19 февраля 2014 г.
Олимп чемпионки Валентина Егорова çуралнăранпа февралĕн 16-мĕшĕнче 50 çул пулчĕ. В. Егорова - спортсменка, СССР тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ, тĕнче класлă спорт маçтăрĕ.
Валентина 1964 çулта Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă. Вăл Сосновкăри тĕп шкулта вĕреннĕ. Волгоградри физкультура институтне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн пĕрремĕш тренерĕ - Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Васильев.
1988 çулта Валентина пĕрремĕш хут СССР-ăн пĕрлештернĕ командине кĕме пултарать. Унăн пĕрремĕш пысăк ăмăртăвĕ 1990 çулта Сплит хулинче иртнĕ Европа чемпионачĕ пулать. В. Егорова унта кĕмĕл медаль çĕнсе илет, мала тухнă спортсменкăран 5 çеккунт кăна кая юлать. 1991 çулта Лондонри марафонра виççĕмĕш тухать. Пысăк çĕнтерÿсем вара - малалла. Марафон дистанцине чупассипе Валентина 25-мĕш Олимп вăййисен (1992 ç., Барселона хули) çĕнтерÿçи пулма тивĕçет. 1993 тата 1994 çулсенче Токиори марафонра пĕрремĕш пулать, 1995 çулта çав ăмăртурах иккĕмĕш вырăн çĕнсе илет. 1994 çулта Валентина Егорова Бостонри марафона та хутшăнать. Унта вăл иккĕмĕш вырăн кăна çĕнсе илет пулсан та, унăн результачĕ - 2 сехет те 23 минут та 33 çеккунт - вăл тата Раççей спортсменĕсем кăтартнă чи лайăх результат пулать.
26-мĕш Олимп вăййисенче (1996 ç., Атланта хули) марафон дистанцийĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Тĕнче кубокĕнче темиçе хутчен мала тухнă. В. Егорова карьеринчи юлашки пысăк çитĕнÿ 1999 çулти Наганори марафонри пĕрремĕш вырăн пулнă.
В. Егорова Шупашкар тата Токио хулисен Хисеплĕ гражданинĕ. Ăна иккĕмĕш степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе тата «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.
Пирĕн районта В. Егорова ячĕпе çулсеренех çăмăл атлетика ăмăртăвĕ иртет.