Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТА: ĕнер, паян, ыран

19 февраля 2014 г.

 

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

Республикăри ытти районсенчи пекех, пирĕн районта та паян Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ тăрăх информаци кунĕпе çыхăннă тĕл пулусене ĕç çынни коллективĕсенче пур ял тăрăхĕсенче те йĕркелеме палăртнă.

Пĕрлехи информаци кунĕн темисем анлă. Тĕл пулусенче çак ыйтусем тавра калаçусем пулĕç:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2013 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи 375 № «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçласси çинчен*

- Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ çинчен тата республикăн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен*

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев республика Патшалăх Канашне 2014 çул валли янă Çырăва пурнăçлассипе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен пĕрлехи ĕçĕсен комплекслă планĕ çинчен*

- чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе, пушар хăрушсăрлăхне тата шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе туса ирттермелли ĕçсем çинчен. Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки каласа парасси*

- Раççей Федерацийĕн пенси системинче туса ирттерекен çĕнĕлĕхсем çинчен.

Республикăран района Пĕрлехи информаци кунĕ ирттерме Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина ертсе пыракан ушкăн килет.

Тĕл пулусен кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем пирки калаçнипе пĕрлех информаци ушкăнĕсен членĕсем ял çыннисене интереслентерекен ыйтусене те хуравлĕç.

 

Ăмăрту старта чĕнет

Районта февралĕн 22-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройне Е.А. Андреева асăнса районта мала тухассишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттереççĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерме район администрацийĕн йышăнăвĕпе йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пырать.

Февралĕн 18-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна комитет председателĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Ларура ăмăртăва хатĕрленсе ирттерессипе ответлисен тивĕçĕсене çирĕплетсе тухрĕç.

Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх кашниех хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлассишĕн ответлăха туйни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерес тесен положенипе пăхнă пур условие те кашниех çирĕп пурнăçлани кирлĕ.

 

90 çул - сумлă çул

Мăн Токшикри Анастасия Павлова çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Çавна май  юбиляр чыслакансен ушкăнне йышăнчĕ. Ăшă сăмах  чылай пулчĕ, вăл шутра РФ Президенчĕн В. Путинăн, район администрацийĕн тата ытти шайри ĕçченсен саламĕ, асăнмалăх парне, чĕрĕ чечек çыххи кăмăл-туйăма çемçетрĕ. Çулĕпе сумлă  пулин те, Анастасия Викторовна çирĕп те вăр-вар. Алă усса лармасть вăл,  хăйне валли тăтăшах тĕрлĕ ĕç тупать, май килнĕ таран ыттисене пулăшать. Кичеммĕн ларма хăнăхман çав ырă кинемей.  Сумлă уява  юбиляр пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте паллă тума хатĕрленет.

 

Паттăр ентеше халалласа

 Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче Совет Союзĕн Геройне Яков Анисимова халалланă спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Кунта хутшăнакансем волейболла, шашкăлла, шахматла вылярĕç, çавăн пекех кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç. Ваçкасси ялĕн спортсменĕсем волейбол ăмăртăвĕнче чи маттуррисем пулчĕç, куçса çÿрекен кубок вĕсенче юлчĕ. Уйкас Апашпа  Сосновка командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе тата шашкăлла выляссипе Уйкас Апашри К. Васильев чи маттурри пулчĕ. Çапла вара пĕтĕмĕшле шутлавра Уйкас Апашсем чи хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Спортсменсене саламлама тата хавхалантарма район пуçлăхĕ И. Николаев тата çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никифорова килсе çитрĕç.     

В. ШАПОШНИКОВ, Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика