Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни ырă туйăм çуратать

19 февраля 2014 г.

 

Мĕн-ха хаклă пирĕн пурнăçра? Çынпа тĕл пулни, курса калаçни чуна савăнтарать, асра юлать, ăс-тăна пуянлатать. Çулсем кайнă май çакна уйрăмах лайăх туйса илетĕн. Хăй вăхăтĕнчи пултаруллă та хастар çынсемпе курнăçни вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иртнĕ кунсенче çавăн пек çынсемпе тĕл пулма тÿр килчĕ манăн. Кусем вĕсем Римма Михайловнăпа Алексей Петрович Петровсем. Иккĕшĕ те тыл ĕçченĕсем. Хисеплĕ çак мăшăр хамăр районти Катăкуй ялĕнче пурăнать.

Алексей Петров 1928 çулта çуралнă. Çамрăклăх çулĕсем вăрçă вăхăтне лекнипе ыттисенни пекех çăмăл пулма пултарайман. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех лашапа хиртен кĕлтесем те турттарнă, çурлапа тырă та вырнă. Ача çулĕсенчех хушнă ĕçе пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама хăнăхнă.

Вăл вăхăтра колхозра ĕçлекенсене тырă-пулă паман çулсем те пулнă. 1941 - 1946 çулсенче те тырра ытларах патшалăха ăсатнă. Чи малтанах фронтшăн тăрăшмалла пулнă. Ачалăх çулĕсенче çĕрĕк çĕр улми крахмалне те, шĕшкĕ кăчкине те пĕçерсе çиме тивнине питĕ лайăх астăвать Алексей Петрович халĕ те.

1948 çулта Алексея çар ретне илеççĕ. 4 çул хушши танк командирĕ пулса службăра тăрать вăл. 1952 çулта яла таврăнсан вулав çуртне ĕçлеме çирĕплетеççĕ. Çулталăкранах ял Совет депутатне суйлаççĕ. Пултаруллă çамрăка район шайĕнче те асăрхаççĕ. Хыççăн ăна КПСС Муркаш райкомĕн инструкторĕнче ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 3 çул хушши тăрăшать кунта вăл.

Çав çулсенчех Шупашкарта партин аслă шкулне вĕренсе пĕтерет. Вăл вăхăтра коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕ 30 пин яш-кĕрĕме ял хуçалăхне çĕклеме ярасси пирки хушу кăларать. Вĕсен шутне Алексей Петрович та лекет.

1957 çулта Алексей Петрова хăй çуралнă Шетмĕпуç тăрăхне ĕçлеме яраççĕ. Ун чухне кунта кашни ялтах хăйне тĕллĕн пĕр колхоз пулнă. 1950-мĕш çулсенче колхозсене пĕрлештерсе 3 колхоз йĕркеленĕ. Алексей Петрович Шетмĕпуç, Карманкасси тата Катăкуй ялĕсене пĕрлештерекен Калинин ячĕллĕ колхоза ертсе пыма пуçăнать.

Ун чухне ку колхоз питĕ начаррисен шутĕнче пулнă. Тырри-пуллине кашни гектартан вăтамран 4 - 5 центнертан ытла пухса илеймен. Кÿршĕллĕ пуянрах колхозсенчен тырă кивçенле илме тивнĕ. Ĕçе тухакансене куллен пĕрер килограмм çăнăх панă.

Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе, дисциплинăна çирĕплетнипе, çынсемшĕн тăрăшнипе Алексей Петрович кĕске вăхăт хушшинчех юлса пыракан колхоза аталану çулĕ çине кăларма пултарать. Çавна кура Турханпа Сарчак ялĕсенчи колхозсем те ку хуçалăхпа пĕрлешеççĕ. Çапла вара Мичурин ячĕллĕ колхоз йĕркеленет.

Колхозсенче пурнăç майĕпен йĕркеленсе-майлашăнса пынă пулин те, ял çыннисен пурнăç условийĕсем япăх пулнă-ха. Хуçалăхсенче те ĕçлемелли-тумалли сахал мар пулнă. Никама та çăмăл килмен. Чи малтанах выльăх-чĕрлĕх сарайĕсене çĕнетмелле пулнă. Кая юлмасăр кивĕ çуртсене пăсса пысăкрах çĕнĕ сарайсем тутарнă, çийĕсене улăм витнĕ. Пĕчĕк пăрусене ял çыннисен килти витисенче те усрама тивнĕ.

