿтлĕх парассипе тĕрлĕ мероприятисем пурнăçласси, районăн тĕллевлĕ тата ведомство программисене пурнăçа кĕртесси, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене тăвасси, вĕренÿ учрежденийĕсен котельнăйĕсене реконструкцилесси, муниципалитет çулĕсене юсасси тата тытса тăрасси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене йĕркене кĕртесси тата ытти те район умĕнче тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсем шутĕнчех. Çав тĕллевпе те çуллен укçа-тенкĕ сахал мар уйăратпăр.

Ял тăрăхĕсен бюджечĕсем пирки калас пулсан, вĕсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ пĕлтĕр 99,4 млн. тенкĕпе танлашрĕ. Ял тăрăхĕсен хăйсем пухнă укçа-тенкĕ шайĕ 35,3 млн. тенкĕ пулчĕ. Ÿсĕм 2012 çулхипе танлаштарсан 6,5 млн. тенкĕ е 22,4 процент. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсен расхутсен калăпăшĕ 99,7 млн. тенкĕ.

Тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттермелли планпа килĕшÿллĕн 2013 çулта финанс пайĕ 30 тĕрĕслев ирттерчĕ. Вăл шутран çирĕплетнĕ планпа пăхнисене 11, район администрацийĕн пуçлăхĕ хушнипе 15, Чăваш Ен Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ыйтнипе 3, право сыхлавĕн органĕсем ыйтнипе 1. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май 15 учрежденире финанс тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсене (пĕтĕмпе 364,2 пин тенкĕлĕх) тупса палăртма май килчĕ.

Пирĕн ĕçре те çĕнĕлĕхсем пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. Районти муниципалитет учрежденийĕсенче бюджетпа бухгалтери отчетлăхне пухса хатĕрлессин тата пĕрлештерессин пилот проектне пурнăçа кĕртсе пынă май 2013 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса район муниципалитечĕн пур учрежденийĕсене те Чăваш Республикин Финанс министерствин пĕрлехи базипе çыхăнтарнă. Малаллахи тапхăрта бюджет процесĕсене планлассин тата вĕсене йĕркелесе пырассин практики тĕлĕшпе çĕнĕ технологи мелĕсене пурнăçа кĕртмелле пулĕ. Кусем вĕсем муниципалитет услугисемпе эффективлă тата пахалăхлă тивĕçтерессипе те çыхăннă.

Хамăр умра тăракан задачăсене лайăх пĕлетпĕр тата вĕсен пĕлтерĕшне ăнланатпăр. Районăн бюджет системи епле шайра пулнинчен районăн экономикипе социаллă пурнăçĕ тăнăç аталанса пырасси те килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика