19 февраля 2014 г.
Районăмăр кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă лару кăçал нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕнче иртрĕ. Палăртнă вăхăта пур ĕç коллективĕсен делегацийĕ те уяв залне пухăнса çитрĕ. Халăх йышлă çÿремелли вырăнсенче районти культурăпа архив ĕçĕсен пайĕ йĕркеленĕ куравсем, культура ĕçченĕсен юрри-кĕвви, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем пуçарнă суту-илÿ тата кунти техĕмлĕ кукăль шăрши уяв чапне ÿстерчĕç кăна.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш ен паян чылай ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çапах кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар-ха пирĕн. Çакна районăмăр 70 çул тултарнине халалласа ирттернĕ пухура район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тунă докладсем те кăтартса пачĕç. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев савăнăçлă пухăва хутшăнса хăй Муркашсене шаннине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каланă сăмахĕ ăна итлекенсенче малашлăха шантаракан çутă ĕмĕт-тĕллев çуратмалла пулчĕ тесе шутлатăп.
Михаил Васильевич Муркашсен ĕç кăтартăвĕсене лайăх пĕлнине палăртнипе пĕрлех уява хатĕрленĕ куравпа иртсе пирĕннисен ĕçĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ.
- Эсир мĕнле ĕçленине пĕлетĕп тата курса тăратăп, анчах паянхи куравпа паллашни сирĕн малашлăх туртăмĕ пысăккине çирĕплетет. Çак çулпа пырсан эсир çывăх вăхăтрах экономика аталанăвĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасси пирки манăн паян пĕр иккĕленÿ те çук, - терĕ вăл кураври экспонатсемпе паллашнă май.
...Вăхăт çитнипе район пуçлăхĕ И. Николаев уява пуçласси пирки пĕлтерчĕ, килнĕ хăнасемпе, уяв йĕркипе паллаштарчĕ. Хыççăн Игорь Васильевич пухăннисене районăмăр юбилейĕпе саламласа кĕскен унăн историйĕпе, аталанура тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе, вĕсен ĕçне малалла тăсса вăй хуракан паянхи ĕçченсемпе, çамрăксен тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
- Муркаш ен - пирĕн пĕрлехи кил. Пирĕнтен чылайăшĕ кунта çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Район аталанăвĕнче пиншер çын шăпи, вуншар пин çыннăн ырми-канми ĕçĕ. Çавăнпа та тăван килĕмĕр малашне татах илемлĕрех те хăтлăрах пултăр, унăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ çĕнĕ хăвăртлăхпа малалла кайтăр тесе тимлесси - пирĕн умри пĕрлехи тĕллев. Раççей Президенчĕ В. Путин вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри тесе палăртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăхăн граждансене çÿлти хушусене кĕтмесĕрех ытларах ыйтăва хăй тĕллĕн татса пама çул уçса памалла. Район паян çак енпе ĕçлесе пырать те, - терĕ савăнăçлă пухăва уçнă май район пуçлăхĕ И. Николаев.
Уявра тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Ростислав Николаевич районăн экономикăпа социаллă пурнăçне, ĕç коллективĕсен мал туртăмлăхне, вĕсем ĕçре тунă ÿсĕмĕсене уйрăм кăтартусемпе, ыттисемшĕн тĕслĕх пулакансене ятран палăртрĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă куç умне тухрĕ.
Аслă ăрурисем района йĕркеленĕ, атте-асаттесем хаяр вăрçă çулĕсенче тăшмана çĕнтернĕ, вĕсен эстафетине алла илнисем район экономикине аталантарнă, ял пурнăçне тĕреклетнĕ. Вĕсен кашнин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ - район историйĕ. Пирĕн тăрăхри 34 пин ытла çын - районăн тĕп пуянлăхĕ. Вĕсем çанă тавăрса ĕçленипех районăмăр республиăкра ырă тĕслĕхпе аталанать. Тĕрлĕ çулсенче район аталанăвне А. Иваков, П. Журавлев, В. Краснов, Л. Софронов, В. Рубцов, П. Давыдов т. ыт. те пысăк тÿпе хывнă.
Районăмăр ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе специализациленет. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси паянхи хаксемпе 2009 çулхинчен 38 процент ытларах пулни эпир ĕçлеме пултарнине çирĕплетет. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Путь Ильича» агрофирма хăйсен мал туртăмлă ĕçĕпе ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Районти промышленность предприятийĕсен аталану потенциалĕ пысăкки куç умĕнчех. Юлашки 5 çул хушшинче промышленность продукцийĕ туса кăларасси 5,5 хут ÿссе иртнĕ çул пĕтĕмĕшле 1 миллиард та 796 миллион тенкĕне çитрĕ. Кунта уйрăм сăмах - «Сеспель» хупă акционерлă общество (ертÿçи В. Бакшаев) пирки. Кунта тавар туса кăларас ÿсĕм 3 çул хушшинче çеç 23 процент пысăкланнă. Иртнĕ çул предприяти 848 çурма прицеп туса кăларнă. Акционерлă обществăра паянхи кун 514 çын вăй хурать. Вĕсем хушшинче В. Казаков тĕп энергетик, В. Шелков мастер, В. Васильев электрогазосварщик, металл сăрлакан Л. Апроськина ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Ĕçлекенсен пултарулăхне кура «Муркашри кирпĕч завочĕ» уçă акционерлă общество та экономика рынокĕнчи аталану шайĕнчен юлмасть. 2009 çулхипе танлаштарсан продукци туса кăларасси кунта 2,4 хут ÿсрĕ. Уйрăм ĕçченсене илсен Г. Ершова, В. Максимов, Г. Нодыкова тăрăшулăхне палăртмалла. Асăннă предприяти халĕ çĕнĕ ÿсĕмсен чиккине çĕнессипе тимлет.
«Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн (ертÿçи Л. Ильгечкин) ĕçĕ - эффективлăх тĕслĕхĕ. Кунта паян продукцин 160 ытла тĕсне кăлараççĕ. Çĕнĕ тĕллевсемпе пурăнаканскерсем çулсерен 35 миллион тенкĕлĕх продукци кăларни ĕç тĕллевĕсем пурнăçран илнисемех пулнине çирĕплетет.
Район аталанăвĕнче суту-илÿ сферипе обществăлла апатлану аталанса çĕнĕ сăн илни те айккинче тăрса юлаймасть. Тавара ваккăн сутассипе пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăш иртнĕ çул 5 çул каяллахинчен 1,8 хут пысăкрах пулчĕ, 1 миллиард та 76 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Нумай çул потребкооперацие аталантарассипе Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райпо ертÿçисем Л. Майкова, Б. Андреев ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Юлашки çулсенче район аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес тÿпи ытларах та ытларах вăй илсе пырать. Вĕсем çĕнĕ технологисене алла илессипе тăрăшуллă пулнипе кăларакан продукци конкурентлăхне ÿстереççĕ, хушма ĕç вырăнĕсем туса параççĕ.
Халăха тÿлевлĕ пулăшу парассинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисем, халăха çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăраççĕ.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă сфера объекчĕсем, çулсем тăвасси пысăк масштабпа пырать. Иртнĕ çул инвестици ĕç-хĕлне аталантарма тĕрлĕ çăл куçри укçа-тенкĕне 1,5 миллиард тенкĕне яхăн явăçтарнă. Ку вăл 5 çул каяллахинчен 8,4 хут нумайрах. Çак çулпа кайса асăннă тапхăрта нумай хваттерлĕ 6 çурт хута яма май килчĕ. Кунта «Моргаушская» МСО пирки ырă сăмах каламасăр иртме çук.
Инноваци тата инвестици проекчĕсене реализацилес ĕçре вĕрентÿпе спорт, сывлăх, культура учрежденийĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Ăслă та сывă, çирĕп ачасемсĕр малашлăх çук. Хастар спортсменсем, тăрăшуллă шкул ачисем, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă тата паян та ырми-канми ĕçлекенсем, халăхăмăр хушшинчи культурăна çĕклекенсем кашниех тав сăмахне тивĕç.
Предприятисен тăнăç аталанăвĕнче ĕç укçи - тĕп вырăнта. Ăна çамрăк специалистсене майлăрах тăвас тесе юлашки 5 çул хушшинче районти вăтам ĕç укçи шайне икĕ хут ытла ÿстерме май килчĕ. Ку ĕçе эпир малалла та аталантарăпăр...
Савăнăçлă лару-тăру умĕн те, ун вăхăтĕнче те, пуху хыççăн та зал тулашĕнче Муркашсен пултарулăхне курма, пирĕн ăсталăхпа паллашма килнисем татăлмарĕç.
- Муркаш ен пĕр вырăнта тăмасть. Çакна эпир куратпăр. Сирĕнтен тĕслĕх илсе хамăр тăрăх аталанăвне «вут хурас тетпĕр». Пурнăç уттинчен юлас мар тесен пирĕн сирĕнтен вĕренмелли нумай. Сире вара малашнехи экономика аталанăвĕнче татах та сумлăрах ÿсĕмсем тума сĕнетĕп, - терĕ пирĕн районпа çывăх пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Егоров.
Производство мал туртăмлă аталанни районта вĕрентÿпе спорт тытăмне те, халăх сывлăхне тивĕçлĕ пăхса тăрассине те çĕнĕ технологисен шайĕнче пурнăçа кĕртсе пыма пулăшать. Çак ĕçре çамрăксем маттур пулни, вĕсенчен уйрăмах хастаррисем ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни çирĕплетет. Район кунĕнче вĕсене савăнăçлă лару-тăрура стипендиат пулнине çирĕплетекен хут пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти предприятисем, организацисем тата учрежденисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтернисене çак ятпа дипломсем, укçан парнесем тата вымпелсем парса чысларĕ.
Çак кун Муркашсем çине Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсен «çумăрĕ» çурĕ тесен те йăнăш пулас çук. Кашни ĕçчен хăй тивĕçнĕ наградăна алла илчĕ, юлташĕсене вĕсен ÿсĕмĕшĕн савăнса саламларĕ.
Хамăр уява çак кун тăван районти культура ĕçченĕсем савăк ташă-юрăпа хăт кĕртрĕç, илемлетрĕç, çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарчĕç.
Сăмахăма вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ каланипе вĕçлес тетĕп, вăл пирĕнтен кашнинех пырса тивет. «Эсир хăвăра хăвăр хисеплеме пултаратăр, Муркашсем вăйлă, хастар, çирĕп те ĕçчен. Эсир критикăлама пĕлни тата хăвăра критикленине йышăнма пултарни - ырă пулăм. Сире малашне те пĕр çемьери пек шăкăл-шăкăл пурăнма ырлăх-сывлăх та телей сунатăп», - терĕ М. Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.
А. БЕЛОВ.