1958 çулта Хĕрлĕ Чутай вăрманĕнчен çăка касса килсе хуппине сÿсе шыва хутнă, курăс тунă. Колхозниксем çав курăсран хĕл каçа чăпта çапнă. Чăптине ял çыннисенчен 40 пуспа пуçтарса Горький хулине илсе кайса 70 пуспа сутнă.

- Çапла вара ерипен колхозниксене ĕçленĕшĕн уйăхсерен укçа тÿлеме тытăнтăмăр, - аса илет халĕ çав çулсене Алексей Петрович. - Муркаш МТС-ĕ колхоза пĕр комбайнпа тепĕр трактор парса пулăшатчĕ, анчах та ку çителĕксĕрччĕ. Тырă-пулăн ытларах пайне çурлапа вырса пухма тиветчĕ.

1959 çулта Муркаш районне пĕтернĕ май колхоз Элĕк районне кĕрет. Кайран вара Шупашкар районне лекет. Çак пăтрашуллă вăхăт колхозсене ăнăçлă аталанма чылай чăрмав кÿрет. 1964 çулта Муркаш районне çĕнĕрен йĕркелеççĕ.

1961 çулта ялсене электричество çитет. Колхозра хăма çурмалли пилорама хута яраççĕ. Электричество пулни чылай йывăр ĕçе çăмăллатма май парать.

Кĕркунне колхоз çĕр улми сутса тиев турттармалли автомашина туянать. Тепĕр çулне вара укçа пухса кустăрмаллă трактор туянма май çитереççĕ.

Çав вăхăт халĕ те Алексей Петровичăн куçĕ умĕнче:

- Тинех кăшт сывлăш çавăрса ятăмăр. Кăштах техника пекки пур темелле. Хĕллехи вăхăтра колхозниксене Атăл урлă вăрман касса йывăç хатĕрлеме яма пуçларăмăр. Пурăна киле малтанхи вăхăтра йывăçран, кайрантарахпа тимĕр-бетонран, кирпĕчрен те выльăх-чĕрлĕх витисемпе сарайĕсене çĕклерĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх йышне те çуллен ÿстерсе пытăмăр.

Ерипен колхоз районта малти хуçалăхсен ретне тăма пуçлать. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе вĕсен кăтартăвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăма тытăнаççĕ.

Ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессипе те Шетмĕпуçсем япăх мар кăтартусем тăваççĕ. 1970 - 1972 çулсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 30 центнера, çĕр улмине 250 - 300 центнера яхăн пухса кĕртме тытăнаççĕ. 1972 çулта Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртăва хутшăнса чи пысăк кăтартусем тунăшăн КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПС-ăн тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне, укçан премие тивĕçет.

Çав çулсенчех колхоз татах пысăкланать - Тивĕш, Автанкасси тата Опрыскьял ялĕсем те Мичурин ячĕллĕ колхозпа пĕрлешеççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх аталанса çирĕпленсе пырать. Колхоз вăйĕпех Янăш ялĕ патне çити асфальт çул сараççĕ. Халĕ ĕнтĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи кашни ял патнех асфальт çулпа çитме пулать.

1975 - 1976 çулсенче Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз харпăрлăхĕнче 40 трактор, 40 автомашина, 14 комбайн шутланнă. Аш-какай, сĕт туса илессипе хуçалăх ăнăçуллă ĕçленĕ. Вăл вăхăтра колхозниксем пĕрлешÿллĕ хуçалăхри ĕçсене килти вырăнне хурса тăрăшнă.

Хăйĕн хастар ĕçĕпе Алексей Петрович 4 орден илме тивĕçнĕ. Кусем вĕсем Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕн тата «Хисеп Палли» орденĕсем. Муркаш тăрăхĕнче ун чухне çĕр-шывăн кун чухлĕ наградине тивĕçнисем сахал пулнă.

