15 февраля 2014 г.
2013 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Федерацин 417-ФЗ № «Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн граждансем коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿлемелли укçа-тенкĕ суммине ÿстерессине чикĕлесси пирки калакан положение çирĕплетнĕ.
Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче тÿлев суммине улăштармалли индекссен вăтам виçисене РФ Правительстви çирĕплетет. Асăннă индекссене кура муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче граждансен коммуналлă услугăсемшĕн тÿлемелли виçесем мĕнле суммăран иртме пултарайманнине палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕн законодательствипе пăхнă тĕслĕхсенче чи пысăк индекссене муниципалитет йĕркеленĕвĕсен халăх суйлакан органĕсемпе килĕшсе çирĕплетеççĕ.
Асăннă индекссене 2014 çулхи майăн 1-мĕшĕччен çирĕплетме тивĕç. Вĕсене 3 çуллăха пăхса хураççĕ. 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çав индекссемпе усă курма пуçăнаççĕ.