23 çула яхăн ĕçленĕ вăл хуçалăх ертÿçинче. 1979 çулта сывлăхĕ хавшанипе «Ударник» хуçалăхăн ун чухнехи ертÿçине Александр Михайлович Михайлова тăван тăрăхне килме, хăйĕн вырăнĕнче ĕçлеме ыйтнă. Çапла вара А. Михайлов Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче ĕçе кÿлĕнет.

Кайран А. Петров Муркаш райповĕн председателĕнче ĕçе пикенет, пенсие кайичченех, 10 çул хушши кунта ăнăçуллă тăрăшать. Пултарулăхне вăл çĕнĕ ĕçре те туллинех кăтартма пултарать. Вăл ĕçленĕ вăхăтра райпо системинче куллен кирлĕ таварсен 20 ытла магазинне уçаççĕ. Магазинсенче ял çыннисене кирлĕ строительство материалĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелеççĕ. Потребкоопераци отличникĕн паллине парса чыслаççĕ ăна.

Халĕ Алексей Петрович 86 çулта. Апла пулин те обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать.

Унăн мăшăрĕ Римма Михайловна Красноармейски районĕнчен, 1931 çулта çуралнă. Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухсан ăна 1948 çулта выльăх тухтăрĕнче ĕçлеме Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçĕнчи ветеринари участокне янă. Кунта вăл пĕр улшăнмасăр 43 çул тăрăшнă. 1953 çулта Алексей Петровичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Ветеринари участокĕ кивĕ юхăннă çуртра вырнаçнă пулнă. 1958 çулта ветучасток çĕнĕ хăтлă çурта куçнă.

Малтанхи вăхăтра хальхи пек йĕркеллĕ çулсем пулман. Фермăсен территорийĕсенче пушшех те пылчăклă пулнă. Çуркунне юр кайнă вăхăтра Римма Михайловна ялсене юлан утпа çÿренĕ. Çав çулсенче Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра кăна ĕне выльăх 1800 пуç, сысна 3000 пуç, сурăх 800 пуç таран, чăх-чĕп чылай усранă. Кунсăр пуçне халĕ Элĕк районне кĕрекен «Новый путь» хуçалăхри Какаç, Мăн Шĕвĕш, Кĕçĕн Шĕвĕш ялĕсене те çитме тивнĕ. Мăн Шĕвĕшре те пысăк фермăсем пулнă. Хамăр районти «Ударник» хуçалăхри Тури Панкли, Анатри Панкли, Хурăнкасси ялĕсенче те ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп фермисем пулнă. Вĕсене пурне те Шетмĕпуçĕнчи ветеринари участокĕнче вăй хуракан выльăх тухтăрĕсен çитсе çÿремелле пулнă.

Выльăх тухтăрĕн ĕçĕ епле йывăр пулнине эпĕ хамăн мăшăр Нина Яковлева та выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ май питĕ лайăх пĕлеттĕм. Вĕсен ĕç кунĕ вĕçленсен те яла каймалли тупăнатчĕ. Тепĕр чухне каçхине те чирлĕ выльăх патне кайма лекетчĕ.

Эпĕ ветеринари участокне яланах çÿренĕ. Римма Михайловна ертсе пынипе выльăх тухтăрĕсем çуллахи вăхăтра яланах вăрмана кайса сиплĕ эмел курăкĕсем пуçтаратчĕç. Çав курăксене типĕтсе чирлĕ выльăхсене сиплеме усă курнă.

Римма Михайловна патне выльăх тухтăрĕ пулма вĕренекенсем сахал мар практикăна килетчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята та, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне те тивĕçнĕ, Мускавра халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче те пулнă. Шетмĕпуçĕнчи ветеринари участокĕ районта яланах малти вырăнсенче шутланнă.

Римма Михайловнăпа Алексей Петрович Петровсем хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать. Мăнукĕ Алексей Ладыков ответлă вырăнта тăрăшать.

Çак хисеплĕ мăшăр паянхи кун та алă усса ĕçсĕр лармасть. Хăнăхман вĕсем ун пеккине. Килти хуçалăхра Петровсем чăх-чĕп, сурăхсем тытаççĕ. Çемье çавăрни вара вĕсен 60 çул çитрĕ. Ырлăх-сывлăх сунса эпĕ вĕсенчен тулли кăмăлпа уйрăлтăм.

Илья ЯКОВЛЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика